Çемен Элкер юбилейĕ тĕлне

29 Апр, 2014

Кăçал паллă поэт, прозаик, публицист Семен Васильевич Элкер çуралнăранпа 120 çул çитет. Йĕпреçри тĕп библиотекăра "Йĕпреç çĕрĕн маттур ывăлĕ" поэзи кунĕ иртнĕ. Вулавăш ĕçченĕсем яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç валли "Çемен Элкер - çамрăк ăру куçĕпе" литература каçĕ йĕркеленĕ.

Мероприятие чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ирина Козлова пуçарăвĕпе Йĕпреçри вăтам шкулта аслă классенче вĕренекенсем хутшăннă. Малтанах библиотекарьсем çамрăксене Çемен Элкерĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа панă, "Хамăн юррăма эпĕ халăха халалланă" хăтлавпа паллаштарнă. Владимир Лабинов, Ольга Козлова, Диана Павлова тата Кристина Прокопьева Çемен Элкер сăввисене вуланă. Ун хыççăн çамрăксем икĕ команда йĕркелесе паллă поэтăн пултарулăх çулĕпе биографине пĕлес енĕпе литература вăййи ирттернĕ. Çĕнтерÿçĕсене асăнмалăх парнесемпе чысланă. Мероприяти тĕлне вулавăш ĕçченĕсем "Халăх юрăçи" выставка йĕркеленĕ тата "Элкер ятлă çăлтăр" буклет кăларнă.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.