Вĕрентекен ачи пулма лайăх-и?

5 Окт, 2017

«Вĕрен! Вĕрен! Вĕрен!» — текен хĕвел чунлă вĕрентекен», — çырнă хăйĕн сăввинче Раиса Сарпи. Чăнах та, мĕн тери çепĕç кăмăллă, хĕвел пек ăшă та сăпайлă вĕсем — пирĕн вĕрентекенсем! Вĕсем ывăнма пĕлмесĕр, ачасене тарăн пĕлÿ парас тесе питĕ нумай тăрăшаççĕ. Вĕрентекенĕн кашни ачапа пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле, уншăн ялан тĕслĕх пулмалла.

Учитель ĕçĕ пĕртте çăмăл мар. Унăн кашни урока тĕплĕн хатĕрленмелле, яланах шыравра пулмалла. Çакна эпĕ аттепе анне вĕрентекенсем пулнинчен питĕ лайăх пĕлетĕп. Вĕрентекенсен кунĕ — вăл пирĕншĕн çемье уявĕ пекех. Ара, çывăх çыннăмсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ вĕт! Вĕсене ир-ирех вĕренекенĕсем шăнкăравласа саламлани, хăйсен ÿсĕмĕсем çинчен каласа пани мĕн тери кăмăллă. Ун чухне вĕсем хăйсен савăнăçне куççуль витĕр кăлараççĕ. Çапла эпĕ вĕрентекенĕн ĕçĕ пархатарлă та сăваплă пулнине питĕ аван ăнланатăп.

Манăн атте — Александр Адюков Елчĕк районĕнчи Патреккелти тĕп шкулта физкультура вĕрентекенĕ. Вăл ачасене спорта юратма, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхтарать. Атте хăй те мĕн пĕчĕкренех спорт енне туртăнса ÿснĕ, шкулта вĕреннĕ чухнех пысăк çитĕнÿсемпе тĕлĕнтернĕ: темиçе хутчен шкул рекорчĕсене çĕнетнĕ, район, республика шайĕнчи чылай ăмăртура малти вырăнсене йышăнса тăнă. Паян вара аттен вĕренекенĕсем ун пек пулма ăнтăлаççĕ, ăмăртусенчен çĕнтерÿсемпе таврăнса савăнтараççĕ. Аттен пурнăçри девизĕ — «Тăвалла пулсан та — малалла!» Вăл, чăнах та, яланах малта пулма вĕрентет. Ахальтен мар унăн вĕренекенĕсем республика, Раççей шайĕнче палăраççĕ. Атте патĕнчен вĕренсе тухнисем спорт мастерĕн кандидачĕсем те, Раççей командинче пултарулăхне малалла туптакансем те чылай. Патреккел шкулĕнче çăмăл атлетика, баскетболпа хоккей вăййисем аталаннă. Кăçалхи çул Елчĕк хоккеисчĕсемшĕн ăнăçлă пулчĕ. «Ылтăн шайба» ăмăртура ял ачисем хуларисемпе тан выляса Чăваш Енре 1-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç. Вĕсемех республика чысне Раççей шайĕнче те тивĕçлĕ хÿтĕлерĕç. Ачасен çитĕнĕвĕнче тренерăн тÿпи те пысăк.

Атте физкультура вĕрентекенĕ пулнă май пире те, хăйĕн ачисене, спортпа туслă пулма хистет. Вăл мана ытларах йĕлтĕр спорт ăмăртăвĕсене хутшăнтарма тăрăшать, хавхалантарса пырать. Хăш-пĕр чухне тупăшура выляса яни те пулать. Кун пек чухне атте: «Малти вырăна тухас килет пулсан хăвăн нумай тăрăшмалла. Астăватăн-и, пĕр каç тренировкăна тухмарăн? Паллах, наянланатăн», — тет. Çакна кура тепĕр ăмăртăва тĕплĕ хатĕрленсе каятăп. Çулла эпир çемьепе пурте пĕрле çырма хĕррине чупма çÿретпĕр, хĕлле вара йĕлтĕр сырса вăрмана час-часах каятпăр.

Юратнă анне Любовь Адюкова Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Унсăр пуçне шкул вулавăшĕнче те тăрăшать. Вăл ачасене тăван чĕлхене юратма, кĕнекепе туслашма, йăла-йĕркене хисеплеме хăнăхтарать. Паянхи пурнăçра ачасем чăваш чĕлхине манса пыраççĕ, çавăнпа та çак предмета вĕрентекенсен тата та ытларах тăрăшма тивет. «Хальхи саманара лăпкă ларма май çук. Хăвна тĕрĕс енчен кăтартас тесен ялан мĕн те пулин çĕннине пĕлме тăрăшмалла. Вĕрентекенĕн вара ытти çынран пĕр-икĕ утăм маларах пымалла», — çапла шухăшлать анне.

Анне те, атте пекех, шкулти ачасене çеç мар, пире те тăван чĕлхене çÿллĕ шайра тытма, пултарулăхпа хастарлăха ÿстерсе пыма вĕрентет. Вăл мана ытларах сăвă-калав çырма хавхалантарать. Унпа пĕрле эпир тĕрлĕ конкурсра çĕнтеретпĕр. «Тантăш» хаçатпа та мана шăпах анне туслаштарнă. Малалла вулас..

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.