Çул юсасси йывăр çĕклем ан пултăр тесен...
Çул-йĕр фончĕн укçипе мĕнле усă курни, çынсене юхăннă çуртсенчен куçармалли программăна пурнăçланин кăтартăвĕсем — çак тата ытти ыйтăва паян ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра сÿтсе яврĕç. Канашлăва Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.
Транспорт министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх — Çул-йĕр фончĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ кăçал 5,3 миллиарда яхăн тенкĕпе танлашать. Хальлĕхе çак виçен 3 миллиард тенкипе усă курнă. Ĕçсем чăрмавсăр мар. Районсенче пурнăçлакан ĕçсен пĕр пайĕшĕн, 10%, муниципалитетсен хăйсен укçа куçармалла. Хăшĕ-пĕрин енчĕкĕсем çÿхе — республикăран пулăшу ыйтаççĕ. Вĕсем тÿлейменнине кура республика хысни те хăйĕн пайне куçараймасть. Районсен бюджечĕсем вара раштавра кăна пуянланĕç — ĕçсемшĕн тÿлесси тытăнса тăрать.
Иван Моторин çак лару-тăрăва районсем хăйсем çине вăй çитерейми çĕклем илни вырăнне хурса хакларĕ. Эппин, çулсене ăçта тăвассине палăртнă чух çакна шута илмелле пулнă. Премьерăн çак пĕтĕмлетĕвĕпе министр та килĕшрĕ. Асăннă йышши тĕслĕхсен шутĕнче вăл Патăрьел районĕнчи ĕç-пуçпа паллаштарчĕ. Унта плана кĕртнĕ çулсен тăршшĕ 12 километрпа танлашать - 180 пин тенкĕлĕх. Тăкаксен вуннăмĕш пайне вырăнти бюджетран саплаштармалла — 18 миллион тенкĕ. Çак виçе, паллах, районшăн пĕчĕк мар.
Апла пулин те Владимир Иванов çулталăкăн юлнă вĕхăтĕнче çине тăрса ĕçлесе Çул-йĕр фончĕн укçипе май пур таран туллин усă курасси пирки иккĕленмест.
Комментировать