Ача çуртĕнчи сурансем сипленмеççĕ

7 Сен, 2017

Хальхинче «Çамрăксен хаçачĕн» тĕпелне пĕр çемьере çитĕннĕ хĕрсене — Екатеринăпа Ольга Трофимовăсене — йыхравларăмăр. Вĕсем пĕртăван аппăшĕпе йăмăкĕ мар пулин те иккĕшĕ çав тери çывăх, пĕр-пĕрне яланах пулăшма хатĕр. Катьăпа Ольăна пĕр çемье хăйĕн хÿттине илсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тăма пулăшнă. Патăрьел районĕнчи Упамса ялĕнче пурăнакан Галина Николаевнăпа Валентин Елизарович Трофимовсем 8 тăлăха хăйсен ăшăлăхĕпе юратăвне парнеленĕ. Аслă виçĕ ачине хăйсен хушаматне панă. «Вĕсем пулман тăк мĕнле пурăнăттăмăрччĕ-ши? Шăпа мĕнле килсе тухĕччĕ-ши? Пире телейлĕ ачалăх парнеленĕ, лайăх воспитани панă, пурнăçăн анлă çулĕ çине тăратнă çынсен умĕнче эпир ĕмĕр-ĕмĕр парăмра», — пĕр шухăшлăн пĕлтерчĕç Трофимовсен йышлă çемйинче çитĕннĕ Катьăпа Оля.

6 çулта чухне йăмăкне пăхнă

Екатерина — усрава илнĕ иккĕмĕш хĕр. Çемьене вăл 2 çул та 5 уйăхра чухне лекнĕ. Галина Николаевнăпа Валентин Елизарович ăна Улатăрти ача çуртĕнчен илсе килнĕ. Трофимовсем тăлăха пысăк юрату парнеленĕ, ăшăлăхне хĕрхенмен. Катьăн ачалăхĕ вĕсен хÿттинче хаваслă та телейлĕ иртнĕ. Вăл хăйне ытти ачаран уйăрнине нихăçан та туйман. Ашшĕпе амăшĕ ăна усрава илни çинчен шкула çÿреме пуçличченех пĕлтернĕ. Халĕ Катьăн çут тĕнче парнеленĕ çывăх çыннине шырас шухăш пачах çук. «Пĕчĕк чухне тăван аннепе тĕл пулас килетчĕ. Халĕ вăл мана кирлĕ мар. Пурăн-тăр хăйĕн пурнăçĕпе», — терĕ Екатерина кун пирки сăмах пуçарсан.

Ольгăна Шупашкарти ача çуртĕнчен виçĕ уйăхра чухне илнĕ. Вăл Галина Николаевнăна тÿрех хăнăхнă. Пĕчĕкскер кăштах ÿссен амăшĕн аркинчен тытса утнă, унран пĕр утăм та юлман. Пĕррехинче ăна хĕресне амăшĕ патĕнче, Патăрьелте, çĕр каçма хăварнă. Амăшĕ çуккипе Оля çĕрĕпе макăрнă. Тепĕр кунхине тин, çывăх çынни килсен, чунĕ лăштах пулнă. Халĕ 18 çулти хĕр И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче аслă пĕлÿ илет. Унччен вăл парикмахера вĕреннĕ.

Екатерина пĕчĕк Ольăна пăхнине лайăх астăвать:

— Ун чухне эпĕ 6 çултаччĕ. Эпир вăрман çывăхĕнче пурăнаттăмăр. Çулла çывăх çыннăмсем унта утă çулма çÿретчĕç. Пире те пĕрле илсе каятчĕç. Вăрмантах апат пĕçереттĕмĕр. Аслисем алла çава тытса утă çулнă чухне эпĕ Ольăна пăхаттăм. Ахаль чухне те аннене йăмăка пăхма пулăшаттăм. Пĕррехинче эпĕ вăрманта çухалса кайнă. Мана, вĕлтĕрен хушшинче макăрса лараканскере, ялти пĕр çын тупнă. Ача чухне шухă пулнă эпĕ. Йытă ÿплине пуçа чикме те хăраман. Пĕррехинче патакпа хăмсарнине курсан хам-хам парăнмарĕ, мана питрен çыртрĕ. Эпĕ çари кăшкăрнипе пичче мана сăпса сăхнă тесе шухăшланă. Кайранхине лайăх астумастăп. Атте мана больницăна илсе çитернĕ. Тухтăрсем сурана наркозсăрах çĕленипе эпĕ питĕ хытă кăшкăрнă тет. Çывăх çыннăмсем эпĕ нушаланнине курсан чăтайман — пÿлĕмрен тухса кайнă. Атте тухтăрсем манăн сурана тирпейсĕр çĕленипе кăмăлсăрланнă. Киле çитсен вăл курăнакан çипсене хăех касса илнĕ.

Трофимовсен йышĕ çулран-çул хушăнса пынă. 8 ачаран Данилпа Диана кăна пĕртăван пулнă. Ыттисем — расна çемьерен, кашнин — хăйĕн кăмăлĕ, шăпи. Катьăпа Оля опекăна илнĕ арçын ачасенчен пĕри Ваня каласа кăтартнине астăваççĕ. Ăна Трофимовсем 6 çулта чухне илсе килнĕ. Унччен вăл ача çуртĕнче кун кунланă.

— «Итлемесен, мĕн хушнине пурнăçламасан апатсăр тăратса хăваратчĕç. Тĕттĕм кĕтесре сахал мар тăма тивнĕ манăн. Çапнă та, хĕненĕ те пире. Заведующий мана юрататчĕ, шеллетчĕ. Канмалли кунсенче хăйĕн патне илсе каятчĕ. Воспитательсен хушшинче ырă кăмăллисем çукчĕ, пире ялан вăрçатчĕç», — Ваня çапла каласа кăтартатчĕ, — унăн сăмахĕсене аса илчĕç Катьăпа Оля. Çемьере çитĕннине нимĕн те çитменнине лайăх ăнланаççĕ вĕсем.

«Ку манăн анне мар»

Пĕррехинче Трофимовсем патне Ваньăн тăван амăшĕ çитнĕ. Анчах вăл ывăлне курас, ăна ăшшăн çупăрлас тĕллевпе килмен. Хĕрарăм алимент тÿлеме вăй çитерейменнине пĕлтернĕ.

— Хăй аванах хĕрĕнкĕччĕ, аллинче сăраччĕ. Ун чухне вăл аннене алимент тÿлессинчен хăтарма тархасларĕ. Ваньăна виçĕ пин тенкĕ парса хăварчĕ. 17 çулти ывăлĕпе ăшшăн калаçмарĕ вăл. Хĕрарăм тухса кайсанах Ваня: «Ку манăн анне мар», — терĕ. Ахăртнех, тăван амăшĕшĕн намăсланчĕ вăл, ÿсĕр килнĕшĕн кулянчĕ пулĕ, — калаçăва малалла тăсрĕç хĕрсем.

Екатеринăпа Ольга çывăх çыннисене юратаççĕ, хисеплеççĕ. Трофимовсем усрава илнĕ ачасенчен çĕршыва юрăхлă çын тăвас тесе нумай тăрăшнă. Паллах, аслисене итлеменшĕн ятламан мар. Кун пирки сăмах пуçарнă май Катя пĕр саманта аса илчĕ:

— Пĕррехинче Ольăпа вăрçăнтăмăр. Хытах кăшкăрашма пуçланăран кухньăра тăрмашакан анне: «Иксĕр те халех кĕтесе тăрăр!» — терĕ. Çывăх çыннăмсен сăмахне ачаранах итлеме хăнăхнăран тÿрех кайса тăтăм. Ун чухне эпĕ училищĕре вĕренеттĕм, аннерен ирĕк ыйтмасăр та кĕтесрен тухмарăм. Вăл ман çине йăл кулса пăхрĕ. Анне пире тĕрĕслесе пăхасшăн çеç пулнă иккен. Эпир, аслисем, аттепе анне сăмахĕнчен иртмен. Халĕ кĕçĕннисене кĕтеспе хăратаймăн.

Катьăпа Оля питĕ туслă пурăнаççĕ. Хулара та пĕрлех кун кунлаççĕ. Йывăрлăхсене иккĕн парăнтараççĕ, пуррине — пĕрле, çуккине çурмалла пайлаççĕ. Оля — Катьăн кĕçĕн ывăлĕн хĕресне амăшĕ.

Нихăçан та каçараймĕ

Трофимовсен çемйинче арçынпа хĕрарăм ĕçне уйăрмаççĕ. Валентин Елизарович чуста çăрса çăкăр пĕçерме те ÿркенмест. Ачисем ашшĕн çемçе кулачне юратсах çиеççĕ. Çывăх çыннисем вĕсемшĕн нихăçан та апат шеллемен.

— Анне кунĕпех апат пĕçертчĕ. Ирхи 7-ре шкула кайиччен çитеретчĕ. Кăнтăрла та яланах апат хатĕрччĕ. Вăл пире тутă çÿретессишĕн ырми-канми тăрăшатчĕ. Халĕ те шăнкăравласан: «Апат пĕçертĕр-и? Çирĕр-и? Паян мĕнпе апатлантăр?» — тесе тăтăшах ыйтать. Анне пире мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарчĕ пулин те ĕне сутармастчĕ, — каласа кăтартрĕ Екатерина.

— Куккук хăйĕн чĕпписене пăрахса хăварать, çынсен хушшинче те унашкаллисем пур. Вĕсем намăс-симĕсе пĕлмеççĕ, чĕри çук вĕсен. Хăшĕ-пĕри пурнăçри йывăрлăха чăтайманнипе çак утăма тăвать. Алă-ура çавăрса ярсан ачана каялла тавăрăп тесе шухăшлать, анчах кайран ирĕклĕ пурнăçа хăнăхать. Ача çуртĕнче çитĕннĕ шăпăрланăн чунĕ ĕмĕрлĕхех суранланать. Унти 100 ачаран 2-3-шĕ çеç пурнăçра хăйĕн вырăнне тупать, ырри патне талпăнать. Чылайăшĕ вăрлама, эрех ĕçме тытăнать. Атте пире мĕн пĕчĕкрен çын япалине илме юраманнине вĕрентетчĕ. Кÿршĕрен илнĕ япалашăн та вăрçатчĕ, — тăван амăшĕ пирки мĕн шухăшланине пĕлтерчĕ Екатерина. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.