- Чăвашла верси
- Русская версия
Каратэпе те, гитарăпа та туслă
Пултаруллă ачасене хавхалантарма тĕрлĕрен стипенди пуррине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Райадминистраци пуçлăхĕн стипендиачĕ ятне илме те пурте пултараймаççĕ. Çак наградăшăн çанă тавăрса нумай вăй хумалла. Муркаш райадминистрацийĕн пуçлăхĕн стипендине илсе тăракан маттурсен йышĕнче Муркашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул чиперукĕ Наталья Шарапова та пур. Маттур çамрăкпа тĕл пулса унăн çитĕнĕвĕсемпе кăсăкланас терĕм.
— Наташа, ырă кун пултăр! Сан пирки, пултарулăху çинчен пĕлес килет. Каласа парсам.
— Ырă кун пултăр! Эпĕ вун çичĕ çулта, вун пĕрмĕш класра вĕренетĕп. «Пиллĕк» тата «тăваттă» паллăсемпе çеç туслă. Эпĕ район, республика тата Раççей шайĕнче иртекен конкурссене тăтăшах хутшăнма тăрăшатăп. Каратэ секцине çÿретĕп. Муркашри Ф.С.Васильев ячĕллĕ ача-пăча искусствăсен шкулĕнче гитара калас ăсталăха алла илтĕм. Манăн диплом та пур.
— Каратэ секцине çырăнма епле шут тытрăн?
— Ун чухне эпĕ вун виçĕ çултаччĕ. Мультфильмсене пăхса каратэ пирки пĕлтĕм те, хамăн та ал-урапа çапса кĕрешме пысăк кăмăл çуралчĕ. Вара пĕр шутласа тăмасăр тенĕ пек шкулти каратэ секцине çул тытрăм.
— Çапса кĕрешмелли мелсенчен кăмăла каяканни хăшĕ?
— Мана «ката» ятли килĕшет. Çак меле лайăх вĕренсе çитсен кĕлетке хăйне хăй ĕçлеме пуçлĕ. Кĕрешÿ лару-тăрăвне лексен мана малти вырăна тухма пулăшĕ.
— Гитара калакансем çине эпĕ мĕн ачаран ăмсанса пăхатăп. Эсĕ çак ăсталăха алла илни пирки каласа кăтартсамччĕ.
— Манăн çак ĕмĕт пĕчĕкренех пулнă. Халь ĕнтĕ аллăмра диплом та, тĕрлĕ награда та пур. Маншăн чи пĕлтерĕшли — çак инструментпа илемлĕ кĕвĕсем янратма май пурри. Эстрада юррисем те, классика та маншăн йывăр мар. <...>
— Стипенди укçипе мĕнле усă куратăн?
— Хам валли çĕнĕ телефон туянтăм. Укçи татах та юлчĕ-ха. Питĕ тинĕс хĕррине кайса курас килнĕрен ытти укçа-тенке çавăнта канма каймашкăн пухас терĕм.
Гитара кружокĕн ертÿçи Светлана Арсентьева та Наташăн маттурлăхĕ пирки пĕлтерме хирĕç пулмарĕ: «Вăл питĕ тăрăшуллă, йĕркене пăхăнакан хĕр. Кĕвĕсене Наташа хăвăрт вĕренет. «Килте вăл пĕр чарăнми тăватă сехет ларса вĕренме те пултарать», — тенĕччĕ амăшĕ. Ăна чăнах та гитара калама килĕшет. Вĕренме пуçласан пĕрремĕш çулах Наташа ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Раççейри «Хрустальные звездочки» конкурса хутшăннă, тепĕр çул вара иккĕмĕш степень дипломанчĕ пулса тăнă. Хĕр-упраçăн Испанин чăн-чăн гитари пур. Ăна фабрикăра туман, вăл алă ĕçĕ шутланать. Наташа питĕ пултаруллă, унăн аллинче гитара хăех янăрать теме пулать. Пĕччен кăна мар, гитара ансамблĕпе пĕрле те хутшăнать маттур хĕр. Районта та, республикăра та сцена çине тухма май килнĕ вĕсен. Ансамбль Каршлăхри интерната кайса концертпа савăнтарнă. Наташăна культура институтне вĕренме йыхравлаççĕ, анчах чиперук урăх çул суйласшăн. Унăн ĕмĕчĕсем пурнăçланасса шанатăп». Тулли верси...
Комментировать