Пуçлăх явапсăрлăхĕ мĕн патне çитерет?

11 Сен, 2017

Ĕçрен кайнă та... кайман та...

Ашшĕ производствăра суранланни, анчах инкек ĕçре пулса иртнине хуçа йышăнманни çинчен О. Ленин рай-он прокуратурине пĕлтĕрех пĕлтернĕ. Лару-тăрăва туллин уçăмлатиччен çулталăк иртнĕ.

М. Шупашкарти пĕр заводра электрогазосварщикре тăрăшнă. Пĕлтĕрхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче те ĕçе вăхăтра çитнĕ. Шаннă тивĕçне пурнăçлама тытăннă — ĕçтешĕсемпе чукун кăшăлсене тасатнă. Анчах яваплисем хăрушсăрлăхпа тивĕçтермен курăнать, кирлĕ пек хĕстерменрен ĕçленĕ май кăшăл тайăлнă та... 1,2 тонна таяканскер М. çине ÿкнĕ. Арçыннăн икĕ ури те хуçăлнă. Завод автомашинипе ăна клиника больницин травмпунктне çитернĕ...

Кун пирки М. хĕрĕ О. тÿрех республикăри ĕç инспекцийĕпе прокуратурăна пĕлтернĕ. Сăлтавĕ те курăмлă — ертÿçĕсем яваплăхран пăрăннă, М. вĕсем патĕнче ĕçлеменнине ĕнентерме тăрăшнă. Хăйне евĕр аргументсемпе çирĕплетнĕ çакна.

Арçын ку организацире виçĕ çул тăрăшнă хыççăн пĕлтĕрхи кăрлач уйăхĕнче ĕçрен кайма шухăш тытнă. Шалу сахалли тивĕçтермен çемье пуçне. Ыйту çырнă. Пуçлăх ăна алă та пуснă. Çав вăхăтрах ĕçченне хăй патне чĕнсе калаçнă. Пенсие тухма пĕр-икĕ çул çеç юлнă вĕт. Мĕншĕн пăрахмалла? Ĕçлетĕрех. Хуçа ăшшăн калаçни витĕм кÿнĕ — М., чăн та, каяс шухăшне пăрахăçланă. Малтанхиллех куллен ĕçе утнă. Анчах килĕшĕве çĕнĕрен алă пусман. Çапла хут çинче вăл пурри курăнман. Пушшех те М.-а документпа ĕçрен хăтарнă хыççăн заводра электрогазосварщик вакансине пĕтернĕ. М.-а шалу тÿлени те ведомоçра курăнман. Шăпах асăннă фактсем çинче çине тайăннă та айăплă ен представителĕсем судра.

Çаксене шута илсех Ленин район прокуратури М.-а хÿтĕлесе район судне ыйтупа тухнă. Анчах судăн пĕрремĕш инстанцийĕ пуçлăхсене майлă пулнă. Прокуратура çеç ĕç сыхлавне туллин пăхăнмаллине, ăна пăсакансене явап тыт-тармаллине асра тытса малаллах талпăннă. Аслă суда çитнĕ. М. ĕçтешĕсем Т.-па Е. юлташĕ инкеке производствăна хутшăннă май çакланнине çирĕплетнĕ. Шел, каярах арçынсем суда пачах пыман. Çавăнпах район сучĕ свидетельсем ăнлантарса çырни суя пулма пултарнине шута илнĕ.

— Прокуратура тĕрĕслев ирттернĕ май тусĕсем М. чăнахах та ĕçре суранланнине çирĕплетрĕç, анчах суда пыма килĕшмерĕç. Вĕсем кутăнланмасан ĕç Аслă суда çитмĕччĕ те. Вăл та свидетельсене процесса пыма ыйтса темиçе те çырчĕ. Анчах арçынсене ÿкĕте кĕртеймерĕç. Телефонпа та, килне кайса та темиçе те калаçнă вĕсемпе. «Малтан каланинех çирĕплететпĕр ĕнтĕ, çĕннине пĕлтерейместпĕр», — тетчĕç вĕсем. Кунта пуçлăхсен витĕмĕ те пулчĕ-тĕр, — каласа кăтартать судра М. интересĕсене хÿтĕленĕ Ленин район прокурорĕн заместителĕ Эльвира Столярова.

Аслă суд вара ĕçтешĕсем процеса пымасан та вĕсем суйманнине ĕненнĕ. Арçынсем ăнлантарса çырнисенче М. ĕçе куллен килнине çирĕплетнĕ, анчах арçын официаллă е официаллă мар майпа тăрăшнине пĕлмен. Ытти факт та инкек ĕçре пулса иртнине палăртнă. Больницăна та ĕçри автома-шинăпа çитернĕ ăна. Эппин, заводранах илсе кайнă. Суд коллегийĕ предприятие хуралланнине те асăрханă. Ĕçченсем миçере килни-кайнине ятарлă журнал çине паллă тунă. Документсемпе ĕçрен хăтарнă хыççăн М. унта куллен бригада йышĕнчи ĕçчен пек алă пуснă. Ертÿçĕсем те арçын ĕçе килнине, производство лапамĕнче пуррине пĕлнĕ. Эппин, çакă ĕç хутшăнăвĕ. Çаксене тишкерсен Аслă суд район сучĕ прокурор ыйтăвне тивĕçтермесĕр тĕрĕс мар тунине çирĕплетнĕ. Йышăнăва М. майлă улăштарнă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.