«Манăн та «анне» тесе чĕнес килетчĕ»

28 Сен, 2017

Çĕрпÿ районĕнчи Виçикассинче пурăнакан Андрей Петров амăшĕнчен виçĕ çулта тăлăха юлнă. Вĕсем ун чухне Шупашкар районĕнчи Анаткас Тăрăн ялĕнче пурăннă. Амăшĕ хăй çумне ăшшăн çупăрласа чуп тунине аса илсен паянхи кун та куççуль кăлармасăр чăтаймасть арçын.

Телейĕ тăрук çухалнă

— Аннерен хакли нимĕн те çук çĕр çинче! Ытарайми çутă сăнлăскере кăштах çеç астăватăп. Акă еплерех тухса тăрать вăл манăн куç умне: ырă та çепĕç чунлăччĕ, хитре кулатчĕ. Унран ниçта та уйрăлас килменнипе яланах кĕпи аркинчен тытăнса çÿреттĕм. Вăл мана çав тери хытă юрататчĕ, кайран чи çывăх çыннăма тăрук ĕмĕрлĕхех çухатрăм. Ун чухне эпĕ пĕчĕк пулнă çав, вăл вилнине, ăна текех нихăçан та кураймассине ăнланман. Пирĕн киле урăх хĕрарăм — амаçури анне — пурăнма килчĕ. Вăл вара пачах урăхлаччĕ, анне пек ăшă чунлă марччĕ, çав вăхăтрах хăйĕн çумĕнчен тĕксе ямастчĕ. Темшĕн ятпа мар, Калисса тесе чĕнеттĕмĕр ăна, — калаçăва пуçларĕ арçын.

Андрей иккĕмĕш класа куçсан хăр тăлăха юлнă. Çанталăк сулхăнлансан ашшĕ кăмака хутнă, арăмĕ кăвар пĕтичченех юшкине хупнă. Малти пÿлĕмре çывăракан арçын сĕрĕм тивнипе вăранай-ман... Пĕчĕкскере хăйĕнчен ниçта та хăварман, машинăпа ялан пĕрле лартса çÿренĕ ашшĕнчен ĕмĕрлĕхех уйрăлма питĕ йывăр пулнă. «Аттепе мăнаçланаттăм, ГАЗ-51 машинăпа чупатчĕ, ытти ача ман çине ăмсанса пăхнăн туйăнатчĕ. Вĕсен умĕнче вĕçкĕнленсе «тимĕр урхамах» çинчен ялт! кăна сиксе анаттăм. «Акă, курăр: ку манăн аттен машини», — теес килетчĕ пурне те. Çав пĕчĕк телейĕм те тăрук таçта çухалчĕ. Ун чухне мана атте мĕн тери кирлĕччĕ. Хальхинче пысăк çухатăва лайăх ăнлантăм. Аттене сивĕ тăпрапа хупланă хыççăн мана çăва çинченех аннен Çĕрпÿ районĕнчи Виçикассинче пурăнакан йăмăкĕ Тоня акай, пиччĕшĕ, йысна хăйсемпе пĕрле илсе кайрĕç. Çапла лекрĕм эпĕ ку яла», — малалла калаçрĕ Андрей.

«Пирĕн ял ачи мар»

Ют ялта хăнăхма çăмăлах пулман ăна. Амăшĕн пиччĕшĕ тата аккăшĕ Тоня шкула пĕрремĕш хут çавăтса кайнине астăвать вăл. Тантăшĕсем малтанах унпа ытлах хутшăнасшăн пулман, пĕрле выляма тăрсан: «Эсĕ пирĕн ял ачи мар», — тенĕ. Анчах ку нумайлăха пыман, каярахпа пĕрле вĕренекенсем Шупашкар районĕнчен килнĕ лăпкă та сăпайлă ачана хăйсен ушкăнне илнĕ.

«Хамран кулнине, йĕкĕлтенине, ним çукран кÿрентернине астумастăп. Атте-анне çукки пирки пĕртте сăмах тапратман. Аннен пиччĕшĕ, йысна хăйсен тăван ачи вырăнне хуратчĕç, хÿтĕлетчĕç. Пурнăçĕнче темĕн те чăтса ирттернĕ ватă кукамай мана питĕ çирĕп тытатчĕ. Тоня акай маншăн пĕрремĕш кунранпах атте-анне вырăнне пулса тăчĕ. Медпунктра ĕçлекенскер гематоген, аскорбин йÿçекĕ илсе килсе çитеретчĕ. Çав кун маншăн чăн-чăн уявччĕ. Виçикассинче виççĕн шăкăл-шăкăл калаçса пурăнтăмăр: кукамай, Тоня акай тата эпĕ. Иккĕшĕ те маншăн тĕслĕх вырăнĕнчеччĕ. Вĕсем мана тутă çÿретессишĕн ырми-канми тăрăшатчĕç. Ирхине те, кăнтăрла та, каçхине те килте вĕри апат пурччĕ, пÿртре тирпейлĕ те тасаччĕ», — ачалăхĕ пирки каласа кăтартрĕ Андрей Вениаминович.

Андрей киле парса янă ĕçсене хăй тĕллĕнех пурнăçланă. Аккăшĕ Тоня юнашар ларса уроксене тĕрĕслемен. Спортпа туслă арçын ача футболла выляма кăмăлланă, пĕр урамри юлташĕсемпе тăтăшах мечĕк хăваласа чупнă. Хĕл çитсен йĕлтĕр çине тăнă. «Мăнтарăн кукамай эпĕ сивĕре шăнса пăсăласран çав тери хăратчĕ. Шелччĕ ăна, юнашар пырса ларатчĕ те пуçран шăлса вăрттăн йĕретчĕ. Мăнукне /манăн аппана/, тăван хĕрне, кайран кĕрĕвне пытарнăскерĕн чунĕ чăтмалла мар ыратнине ÿссен кăна ăнланма пуçларăм. Этем чунĕ чулран мар вĕт, анчах мĕн кăна тÿсмест-ши вăл? 5 мăнукĕ ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлсан çĕр çине выртса йĕнĕ вăл», — юратнă кукамăшне хĕрхенсе калаçрĕ арçын. Тăван хĕрĕ, Андрейăн амăшĕ, юн пусăмĕ хăпарнипе 41 çултах пурнăçран уйрăлнă. Унран маларах мăнукĕ, 3-мĕш класа çÿрекен Галя, тăрук менингитпа чирлесе вилнĕ. Çемьере чи кĕçĕнни Саша амăшĕнчен 11 уйăхра юлнă, çывăх çыннине пытарнă хыççăнах ăна ашшĕн шăллĕ Муркаш районне илсе кайнă.

«Пилĕк пĕртăванран виççĕшĕ кăна пурăнатпăр халь. Асли Владик Анаткас Тăрăн ялĕнче тĕпленчĕ. 11 уйăхра çурма тăлăха юлнă Саша Шупашкарта пурăнать. Амаçури анне çуратнă шăллăмпа Петьăпа та туслă çыхăну тытатпăр, пĕр-пĕрин патне хăнана çÿретпĕр», — тăванĕсемпе паллаштарчĕ Андрей Петров. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.