Шупашкар пики «НТВ» телеканалпа пыракан ташă шоуне хутшăнать

7 Сен, 2017

«НТВ» телеканалпа пыракан «Эсĕ супер! Ташă» проекта Шупашкарта пурăнакан 15 çулти Елизавета Ащеулова хутшăнать.

Çывăх вăхăтра пикене телеканал кăтартĕ. Елизавета Ащеуловăшăн куракансем халех сасăлама пултараççĕ, НТВ телеканал сайтĕнче сасăлав уçнă.

Ташă шоуне лекнĕ хĕр пĕчĕклех ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă иккен. Хулари 62-мĕш шкулта 9-мĕш класран вĕренсе тухса медицина колледжне кĕнĕ. Ташă ăсталăхне вăл пиллĕк çултах хăнăхма пуçланă. Халĕ пике контемпорари техникăллă ташша хăнăхать, хип-хоппа джаз-фанка та кăмăллать. Ÿлĕмрен хĕр хореограф пуласшăн.

 

Рубрика: 

Комментировать