"Хыпар" издательство çурчĕн "Тăван Атăл" журналĕ çумĕнче "Çунатлă чăвашсем" пултарулăх тĕпелĕ йĕркеленĕ

15 Сен, 2017

"Çунатлă чăвашсем" - çакăн пек ят пама йышăнчĕç "Тăван Атăл" журнал редакцийĕ çумĕнчи пултарулăх тĕпелне çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарти "Телей" кафене пуçтарăннă сăмах, ÿнер, сцена ăстисем, вĕрентекенсем, музей ĕçченĕсем, кĕнеке кăларас тата сиплев тытăмĕнче вăй хуракансем. Тĕрĕссипе, чăн малтанах "литература салонĕ" ят çинче чарăнса тăрас шухăш-кăмăллă, унта ытларах çыравçăсемпе журналистсене явăçтарасшăн пулнине палăртрĕ журнал редакторĕ Лидия Филиппова. Ырă хыпар чăннипех те утпа çÿрет пулас - çак кун алăксем пуриншĕн те уçă тенине кура ытти профессире тăрăшакансем те (чи пĕлтерĕшли - вĕсем чăваш чунĕллĕ пулни пирĕншĕн!) сахал мар пуçтарăннă наци апат-çимĕçĕпе сăйлакан çуртра. Çавăнпа ыйтăва пурте пĕрле тĕплĕн сÿтсе явнă хыççăн тĕлпулăва пуçтарăннисем янăравлă та чĕнÿллĕ "Çунатлă чăвашсем" вариантшăн хăюллăн сасăланă.

Йĕркелÿ саманчĕсемпе пĕрлех калаçу тăван литература, чĕлхе, ÿссе пыракан ăрăва ашшĕ-амăшĕн чĕлхине манма парас мар тесен мĕнле ĕç-утăм тăвасси тавралла пынă. Çивĕч ыйтусем, чăн та, нумайлансах пыраççĕ. Пурнăç йĕрки тĕпрен улшăннипе паян чăваш чĕлхи йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ. Ача-пăчана ача садĕнче вырăсла вĕрентни, вĕсенчен чылайăшĕ тăван чĕлхерен писме пуçлани, чăваш чĕлхин чапĕ-сумĕ чакса пыни, халăхăн культури йăшни ăслă-тăнлă çынна, паллах, кулянтармасăр хăварма пултараймасть. Ял çыннин калаçăвĕ-пуплевĕ те самаях чухăнланчĕ. Кулленхи хутшăнура чылай чăваш ывăл-хĕрĕ вырăсла калаçни, радиокăларăмсемпе телекуравсене вырăсла итлени-пăхни икĕ чĕлхене хутăштарса-çăрса калаçасси патне илсе çитерчĕ. Тăван чĕлхе кирлĕлĕхĕ чакса пынине те палăртрĕç пултарулăх тĕпелĕн пĕрремĕш ларăвне пуçтарăннисем. "Пуш сăмах çапса ларма вăхăт юлмарĕ. Мал курăмлă шухăшлав, конкретлă ĕçсем, сĕнÿсем кирлĕ. Вĕсем çук мар, анчах çителĕксĕр. Влаçрисене кăна пăхса, итлесе, вĕсем мĕн хушасса кĕтсе лармалла мар..." - çакăн пек шухăш-кăмăл тĕлпулу тăршшĕпех хуçаланнă, чунсене пăлхантарнă.

"Çунатлă чăвашсем" пултарулăх тĕпелĕн черетлĕ ларăвне авăн уйăхĕн вĕçĕнче ирттерме палăртнă. Тĕпел алăкĕсем вулакансемшĕн те яланах уçă.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментарии

Авторан шухăшсене ырлатăп. Эпĕ те çапла шутлатăп. Тĕлпуличчен.

Комментировать