Купăса тăсса ярсассăн...

23 Окт, 2017

Халăх пултарулăхĕн коллективĕсен ертÿçисене, алă ăстисене йăла-йĕркене упраса хăварас тĕлĕшпе нумай та тухăçлă ĕçленĕшĕн тав туса 2002 çултанпа Раççей Правительстви «Раççей чунĕ» премипе чыслать. Кăçал та «Халăх юрри», «Халăх кĕвви», «Халăх ташши», «Халăх ăсти», «Халăх йăла-йĕрки» номинацисенче 15 хавхалантару хăйсен хуçисене тупнă. Ку йышра ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Комсомольски районĕнчи «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн ертÿçи Владимир Павлов та пур, вăл — «Халăх юрри» номинаци лауреачĕ.

Халиччен ентешĕмĕрсенчен ку премие ЧР тата РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, халăх ташшисен «Сувар» халăх ансамблĕн ертÿçи Анатолий Музыкантов, ЧР тата РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Уяв» халăх фольклор ушкăнĕн ертÿçи Зинаида Козлова, ЧР тата РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, халăх инструменчĕсен «Эревет» ансамблĕн ертÿçи Сергей Федотов тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Красноармейски районĕнчи «Раштав» ушкăн ертÿçи Андрей Тюмеров тивĕçнĕ.

Каçал тăрăхĕн маттур каччин пултарулăх çулĕ ăçта тата хăçан пуçланнă темелле-ши? Никĕс, паллах, ачаран çирĕпленнĕ. Халăх юрри-ташшине пĕчĕкрен кăмăлланă вăл. Ашшĕ-амăшĕ те юрра-кĕвве ăнланакансен йăхĕнчен пулнă. Икĕ енчи тăванĕсен йышĕнче те юрлама, музыка инструменчĕ калама пĕлекен чылай. Владимир Павловичăн мăн кукашшĕ сĕрме купăс ăста тунипе палăрнă тата. Пуринчен ытла вара пĕчĕк Володя купăс сассине чунран юратнă.

— Пирĕн ялта Анатолий Волков пурччĕ. Вăл купăсне епле вылятнине сăнама килĕштереттĕм. Илемлĕ кĕвĕ тăсса ярсанах ун çумне вырнаçаттăм. Шкул çулне ÿссе çитсен пĕррехинче Анатолий Васильевич патне кайрăм та мана та вĕрентме ыйтрăм, — аса илет ачалăхне арçын.

1996 çулта Çĕнĕ Кипеç каччи культура училищинчен вĕренсе тухать. Диплом илнĕ çамрăк каччăна районти вĕрентÿ пайĕ ĕçлеме Анат Тимĕрчкассинчи вăтам шкула ярать. Халăх йăли-йĕркине упраса хăварас, фольклора çĕклес ĕçри пĕрремĕш утăмĕсене музыка вĕрентекенĕ шăпах унта тăвать.

— Ку ялта пултаруллă, юрлама-ташлама хастар çынсем пурăннине тÿрех тавçăртăм. Часах шкулта фольклор ушкăнĕ йĕркелерĕмĕр. Ялти клубра аслисене те пухрăмăр. Тĕрлĕ конкурс-фестивале тухма тытăнтăмăр. Малти вырăнсене те йышăнаттăмăр. Шел, халĕ çук вĕсем, вăхăт иртнĕ май саланчĕç — пĕрремĕш утăмĕсене аса илнĕ май ассăн сывламалли те тупăнать Владимир Павловăн.

Учитель ĕçне кÿлĕннĕскер аслă пĕлÿ илес тĕллевпе çулталăкран ЧППУн музыкăпа педагогика факультетне куçăнсăр майпа вĕренме кĕрет. 2000 çултан вăл Комсомольскинчи культура çуртĕнче тăрăшма пикенет. Çулталăкран «Каçал» фольклор ушкăнĕ йĕркелет. 2006 çулта коллектив «халăх» ятне тивĕçет. Паллах, ансамбль йĕркелеме те, çав шая кăларма та нумай тар тăкма тивнĕ. Республика шайĕнчи нумай конкурс-тĕрĕслев витĕр тухнă.

Çĕнĕ пусăма парăнтарни вара коллектив умĕнче çĕнĕ тавралăх уçнă. «Каçал» Раççей, тĕнче шайĕнчи конкурс-фестивальсене çитме тытăннă. Пултарулăхĕпе тыткăнланă.

— Ăçта кăна çитсе курманнине каласа та пĕтереймĕн. Крым, Сочи, Мускав, Санкт-Петербург, Калуга, Сарă ту, Воронеж, Самар, Чулхула, Коми... Кÿршĕлле Пушкăрт, Тутар республикисенче, Ульяновск облаçĕнче мĕн чухлĕ пулман-ши тата! Раççейри нумай региона çитнисĕр пуçне Турцири 24 хулара та хамăр концертсемпе савăнтарнă. ЧР Культура министерствипе республикăри Халăх пултарулăх çурчĕ янă конкурссенчен пушă алăпа таврăннине пачах ас тумастăп. 1-мĕш мар тăк 2, 3-мĕш вырăн та пулин илсе килнех.

Фестивальсене хамăр тĕллĕн кайни те пулать. Нумай çĕре тухса çÿренĕ май туссем йышланаççĕ. Вĕсем те ку е вăл сăлтав тупăнсан хăнана йыхравлаççĕ, — каласа кăтартать Владимир Павлов.

Палăртса хăварни вырăнлă: «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн ĕçне йĕркелесе пынисĕр пуçне Владимир Павлович «Каçал» арçынĕсен фольклор ансамбльне те тытса пырать. Чăваш халăх юррисене темиçе сасăпа шăрантараççĕ вĕсем. Хут купăсçăсен ансамблĕ те Каçал енĕн маттур арĕн аллинчех. Ăна пуянлатма сĕрме купăспа, параппанпа, курайпа, шăхличпе, сасă инструменчĕсемпе те усă кураççĕ тĕрлĕ халăх юрри-ташшин кĕввине сцена çине кăларакансем. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.