Тырă хакĕ тивĕçтермест
Ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ планеркăра вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕççи кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ.
Тĕш тырра, çĕр улмине пĕтĕмпех пухса кĕртнĕ — "Вăрнарсем иккĕмĕш çăкăрăн юлашки гектарĕсене кăларса пĕтерни çинчен паян пĕлтерчĕç". Уйра пахча çимĕç пур-ха. Тата — куккурус. Тĕшĕлемели тесе палăртнăскер тата 3 пин гектар юлнă, анчах çанталăк пиçсе çитме памарĕ вĕт — куккуруса пĕтĕмпех силос валли яма йышăннă. Тĕшĕлемелли хĕвелçаврăнăш лаптăкĕсем пысăк — 7 пин гектара яхăн. Ăна пухса кĕртесси те тăпра нÿрĕ пулнине кура техника уя кĕрейменнипе сăлтавланнă.
Канашлăва ертсе пынă Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тыр-пул хакĕсемпе кăсăкланчĕ. Пăшăрхантаракан самантсем çук мар. Министр палăртнă тăрăх, тасатнă-типĕтнĕ тырă хакĕ аван-ха, анчах хăш-пĕр хуçалăхăн типĕтмелли-тасатмалли техника çук та — тырра килограмне 3-3,5 тенкĕпех сутма тивет. Çĕр улми пирки калас тăк — хресченшĕн аван хаксем: вĕтĕреххине те килограмне 12-13 тенкĕпе тиесе ăсатаççĕ-мĕн. Пахча çимĕçĕн сутлăх хакĕ те пĕлтĕрхинчен самай пысăкрах.
Канашлăва Иван Моторин çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесе çитересси пирки асăрхаттарнипе вĕçлерĕ. Ăшă паман пурăнмалли çуртсем те, социаллă обьектсем те пур-ха. Юрать, çанталăк ăшă тăчĕ, апла пулин те ку ĕçсене текех малалла тăсса пыма юрамасть.
Комментировать