«Пурнăç суха пуç тытма хăнăхтарчĕ»

4 Окт, 2017

«Эпир, вăрçă ачисем, çултан-çул сахалланса пыратпăр. Ара, пирĕн пурнăç йывăр саманара иртрĕ-çке. Хам та çак çула çитессе шухăшламан», — калаçăва пуçларĕ Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнче кун кунлакан Мария Викторова.

Кăçал 88 çул тултарнăскер Хупахушкăнь ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. 7 класс пĕтерсенех фермăна ĕçлеме вырнаçнă. Малтан сысна пăхнă çĕрте вăй хунă, кайран — ĕне ферминче. Ĕçлекен çынна колхоз пĕр куншăн çур килограмм çăнăх панă. Ăна шывпа лăкаса апат пĕçернĕ, унта тĕрлĕ курăк янă: пиçен, мăян, çĕр улми аври. «Çак шÿрпене тупăшсах çиеттĕмĕр, — аса илет иртнине кинемей. — Апата çăратма çĕр улми çукчĕ. Вăл çуркунне енне пĕтсе çитетчĕ. Ăна пахчара ялан пĕр вырăнта лартнăран, сортсем кивелсе çитнĕрен тухăç япăхчĕ. Çитменнине, çĕр улми анине питех пысăклатайман. 40 сотăй лаптăкра пахча çимĕç те, выльăх валли утă та туса илмеллеччĕ. «Лорх» сорт анлă сарăлсан тинех çĕр улмине тăраниччен çиме пуçларăмăр.

Аттепе анне пире ачаранах тĕрлĕ ĕç тума вĕрентнĕ: тырра çурлапа вырнă, авăн çапнă, çăм арланă, алса-чăлха çыхнă… Уйрăмах вăрçă вăхăтĕнче йывăр килчĕ. Вăй питти арçынсене, ĕç лашисене пурне те фронта илсе кайрĕç. Ырхан утсем çеç юлчĕç.

Çапуççипе /тăпач/ тырă çапнине те лайăх астăватăп. Икшер кĕлте хире-хирĕç хурса тухаттăмăр мал-тан. Унтан виçшерĕн тăрса кĕлтесене çапма пуçлаттăмăр. Çапсан-çапсан вĕсене силлеттĕмĕр. Тырри çапăнса пĕтнĕçемĕн кĕлтесене улăштаратчĕç. Çапнисене çийĕнчех ура туса пыратчĕç. Хĕл каçма улăм та чылай кирлĕ. Ăна выльăха çитернĕ, пÿрт тăррине витнĕ, тепĕр чух унпа кăмака хутнă. Чылай çын улăмран тÿшек те тунă.

Кантăр сÿсне мĕнле туса илни, унран çип арлани, тĕртсе кĕпе-йĕм çĕлени те асрах. Мĕн чухлĕ ĕç! Пĕррехинче Элĕк районне сÿс заводне кантăр леçме кайрăмăр. Мана ырхан лаша çакланчĕ. Каялла килнĕ чух вăл ывăнса çитрĕ, тăвалла утаймасть. Ăна тăварса çавăтса хăпартăм, урапана вара тепĕр лаша туртса пычĕ. Ырханскер киле çитеймест тесе Исетерккĕ ялĕнче хреснаннесем патĕнче çĕр каçрăм.

Пурнăç суха пуç тытма та хăнăхтарчĕ. Маçак вара çăпата тума вĕрентрĕ. Хĕр-тантăшсем мухтатчĕç çакăншăн. Ĕççи вăхăтĕнче колхоз пĕр çуртра ясли-садик уçнăччĕ. Унта вунă ача çÿретчĕ. Эпĕ дояркăра ĕçленĕ вăхăтра тепĕр хĕрарăмпа улшăнса çав ачасем валли апат пĕçереттĕмĕр. Унсăр пуçне кирпĕч заводĕнче те ĕçлеме тÿр килчĕ. Тăмпа хăйăра хутăштаратчĕç те лашапа çăратчĕç. Ун хыççăн ăна формăпа касатчĕç, типме сарайне хуратчĕç. Кайран кăмакара типĕтетчĕç, çунтаратчĕç. Хĕртнĕ кирпĕчсене сивĕнсен стройкăна ăсататчĕç.

Виçĕ çул Мускавра стройкăра ĕçлерĕм. Ун чухне колхозран справка илмесĕр ниçта та кайма çукчĕ. Василий Ильич председатель ăна часах çырса пачĕ. «Май пур чух кайса курăр, кайран йăпăр-япăр каяймăр», — терĕ пире.

Тантăшсемпе ăмăртса утă çулни те куç умĕнче. Качча кайиччен çавана хамах туптаттăм. Лаша çителĕксĕр чухне тырра алă вĕççĕн акаттăмăр. Ăна хулпуççи çине хурса йăтса тухаттăмăр хире. Кăмака хутма вут-шанкă та çитместчĕ. Çавна май вăрмантан вăрлама тиветчĕ. Хуралçă тытсан хăрăк туратсене те илсе юлатчĕ.

Аттене вăрçа ăсатнине те лайăх астăватăп. Вăл фронта 1942 çулхи Мăнкунра тухса кайрĕ. Вут-çулăм хирĕнчен ырă-сывă таврăнасси пирки малтанах иккĕленчĕ. Чăн та, унран 2-3 çыру илнĕ хыççăн хыпарсăр çухални çинчен калакан хут килчĕ. Кăштахран вилнĕ хучĕ те çитрĕ. Çапла вара аттене эпир урăх кураймарăмăр.

Вăрçăччен вăл çулталăк вăрман ĕçĕнче вăй хучĕ. Каярахпа çар комиссариачĕн бронĕпе Отарккăри пуçламăш шкул çуртĕнче фронт валли йĕлтĕр турĕ. Атте çак ĕçе питĕ ăстаччĕ. Çавăнпа ăна вăрçа илсе каяссинчен вăхăтлăха хăтарнă».

Мария Германовна 1959 çулта Исетерккĕ каччипе Герасим Викторовпа çемье çавăрнă. Герасим Викторович та вăрçа хутшăннă. Йывăр суранланнăран пĕр вăхăта ăна сывалма килне янă. Сипленнĕ хыççăн тепĕр хут фронта илсе кайнă. Телее, вăл унтан ырă-сывă таврăннă. Мăшăрĕпе вĕсем виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Аслă ывăлĕсем — Мишăпа Гена — тăван тăрăхран аякра тĕпленнĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Леня вара — Шупашкарта, çуртсем хăпартнă çĕрте вăй хурать. Вăл шкулта вĕреннĕ чухнех, 1981 çулта, çамрăксен хушшинче йĕлтĕрпе чупса Совет Союзĕн чемпионĕ пулса тăнă.

Тăван тĕпренчĕкĕсемсĕр пуçне Мария Германовна упăшкин малтанхи арăмĕн /чире пула вăхăтсăр вилнĕ/ икĕ ачине — Маруçпа Кольăна — тĕрĕс-тĕкел ÿстернĕ. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.