«Пурнăçра кунне темиçе экзамен та тытма тивет»

6 Окт, 2017

Кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче çамрăксемпе ĕçлекен федераци агенстви çĕнĕ вĕрентÿ проектне — «Пĕр тан калаçу» студентсен тавлашу клубне — пуçарса ячĕ. Çĕнĕ проект 2018 çулхи çу уйăхĕччен пирĕн çĕршывра икĕ тапхăрпа иртмелле.

«Пĕр тан калаçу» тĕллевĕ: çамрăксене паллă та пултаруллă çынсен тĕслĕхĕ çинче хальхи Раççейĕн кирек хăш регионĕнче, çавăн пекех кирек хăш тытăмра ăнăçу тума, малалла талпăнма майсем пуррине кăтартасси.

Асăннă проект пĕрремĕш тапхăрта Раççейри 35 региона çитмелле. Кăçал кăна унта 50 пин ытла Раççей студенчĕ хутшăнĕ.

Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче «Пĕр тан калаçу» пирĕн региона та килсе çитрĕ. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра Шупашкарти 7 аслă вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ пухакан хастар студентсемпе тĕл пулчĕ. Калаçу Раççей вĕрентĕвĕн пуласлăхĕпе кокурентлăхĕ тавра пычĕ.

Тĕлпулура Алена Игоревна паянхи вĕрентÿ тытăмĕ пирки сăмах хускатнă май чи малтан шкул çулне çитменнисен вĕрентÿ учрежденийĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Раççейре ача сачĕсен строительстви валли кăçал 130 млрд. тенкĕ укçа уйăрнă. «Пĕтĕм тĕнчипе илес пулсан, чи лайăх ача сачĕсем — Раççейре. Вĕсенче Совет тапхăрĕ паянхи кунчченех сыхланса юлнă. Санэпидемстанци вăйлă тĕрĕслесе тăнăран, çирĕп ыйтнăран пур çĕрте те йĕрке хуçаланать. Паллах, мана Люксембургри çул çитменнисен учрежденийĕсенче те килĕшрĕ. Вĕсен ушкăнĕсенче ача сахалрах тата 3-4 çулранах ĕçе хăнăхтарма тăрăшаççĕ», — терĕ Алена Игоревна.

Алена Аршинова депутат Чăваш Енри учительсен шалăвĕ пĕчĕкки, шкулти апатлану, хăш-пĕр предметпа учительсем çитменни, çамрăксем диплом илнĕ хыççăн шкула ĕçлеме каясшăн марри пирки те сăмах хускатрĕ.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ юлашкинчен студентсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Аслă шкула вĕренме кĕнĕ пулин те, хăшĕ-пĕрне халĕ те патшалăхăн пĕрлехи экзаменне пăрахăçласа каялла малтанхи тапхăра таврăнасси кăсăклантарать. «Экзаменран хăрама кирлĕ мар, тĕплĕн хатĕрленмелле çеç, пурнăç унран та йывăртарах. Ăна кунне пĕрре мар, хăш чухне темиçе те тытма тивет», — терĕ Алена Игоревна.

 

Рубрика: 

Комментировать