Виçĕ çынна çăлнă

21 Сен, 2017

Патăрьел районĕнчи Тури Чакă ялĕнче пурăнакан Надежда Мулгачева [хĕр чухнехи хушамачĕ Петрова] пĕр ялта кун кунлакан Володя Япаровăн пурнăçне çăлнă хыпар Аслă Чементе çиçĕм пек хăвăртлăхпа сарăлчĕ. Ĕç-пуç çурла уйăхĕн варринче пулнă. Çав кун Надежда Егоровна пĕр урамри хĕрарăмсемпе çăкăр илме утнă. Сасартăк Тури Чакăри Мишук çырми çывăхĕнче такам: «Путать!» — тесе кăшкăрнине илтнĕ вĕсем. Пĕр тăхтаса тăмасăр пурте унталла ыткăннă.

Надежда Егоровна чупнă вăхăтрах пушмакĕсене хывса пăрахнă, нимĕн шухăшласа тăмасăр шыва чăмнă. Çыранран 1,5-2 метр аякра арçын ачан картусĕ çеç курăннă, хăй шыва путнă. Хĕрарăм каласа кăтартнă тăрăх, хĕрринчех 1,77 метр тарăнăш пулнă. Кăшт шаларах кĕрсен унăн ури çĕре пачах та перĕнмен. Володя путнă вырăнта шыв кăпăкланнине кур-сан Надежда Егоровна сулахай аллипе ачана туххăмрах тупнă. Ăна çыран хĕррине йăтса кăларнă та шыв хĕрринче тăракан хĕрарăмсене панă. Арçын ача кĕске вăхăтрах шыв çăтма ĕлкĕрнĕ. Надежда Егоровна ăна çийĕнчех пĕрремĕш пулăшу панă. Володьăн пурăнас кунĕ йăлтах çак хĕрарăм хăюлăхĕнчен килнĕ. Ыттисенчен никам та ишме пĕлмен. «Шывран тухнă чухне чĕркуççине йăлт чĕрсе пĕтертĕм, йывăç тымарĕсем нумайччĕ», — каласа кăтартрĕ Надежда Егоровна.

Çав кун Володя юлташĕсемпе пĕрле пĕве хĕрринче велосипедпа ярăннă. Тикĕс мар çул çине кĕрсе кайсан кустăрми шуса кайнă /унтах хур-кăвакалăн шывран тухмалли вырăнĕ пулнă\ арçын ача велосипечĕ- качки шыва кĕрсе ÿкнĕ.

Сăмах май, Надежда Егоровна ача чухнех хăюлăхĕпе палăрнă. Вăл шкулта вĕреннĕ чухне икĕ шă-пăрлан пурнăçне çăлнă. Пĕрремĕшĕнче Надя 4-мĕш класра пулнă.

— Авăн уйăхĕнче аннепе сурăх çăмне каснă хыççăн ăна машинăпа таптаракан патне кайма тухрăмăр. Пирĕн çул çырма урлă выртрĕ. Эпир кĕпер урлă каçрăмăр. Унран инçех мар, çыран хĕрринче, 5-6 çулсенчи хĕрача тăнине куртăм. Сурăх çăмне кĕртсе парсан эпĕ темшĕн урама тухрăм. Анне пÿртре юлчĕ. Пăхрăм та: çыран хĕрринче тăракан хĕр пĕрчи çук. «Аякка кайма ĕлкĕреймен-ха вăл», — шухăшларăм ăшăмра. Лайăхрах сăнасан шывран тухас тесе тапаçланаканскере курах кайрăм. Хĕрачан кăшкăрма вăйĕ юлман. Пĕр тăхтамасăр çыран хĕррине чупса çитрĕм те шыва сикрĕм. Путаканскере туртса кăлартăм. Тумтирне пăрса типĕтме пулăшрăм, кĕпер урлă каçарса Чăрăш урамне кĕртсе ятăм. Хам та йĕп-йĕпе пулнăран килелле чупрăм. Çанталăкĕ ун чухне ăшă маррине паянхи кун пек астăватăп. Вăл камсен хĕрачи пулнине пĕлеймерĕм. Инкеке çакланнине ашшĕ- амăшне пĕлтернĕ-и вăл — паллă мар, — ачалăхри саманта аса илчĕ 44 çулти хĕрарăм.

9-мĕш класра вĕреннĕ чухне Надежда Егоровна арçын ачана вилĕмрен çăлнă. Çуллахи шăрăх кун килĕнче çĕр улми анине çумласа ĕшеннĕ хыççăн Надя юлташĕсемпе шыва кĕме кайнă. Мĕн тери лайăх-çке ишме! Шывра пĕр вăхăт чăмпăлтатнă хыççăн хĕрсем киле кайма тухнă. Юхан шывăн тепĕр енче вĕсем ача путнине курнă. Хăюллă хĕрача ку хутĕнче те çухалса кайман, инкеке лекнĕ арçын ачана пулăшма васканă. Шывран туртса кăларнă хыççăн Анна Степановăпа вĕсем ăна пĕрремĕш пулăшу панă.

— Ача сывласа ярсан макăрма тытăнчĕ. Питĕ хытă хăранипе чĕтрерĕ. Пулни-иртни çинчен ашшĕпе амăшне калама хушмарĕ. Ахăртнех, ăна вĕсем шыв хĕррине кайма чарнă ĕнтĕ. Юлташсемпе ăна киле çити ăсатрăмăр. Пирĕнтен икĕ кил урлă çеç пурăнатчĕ вăл. Кайран, вăхăт иртсен, арçын ача çывăх çыннисене вăрттăнлăхне уçнă пулмалла. Мана унăн ашшĕпе амăшĕ тав турĕç. Халĕ Илья Леонтьев Тольятти хулинче пурăнать. Вăл ача чухнехи инкеке астăвать-ши? Пĕлместĕп, — калаçăва малалла тăсрĕ Надежда Егоровна.

Хăюллă хĕрарăмран çынсене çăлнă чухне мĕнле кăмăл-туйăм хуçаланни пирки ыйтса пĕлес килчĕ.

— Эпĕ ачасене çăлни çинчен ыттисене каласа кăтартман, мухтанине юратмастăп. Хам темĕнле паттăрла ĕç тунă тесе шухăшламастăп. Пур çыннăн та ишме пĕлмелле пек туйăнать. Тавах пиччесене, вĕсем мана 5 çулта чухнех ишме вĕрентнĕ. Ачасене вилĕмрен çăлнă чухне пуçăмра пĕр шухăш çеçчĕ: «Хăтарасчĕ!» Кун пек лару-тăрăва çаклансан тĕрĕс те хăвăрт йышăну туни пĕлтерĕшлĕ. Путаканшăн кашни минут, çеккунт хаклă вĕт. Çакна асра тытмалла, — хуравларĕ Надежда Егоровна. Малалла вулас...

 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.