Казармăна мар, суд залне
Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче черетлĕ призыв тапхăрĕ пуçланнă май Следстви комитечĕн республикăри управленийĕ пĕлтĕр тата кăçал çамрăксем тĕлĕшпе УК 328 статйин 1-мĕш пайĕпе çар службине каяссинчен пăрăннăшăн пуçарнă уголовлă ĕçсене тĕпченине пĕтĕмлетнĕ.
РФ Конституцийĕн 59 статйипе килĕшÿллĕн Тăван çĕршыва хÿтĕлесси кашни гражданин тивĕçĕ шутланать. Çак тивĕçе пурнăçлассинчен пăрăннăшăн уголовлă майпа явап тыттараççĕ. 2 çул таранах ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ. Е — 200 пин тенкĕ таран штраф, е 2 çул ирĕксĕрлесе ĕçлеттересси.
2017 çул пуçланнăранпа асăннă статьяпа 7 уголовлă ĕç пуçарнă. Улатăрсем уйрăмах «палăрнă» — çак хулара пурăнакан виçĕ çамрăк хăйсен кăмăлĕпе салтак атти тăхăнас темен. Канашра — икĕ, Етĕ-рне хулинче тата Улатăр районĕнче — пĕрер уголовлă ĕç. Çапла вара пĕтĕмлетни вырăнлă: çар службинчен пăрăнакансем тĕпрен илсен пурте — хуласенче пурăнакансем. Икĕ уголовлă ĕçе судсем тишкернĕ ĕнтĕ — айăплисене 15-20 пин тенкĕлĕх штрафланă. Ыттисем приговор кĕтеççĕ-ха.
2016 çулта кунашкаллишĕн 9 çынна айăпланă. Киревсĕр цифра пĕчĕкленсе пынине палăртма кăмăллă: 2015 çулта ку енĕпе Чăваш Енре 11 уголовлă ĕç пуçарнă, 2014 çулта — 22, 2013 çулта — 25, 2012 çулта — 14, 2011 çулта — 38. Ку, паллах, çар службин сумĕ ÿссе пынине куç кĕрет çирĕплетет.
Ытларах чухне повестка панине пăхмасăр призывниксем çар комиссариатне е призыв пунктне пымаççĕ. Хăш-пĕр тĕслĕхре темиçе çул «çухалса» пурăнаççĕ. Сăмахран, кăçал Улатăр районĕнчи Восход поселокĕн 21 çулти тата Улатăр хулин 20-ри каччисене судпа айăпланă. Çара каяссинчен хăтармалли сăлтавсем пулман. Вĕсене пĕлтĕрхи кĕркунне Канашри сбор пунктне ăсатмашкăн вырăнти çар комиссариатне пыма повестка панă. Çук, кĕтсе илеймен. Пĕри кайран суя справкăсемпе тÿрре тухасшăн пулнă: çав вăхăтра больницăсенче сипленнĕ имĕш. Апла пулманнине следстви тĕпчев ирттерсе çирĕплетнĕ. Тепри вара çар комиссариатне пымалли вăхăт çитиччен икĕ кун маларах хăйне призывпа çара ăсатмалли йышăну тĕлĕшпе суда çăхав панă. Çакна хăйĕн сывлăхĕ хавшаккипе сăлтавланă. Йĕкĕте рентгеноскопие каймалли хут тата повестка панă, анчах вăл рентген тĕрĕслевне те кайман, комиссариата та пыман, çакна нимĕнле медицина докуменчĕпе те сăлтавламан — преступлени тунă.
Пĕлтĕр çара каяссинчен пăрăннă çамрăксем тĕлĕшпе судсем вĕсене штрафламалли приговорсем палăртнă. Ытларах чухне уголовлă ĕçсене уйрăм йĕркепе тишкернĕ: яваплăх «çемçерех» пуласса шанса çамрăк çынсем хăйсен айăпне йышăннă, асăннă процедурăпа усă курма ыйтнă. Штрафсен виçи преступленисене мĕнлерех лару-тăрура тунине кура тĕрлĕ — 15 пинрен пуçласа 100 пин тенкĕ таран. Çакăн пек статистика та пур: 2013 çулта республикăри «таркăнсем» тĕлĕшпе палăртнă штрафсен пĕтĕмĕшле виçи 1,1 миллион тенкĕпе танлашнă, 2014 çулта — 700 пин, 2015 çулта — 830 пин тенкĕ. Пĕлтĕр ку виçе 350 пин тенкĕ шайне чакнă.
Юлашкинчен çакна палăртни вырăнлă: призывран пăрăнса юлнăшăн уголовлă майпа явап тыттарни кайран, судпа айăплани вĕçленсен, çар тивĕçне пурнăçламалла пулассинчен хăтармасть. Çамрăк çын штрафа тÿлемесен вара яваплăхăн çак мерине хаяртараххипе — ирĕклĕхсĕр хăварассипе — улăштарасси те часах.
Комментировать