Ирĕклĕхе юратакан пушкăртсем патĕнче...

14 Сен, 2017

Пушкăртстанра çуралса ÿссен те ку тарана çитиччен чăн-чăн пушкăрт çемйинче пулма тÿр килменччĕ. Отпуск вăхăтĕнче вĕсем епле пурăннине курас тесе Авăркас районĕнчи Утеймулла ялĕнче тĕпленнĕ Рависпа Раиля Галинсем патне ятарласах çитрĕм. Вĕсем — ялти чи хисеплĕ çынсенчен пĕрисем, иккĕшĕ те ĕмĕрне шкулта ĕçлесе ирттернĕ. Раиля Радиковна пĕлÿ çурчĕн директорĕнче 25 çул тăрăшнă. Равис Кутлугалямович тивĕçлĕ канăва тухичченех истори вĕрентнĕ. Галинсем икĕ ача çитĕнтерсе ура çине тăратнă. Хĕрĕ Роза — судья пулăшуçи, ывăлĕ Роберт — ШĔМ ĕçченĕ.

Тулăх кĕреке

Пушкăрт ялĕсем сарăлса ларнă. Анлă та пысăк урамсенче пÿртсем пĕр-пĕринчен аякра вырнаçнă. Галинсен кил хуçалăхĕ 60 сотка йышăнать, çак пысăк лаптăкра пÿрт, мунча, сарай, гараж, вĕллесем вырнаçнă. Вĕсем 80 сотка çĕр çинче пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. 140 тăваткал метрлă пысăк çурта 16 çул каялла хыр пĕренинчен хăпартнă. Пÿртре йывăç шăрши сăмсана кăтăклать. Чÿречерен çÿллĕ-çÿллĕ Кăрмантау тăвĕсем курăнаççĕ. Тавралăх ытармалла мар хитре: сăртсем, кÿлĕсем… Галинсен хапхинчен кĕрсен пÿрчĕ патне çитмешкĕн 50-60 метр çеремпе утмалла. Çывăхра кÿршĕсем курăнмаççĕ. Акă ăçта иккен вăл — ирĕклĕх! Галинсен кил хуçалăхĕ çакăн пек пысăк лаптăкра вырнаçни мана çав тери тĕлĕнтерчĕ. Картишĕнче ăмăрту ирттермелĕх те вырăн пур: хăть футболла, хăть волейболла выля. «Эпир — ирĕклĕхе юратакан халăх, пирĕн мĕншĕн хĕсĕнсе пурăнмалла?» — терĕç Галинсем.

Равис Кутлугалямовичпа Раиля Радиковнăна хăнана килесси пирки маларах систернĕччĕ. Çав тери ăшшăн та тарават кĕтсе илчĕç, тÿрех апат-çимĕçпе йăтăнакан сĕтел хушшине йыхравларĕç. Пушкăртсем какая уйрăмах тутлă пĕçереççĕ. Чĕлхе çăтса ямалла — сурăх ашне çав тери çемçе хатĕрлеççĕ. Кил хуçисем сĕтел çине мĕн кăна лартман-ши: бешбармак, казылык /лаша какайĕнчен хатĕрленĕ кăлпасси/. Ĕçме-çиме йĕрки те кăсăклă. Апат çинĕ хыççăн сĕтел хушшинчен тухма васкамалла мар. Пушкăртсем çав тери чей юратаççĕ, унта сĕт хушса ĕçтереççĕ. Унран та пахи — эрех-сăра пирки калаçу та çук. Чылай çемьере çапла: сĕтел çине кĕленче лартмаççĕ те, сĕнмеççĕ те. Чейпе ĕçме баурсак, кăрăт /ăна тăпăрчран хатĕрлеççĕ/, вак беляш /какайран пĕçернĕ кукăль/, эчпочмак /какайпа çĕр улми кукăлĕ/ кăларса лартрĕç. Типĕтнĕ улма-çырла /уйрăмах хура слива, курага, иçĕм çырли, инжир/ кашнин сĕтелĕ çинчех пур. Бешбармак — ĕлĕкхи апат-çимĕç. Вăл казахсен, кăркăссен тата пушкăртсен наци апачĕ шутланать. Ăна ахаль кун та, уявра та хатĕрлеççĕ. Шÿрпене хур çăвĕ хушаççĕ, юлашкинчен вăрăм тата çÿхе каснă /40-50 сантиметр тăршшĕ/ салма яраççĕ. Бешбармака ешĕл çимĕçпе çиеççĕ. Вăл калама çук тутлă, ăна астивсен кунĕпех тутă çÿретĕн. Пушкăртсем лавккаран макарон-вермишель пачах туянмаççĕ, килте чуста çăраççĕ те вăрăм салма касса типĕтеççĕ. Раиля Радиковнăпа Равис Кутлугалямович юлашкинчен кăмăспа /лаша тата качака сĕтĕнчен хатĕрлеççĕ/ хăналарĕç. Ăна тĕрлĕ чиртен сипленме, ăш-чике тасатма тата иммун тытăмне çирĕплетме кашни кунах ĕçеççĕ. Кăмăс шăрăхра ăш хыпнине ирттерет.

Йăла-йĕрке, уявсем

Пушкăртсем авалхи уявсемпе йăласене манăçа кăлармаççĕ. Галинсем патне çитнĕ чухне вĕсем шăпах Курбан-байрама хатĕрленни пирки сăмах пуçарчĕç. Çак кун чи пысăк, маларах самăртнă такана пусаççĕ. Ун çинче нимĕнле паллă та пулмалла мар. Çуркунне çăмне те касмаççĕ. «Курбан-байрама виçĕ кун паллă тăватпăр. Какая виçĕ пая пайлатпăр, пĕр пайне хамăр валли илсе юлатпăр, теприне праçникре пĕçеретпĕр, виççĕмĕшне ялти начар пурăнакан çемьесене валеçетпĕр. Уява пал-лă тума мĕн пур тăвана йыхравлатпăр, питĕ нумай çын пухăнать. Çак кун бешбармак, какай, иçĕм çырлипе пĕçернĕ рис тата ытти наци апатне хатĕрлетпĕр», — каласа кăтартрĕç Галинсем.

Ураза-байрампа Курбан-байрамăн уйрăмлăхĕ пысăк. Уразара мăсăльмансем вилнисене асăнаççĕ, тăванĕсемпе кÿршисем пĕр-пĕрне хейĕр /кучченеç/ валеçеççĕ. Хĕвел тухиччен тата хĕвел аннă хыççăн çеç апатланаççĕ, кунĕпе çăвара шыв та сыпмаççĕ. Пушкăртстанра Каргатуй тата Йынйын праçникĕсене паллă тăвасси те анлă сарăлнă. Каргатуй — хĕлле вĕçленнине халалланă уяв. Çав кун пушкăртсем хура кураксем кăнтăртан килессе кĕтеççĕ. «Курак туйĕнче» çынсем наци тумне тăхăнса урама тухаççĕ, юрласа-ташласа савăнаççĕ, çамрăксемпе арçынсем ăмăртусенче вăй виçеççĕ. Йывăçсене шăрçапа, кĕмĕлпе, тутăрпа тата хăюпа илемлетеççĕ. Çак уявра пушкăртсем çут çанталăкран пысăк тухăç ыйтаççĕ. Уяв кĕрекене ларнипе вĕçленет. Ака-суха хыççăн Сапантуй чаплă иртет.

Ĕлĕк ял çыннисем пухура /ăна Йынйын тенĕ/ тĕп ыйтусене пăхса тухнă. Унта арçынсем кăна хутшăннă. Ятарлă вырăнта вĕсем валли лармалли çавра лапам хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра çак йăла спортпа савăнăç уявне çаврăннă. Праçникре яшсем вăй тĕрĕслеççĕ, хĕр суйлаççĕ. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.