- Чăвашла верси
- Русская версия
Вăл та шкул ачи пулнă
Шупашкар районĕнчи Ишек шкулĕнче патриот воспитанийĕ парассипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Акă нумаях пулмасть ОБЖпа физкультура вĕрентекенĕ Регина Руманова 6-мĕш класс ачисемпе интереслĕ тĕл пулу йĕркелерĕ. Вăл Мăн Маркара çуралса ÿснĕ, халĕ Санкт-Петербургра çыхăну чаçĕнче службăра тăракан аслă сержанта Николай Максимова чĕнчĕ. Çамрăк арçын тăван ялне пĕр эрнелĕхе кăна килнĕ пулсан та Ишек шкулне хаваспах пычĕ. Сăмах май, Коля Мăн Маркара вĕреннĕ çулсенче Регина Геннадиевна вĕсен класс ертÿçи пулнă.
Николай Максимов 2006- 2008 çулсенче хĕсметре тăнă хыççăн Рязаньти сывлăшпа десант çар училищинче виçĕ çул вĕреннĕ. Вăл парашютпа 29 хутчен сикнĕ. Николай Сирире 4 уйăх — 129 кун — командировкăра пулнă. Утă-çурла уйăхĕсенче унта çанталăк 60 градус таран шăрăх тăнă. Çумăр питĕ вăйлă çăвать иккен унта. Халăх питĕ чухăн пурăнни тĕлĕнтернĕ Николая. Чăваш арçынни арабла калаçнине ăнланма хăнăхса çитнĕ.
Халĕ Николай Анатольевич Санкт-Петербургра çемйипе пурăнать. Вĕсем мăшăрĕпе ывăл çитĕнтереççĕ. Вăл та ÿссен ашшĕ пек çар çынни пулма ĕмĕтленет иккен.
Ачасем хăнана тĕрлĕ ыйту пачĕç. Вăл вĕсене тĕплĕн хуравларĕ. Юлашкинчен сăмахне çапла вĕçлерĕ: «Эпĕ те шкул ачи пулнă. Ун чухне пурне ăнлансах çитеймен пулĕ. Пурнăçра, уйрăмах салтакра, шкулта тăрăшса вĕренни, физкультура енчен лайăх аталанни питĕ кирлĕ. Май пур чухне вĕренĕр, ан юлхавланăр, хул-çурăма тĕреклетĕр». Малалла вулас...
Комментировать