Штрафа шыраса илменни иртĕхтерет

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттеркен паянхи канашлура республикăри çулсем çинчи лару-тăру тавра тĕплĕ калаçу пулчĕ. Транспорт министрĕ Владимир Иванов хăйĕн докладĕнче палăртнă тăрăх, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăçалхи сакăр уйăхра çулсем çинчи аварисен, вĕсенче вилнисен тата аманнисен шучĕ чакнă. Инкексенчен ытларахăшĕ — транспорт хатĕрĕсем çапăнни /31%/, çуран çынсене таптани /32%/, машина тÿнсе кайни, чăрмав çине пырса кĕни... Яваплăха туйман çакнашкал водительсем тĕлĕшпе çирĕп айăплав мерисемпе усă кураççĕ пулин те ÿсĕрле хăрушă авари тунă тĕслĕхсем çав-çавах нумай — 91.

Çулсен пахалăхĕнчен, юсавлăхĕнчен нумай килет. Министр республика федераци шайĕнчи программăна хутшăннă май кăçал Чăваш Енри авари час-часах пулакан 14 вырăна пĕтерме палăртнине, 94 километр çула юсассине çирĕплетрĕ. Çулсем çинчи йĕркелĕхе тивĕçтерес тĕлĕшпе 149 фотовидеофиксаци приборĕ вырнаçтарнă. Çывăх вăхăтра тата 8 комплекс хушăнмалла.

Айăпа кĕнисем штрафсене вăхăтра тÿлес ĕç хальлĕхе уксахлани сисĕнет — штрафсене пухаси вăтамран 60% патнелле. "Йĕркене пăснисенчен штрафсене шыраса илейменни вара вĕсене татах иртĕхтерет..." — иккĕленмест Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Васильевич.

ШĔМĕн Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕн Владимир Романовăн сăмахĕ самай тиркевлĕ пулчĕ: çуран çынсем çул урлă каçмалли вырăнсенчен чылайăшĕ хăрушсăрлăха тивĕçтермест, вĕсем патĕнчи кивĕ çул-йĕр паллисенчен нумайăшне çĕнетмелле пулнă — халь те улăштарман, çулсен хĕррисене йывăç-тĕмрен тасатас енĕпе çитменлĕх нумай, хăрушлăх пур вырăнсенче çутă çук тата ытти те. Чылай муниципалитет хăйсен территорийĕсенчи çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ валли укçа уйăрмасть-мĕн.

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментировать