Çул кирлех

4 Сен, 2017

Çул-йĕр ыйтăвĕ çынсене яланах калаçтарнă. Асфальт сарса хытарнă çулсемпе çыхăнтарнă ялсем, хуçалăхсем хăть те хăçан та ăнăçлăрах аталанса пынă. Тĕслĕхрен, çур акинче кирлĕ çунтармалли, сĕрмелли япаласемпе им-çама ака уйăхĕнче кăна уйăрса паратчĕç те пирĕн пек аякра пурăнакансем çул çуккине пула вĕсене кÿрсе килеймесĕрех тăра-тăра юлатчĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем хыççăн çĕршыв арканчĕ, укçа- тенкĕ тĕлĕшпе пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕ пулсан та инçетре вырнаçнă пур яла та асфальт сарса хытарнă çулсемпе çыхăнтарма, çавнашкалах республикăра пур районта пурăнакана та газ кĕртсе пама пултарчĕç.

Паян та çул-йĕр ыйтăвĕ çивĕччисенчен пĕри шутланать. Ку йывăрлăха ытларах пирĕн пек инçетри ялсенче пурăнакансем туятпăр. Кĕркуннехи-çуркуннехи йĕпе-сапара машинăпа çÿреме мар, урам тăрăх çуран та утса тухма çук. Ĕне усракан хуçалăхсенчи хĕрарăмсен сĕт витри йăтса ялăн пĕр вĕçĕнчен теприне куллен утмалла. Вĕсем çула вак чул сарса парасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Пурте лайăх туятпăр: ĕçсĕр пурăнакан çамрăк çемьесем сĕт сутса кăна чĕрĕ укçа тытса кураççĕ. Пирĕн ялта çул тăвас ĕç пымасть тесех калама çук, иртнĕ тăватă çулта 400 метр ытларах сарма пултарчĕç. Вырăнти пуçлăхсем каланă тăрăх, ял тăрăхне уйăрса панă укçапа кашни çул пĕрисене пулăшнăшăн ыттисем вăрçăнаççĕ. Пĕлтĕр пирĕн ялта пуçăннă çула малалла сармарĕç. Чăваш-Сурăм тăрăхĕнче 14 ялтан 3-4-шĕнче çеç асфальт çул çук. Халĕ вĕсем ытти урама та вак чул сарасшăн тăрăшаççĕ. Паллах, çул пурне те кирлĕ. Çапах пĕр ялта пуçăннă ĕçе вĕçне çитермеллех. Кăçал пĕр ялта — 100 метр, çитес çул тепринче 100 метр сарни тĕрĕс мар.

Хĕлле пирĕн тăрăхри ял урамĕсене юртан тасатсах тăчĕç. Паллах, лайăххине ырăпа асăнма кăмăлă. Куншăн вырăнти пуçлăхсене ырламалла çеç. Çулсене юртан тасатса тăнине пула çĕр иртерех тухрĕ. Эпир пурăнакан вăрăм урама вак чул сарса хытарман. Канмалли кунсенче хуларан яла килнĕ пуçтахсем çула çăрма юраманнине пĕлсе тăрсах машинисемпе чупаççĕ кăна, тарăн йĕрсем туса хăвараççĕ. Анчах пирĕн — ял çыннисен — çула юсама техника та, укçа-тенкĕ те çук. Çав тарăн йĕрсем çу каçипех юлаççĕ: транспорта, выльăх-чĕрлĕхе çÿреме чăрмантараççĕ.

Пĕр тĕслĕх. Канмалли кунсенче хуларан килнĕ пĕр çамрăк хăйĕн хăватлă машинипе ял вĕçĕнчи чарăнăва икĕ кун пылчăк çăрса чупрĕ. Анчах ялта çав çамрăка асăрхаттарса калакан çын тупăнмарĕ. Эпĕ çавнашкал йĕркесĕрлĕхе тÿсеймерĕм, вăл машинăпа иртсе кайнă хыççăн каялла хăпарнă чух чарса тăратрăм. Мана калаçура пулăшма чунĕсем ыратакан Н.Орлов, П.Афанасьев хутшăнчĕç. «Шÿсе кайнă çула сăлтавсăрах çăрса вататăн», — тесе хытах каларăмăр. Вăл пире хирĕç: «Мĕншĕн çулне вак чул сармастăр, эпĕ айăплă мар, ман çÿремелле», — терĕ. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.