Ял клубĕ – культура вучахĕ

7 Окт, 2017

Ял пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе юлашки çулсенче Чăваш Енре чылай ĕç турĕç. Çĕнĕ шкулсемпе садиксем уçăлчĕç, фельдшерпа акушер пункчĕсемпе спорт обьекчĕсем çĕкленсе ларчĕç. Кăçал пирĕн республикăри 31 клуба çĕнетсе юсамалла, 4 ялта çĕннине хута ямалла. Икĕ ялти культура çурчĕсенче ĕç-пуç еплерех пынипе эпир те паллашрăмăр.

Шкул мастерскойĕнченклуб

Канаш районĕнчи Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче пурăнакансене клуб çурчĕ кивелсе пыни яланах пăшăрхантарнă. Йывăç çуртра ĕлĕк чиркÿ пулнă. 1961 çулта юсаса унта клуб хута янă. Культура çуртĕнче 14 çул ĕçленĕ Римма Васильева каланă тăрăх — клуба кăмрăкпа хутса ăшăтнăран çуртра ăшах марччĕ. «Уйрăмах хĕл кунĕсенче шăнаттăмăр. Сивĕ пулин те çынсем клуба пухăнатчĕç, çамрăксем уйрăмах нумайччĕ. Тĕрлĕ мероприяти ирттереттĕмĕр. Кружоксем ĕçлетчĕç. Çĕнĕ клуб туса лартнăшăн эпĕ питĕ хĕпĕртерĕм. Ял халăхĕ те çĕнни пирки тахçанах ĕмĕтленетчĕ», — савăннине пытармарĕ Римма Яковлевна.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх — çĕнĕ клуб тăвасси пирки темиçе çул каяллах сăмах пуçарнă: 2008 çулта культура çурчĕн проектне туса хатĕрленĕ, анчах укçа-тенкĕ çитменнипе ĕçе пуçăнайман. «Пĕлтĕр патшалăх программи ĕçлеме тытăнсан эпир министерствăна кирлĕ хутсем ярса патăмăр. Телее, кăçал укçа уйăрса пачĕç», — терĕ Владимир Кузьмич. Çĕнĕ клуб унччен шкул мастерскойĕ /маларах унта пуçламăш класс ачисем те вĕреннĕ/ пулнă çуртра вырăн тупнă. 1973 çулта тунăскере строительсем тăватă уйăхрах юсаса çĕнетнĕ. Вĕсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ пуçлăх — ĕçе вăхăтра та тĕплĕ тунă. Çывăх кунсенче çĕнĕ клуб территорине хăтлăлатса илетмелле, тепĕр çул çурт тавра чечексемпе тĕмсем лартма палăртаççĕ. Тĕрлĕ оборудованипе тивĕçтерсен тата сĕтел-пукан лартсан культура керменĕ татах хăтлăланĕ. Куракансен залĕнче 108 çын лармалăх вырăн пулĕ. Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче çĕнĕ клубра Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне паллă тума шухăшлаççĕ Кипечсем.

Культура çурчĕн çĕнĕ керменĕпе Ирина Митрофанова уйрăмах кăмăллă. «Ялти клубра эпĕ 6 çул ĕçлетĕп. Кивĕ çурта çынсем çÿресшĕнех марччĕ. Çамрăксем те нумаях марччĕ. Çĕнĕ клуб вĕсен юратнă вырăнĕ пулса тăрасса шанатăп. Малашне чаплă концертсем ирттерме пуçлăпăр, Чăваш Енри паллă артистсене чĕнĕпĕр. Çĕнĕ кружоксем йĕркелĕпĕр: ташă тата «Чечекçĕ» кружоксем çамрăксене илĕртеççех пулĕ», — хавхаланчĕ Ирина Михайловна. Хальхи вăхăтра культура çуртĕнче «Каçхи улах» кружок ĕçлет, унта 20 ытла çын çÿрет. Ял хĕрăрмĕсемпе ватăсем пухăнса юрлаççĕ, алĕç тăваççĕ, калаçса чунне уçаççĕ.

Клуб ялти библиотекăна та хăйĕн хÿттине илнĕ. «Унчченхи çурт, чăн та, питĕ кивĕччĕ. Çĕннинче хăтлă та илемлĕ, çутă та ăшă. Кунта вулакансене те кăмăллă пулĕ. Вĕсен йышĕ пысăк — 700 яхăн çын. Фондра — 10 пин ытла кĕнеке», — пĕлтерчĕ библиотека ĕçченĕ Елена Павлова.

Сăмах май, Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче 1155 çын пурăнать. Ялта шкул, садик, ял администрацийĕ, почта, фельдшерпа акушер пункчĕ пур. 10 çулта икĕ чиркÿ туса лартнă. Николай атте каланă тăрăх — вĕсене ку тăрăхра çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан Юрий Петров пулăшнипе тунă. Кăçалхи юпа уйăхĕнче хута яма палăртнинче — Мускаври Матрона ячĕпе лартнă чиркÿре фарфортан тунă турăшсем вырнаçтарнă.

Паваркассинчи «театр»

Çĕрпÿ районĕнчи Паваркассинчи культура керменĕ, чăн та, театра аса илтерет: икĕ хутлă колонăллă чул çурт аякранах курăнса ларать. Ăна 1965 çулта колхозниксем тунă. Унта ĕлĕк колхоз правленийĕ, библиотека тата клуб вырнаçнă. Çакăнтах республикипе палăрнă «Кăмăл» ансамбль йĕркеленнĕ. 13 çынран тăракан коллектив Чăваш Енри чылай ялпа хула çыннисене хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă. Ял артисчĕсем Пушкăртстанра та, Тутарстанра та, Мари Элта та, Ульяновскинче те концерт лартнă.

Клуб ертÿçи Галина Иванова пĕлтернĕ тăрăх — культура çуртĕнче ачасемпе çамрăксем валли те, çитĕннисемпе ваттисем валли те куружоксем ĕçлеççĕ. «Кашни çул Тихвин ярмăрккине хутшăнатпăр, районти тата республикăри тĕрлĕ конкурс-фестивальте хамăр пултарулăха кăтартатпăр. Пирĕн ялта 500 ытла çын пурăнать. Чылайăшĕ клуба-библиотекăна çÿресшĕн, анчах культура çурчĕ юхăнса кайрĕ», — хурланса пĕлтерчĕ Галина Алексеевна.

1994 çулта клубра пушар тухнă. Çавăн хыççăн культура çурчĕ «ура çине тăрайман». Çумăрлă çанталăксенче тата çуркунне çурт тăрринчен шыв аннă. Çак инкек хыççăн библиотекăна урăх вырăна куçарса кайнă. Хальхи вăхăтра клубпа библиотека унччен учительсен общежитийĕ пулнă çуртра хÿтлĕх тупнă.

2015 çулта Паваркасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма Владимир Плешкова суйланă. Çĕнĕ ертÿçĕ клуба кĕрсен чутах кайса ларман. «Çурт тăрринчен тÿпе курăнатчĕ. Стенасем чĕрĕ пулнипе хăмпăланса тата кăмпаланса ларнăччĕ. Хĕлле сивĕччĕ», — терĕ Владимир Григорьевич 52 çул хушшинче пысăк юсав туманнине палăртса. Вăл тăрăшнипех кăçал министерство клуба юсамашкăн 1200 миллион тенкĕ уйăрса панă. Строительсем çуллахи вăхăтра çурт тăррине, тулаш енне тата фойене юсанă, чÿречесене улăштарнă. Хальхи вăхăтра куракансен залне çĕнетес ĕç пырать тата алăксене улăштармалла. «Çĕнĕ çул тĕне клуба хута яма шухăшлатпăр. Шел те, 2-мĕш хут валли укçа çитмерĕ. Çапах та эпир пуç усмастпăр, тепĕр çул укçа-текнĕ тупса ăна туса пĕтеретпĕрех. Ял халăхне клуб питĕ кирлĕ. Ял çыннисен канмалли тĕп вырăнĕ вăл. Унта çамрăксем те туртăнаççĕ. Клубпа библиотека пулмасан культура вучахĕ те çÿнсе ларать», — терĕ пуçлăх.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать