Патăрьелсем — «Атăлçи Зарници» çĕнтерÿçисем!

21 Сен, 2017

Раççей Президенчĕн Атăлçи тăрăхĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Ба-бич пуçарăвĕпе пиллĕкмĕш хут иртнĕ «Атăлçи Зарници» çарпа спорт вăййин финалĕ кăçал 200 çамрăк армееца Оренбург хулинче пуçтарнă. Патăрьелти 1-мĕш шкулăн 14 вĕренекенĕ ªвунă яшпа тăватă хĕрº аякри хуларан çĕнтерÿпе таврăнни — вĕсен тренерĕшĕн Юрий Васюткиншăн, шкулшăн, республикăшăн, пирĕншĕн пуриншĕн те пысăк чыс. Патăрьелти 1-мĕш шкулта ачасем финалта çĕнтерессишĕн епле тар тăкнине хамăр та курнăччĕ, вĕсемпе тĕл пулса утă уйăхĕн пĕр номерĕнче хамăр хаçатра çырса кăтартнăччĕ. Ун чухнех тренер та, хĕрсемпе каччăсем те çĕнтерес тĕллевпе çула тухас ĕмĕтлине пытармарĕç.

Ентешсем авăн уйăхĕн 1 1 - 1 5 -мĕ ш ĕ с е н ч е Оренбург облаçĕнчи «Самородово» лагерьте 14 команда хушшинче тупăшнă. Пилĕк çул хушши Оренбург ачисем çĕнтерĕве алăран вĕçертмен, кăçал Чăваш Ен хастарĕсем вĕсене 3-мĕш вырăна хăварнă. 2-мĕш вырăнта — Пенза облаçĕ.

Патăрьелсем пĕрремĕш кунхинех малтисен ретĕнче тупăшнă. Ун чухне виçĕ дисциплинăра ăмăртнă: чăрмав йĕрĕсене парăнтарнă, граната ывăтнă, гимнастикăра вăй виçнĕ. Йывăр тупăшусем хыççăн командăсем Раççей çарĕн çĕнĕ хĕç-пăшал куравĕнче пулнă, офицерсемпе калаçнă.

Дисциплинăсенчен вăй гимнастикине уйрăмах палăртмалла. Пĕчченшерĕн ăмăртнă чухне чăваш каччисем Максим Молочниковпа Александр Сафьянов парнешĕн тупăшса тÿрех икĕ вырăн çĕнсе илнĕ. Максим турникран 31 хут туртăннă.

— Йывăр пулсан та 30-а çитерме тĕллев лартрăм. Ыттисенчен иртсе кайни савăнтарчĕ. Çавăншăн тренировкăсенче тар тăкнă вĕт, — чунне уçрĕ Максим. Граната ывăтса та вун тăваттăран пилĕк вырăнне чăваш хĕрĕсемпе каччисем çĕнсе илнĕ.

Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунне çамрăк армеецсем «Салют, Çĕнтерÿ!» музей-куравра вĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса Нихăçан сÿнми çулăм умне чечексем хунă. Çавăн пекех вĕсем флешмоба хутшăннă, çутнă çуртасенчен «Помним» сăмах çырнă.

Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче зарничниксем шывра ишсе, 60 метра чупса, стройпа утса, Калашников автоматне сÿтсе-пуçтарса, 1000 метрлă дистанцие парăнтарса тупăшнă. Чăваш çамрăкĕсем ун чухне те лайăх кăтартусемпе палăрнă. Николай Перепелкин ишессипе финиша иккĕмĕш çитнĕ. Пирĕннисем автомата та йăпăр-япăр салатса пуçтарнă — 1-мĕш вырăн йышăннă. ОБЖ дисциплининче, стройпа утассинче те маттур пулнă вĕсем. Каçхине çамрăк армеецсем Оренбургра Нимĕç культурин кунĕсене халалланă мероприятие хутшăннă. Сергей Линцов режиссерăн «Противостояние «Белой розы» документлă фильмĕпе паллашнă. Чăваш Ен командинчи Павел Кошкин çак кун ăна питĕ килĕшнине, «Атăлçи Зарницинче» хăйĕн рекордне татах та лайăхлатнине каланă. Фильмри сăнар Александр Шморель çинчен пĕрремĕш хут илтнине пытарман вăл. «Унăн историйĕ мана тĕлĕнтерчĕ. Паттăрлăхĕ тĕслĕх пулса тăчĕ», — палăртнă Павел.

«Атăлçи Зарницин» малалли кунĕсем те çамрăк армеецсемшĕн курăмлă та хумхануллă иртнĕ. Пневматика пăшалĕнчен пересси, çар историйĕн викторини… — пур дисциплина ăмăртăвĕ те хĕр-упраçа кăсăклантарнă, илĕртнĕ, çĕнтерме хавхалантарнă. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.