Ачасем пурри ылтăнран паха

13 Сен, 2017

— Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар, — терĕ Супар ялĕнче пурăнакан Александра Григорьева. — Тăхăр теçетке çул хушшинче мĕн кăна курма тивмерĕ пулĕ. Мăшăрпа тунă çуртра паян пĕчченех пурăнатăп. Вăл пурнăçран уйрăлса кайни кĕçех 6 çул çитет.

Санькка аппа Кĕçĕн Чуллă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшне ырăпа аса илет ватă. — Вĕсем тăватă ачине çĕр çинчи мĕн пур ырлăха парнелесе хăварнă. Хăйсем те ĕçчен, хастар пулнăран пире те пĕчĕкрен маттур пулма вĕрентнĕ. Шел, аппасемпе шăллăм паян пирĕн хушăмăрта çук, — малалла сÿтĕлет калаçу çăмхи. Александра Еншик Чуллă шкулĕнче пуçламăш пĕлÿ паракан шкултан вĕренсе тухнă. Анчах хĕр ĕмĕтне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи татнă.

— Атте питĕ вĕрентесшĕнччĕ мана: «Хăть ĕне куçне эмеллекен пул-ха», — тетчĕ. Вăрçă пуçланнă куна лайăх астăватăп: ун чухне Красноармейскинче Трак пуххи пыратчĕ. Атте, конюхра ĕçлекенскер, пире, вĕтĕр-шакăра, лавпа ярмăрккăна илсе кайнăччĕ. Унччен те пулмарĕ митинг пуласси çинчен хыпарларĕç. Вăрçă пуçланнă иккен, çĕршыва нимĕçсем тапăннă. Çак хыпар уяр кунра аслати çапнăнах туйăнчĕ, асаилÿ авăрне путрĕ кинемей. — Ун чухне эпĕ 13 çула пуснă хĕрача çеçчĕ. Вăй питтисене фронта илме тытăнчĕç. Ватăсемпе хĕрарăмсем, ачасем çине йывăр ĕç тиенчĕ.

Кĕçех Александрăна та вăрман касма черет çитнĕ. Вăл вăхăтра ентешсем Улатăр районĕнчи Кире, Йĕпреç тăрăхĕнчи Буинск вăрманĕнчен тухма пĕлмен. — Вăрçă вăхăтĕнчи хĕл кунĕсем питĕ сивĕ килчĕç. Урара — çăпата. Кунĕпе вăрманта пĕç кăк таран юра аша-аша ура йĕп-йĕпе пулатчĕ. Хăлаçа кĕмен йывăçсене йăвантараттăмăр. Киле çăвăнса тасалма килсен тăваттăмĕш кунне ял советĕнчен пырса асăрхаттаратчĕç. Каллех вăрмана тухса утаттăмăр, — иртнине куç умне кăларать ватă.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче те çăмăл пулман. 1953 çулта Александра Супар каччипе, Герман Григорьевпа, çемье çавăрнă. Вăл ферма заведующийĕнче, кладовщикра, строительсен бригадирĕнче тăрăшнă. Мăшăрĕ сĕннипех Санькка аппа дояркăна вырнаçнă. 16 ĕнене алăпа сунă. Çу кунĕсенче черетпе кĕтÿ кĕтнĕ.

Йышлă ача çуратса ÿстернĕрен 50 çултах тивĕçлĕ канăва тухнă Александра Федоровна. Çапах та кĕрĕк арки йăваласа ларман, ытти ĕçченпе хуçалăхра вăй хунă.

— Ачасем пурри ылтăнран та паха, — тет паян Санькка аппа. — Эпир вĕсене мăшăрпа чăн-чăн çын пулччăр тесе юратса çитĕнтертĕмĕр, ашшĕ-амăшĕн тивĕçне чыслăн пурнăçларăмăр.

Григорьевсен — пилĕк ача. Шел, Алешăн кун-çулĕ кĕске пулнă. Паян вăл 11 мăнукĕпе, 12 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать. Уявсенче, каникулсенче унăн кил-çурчĕ ача-пăча сассипе тулать.

— Супар ялĕнче тĕпленсе пурăнма пуçлани 64 çул çитрĕ, — пĕлтерет кинемей. — Çак тапхăрта аса илмелли вара мĕн чухлĕ, пĕр пысăк кĕнеке çырмалăх та пур. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.