- Чăвашла верси
- Русская версия
Пурччĕ ал ăсти ялта...
Тахçан кашни ялтах хăйĕн ал ăсталăхĕпе тĕлĕнтерме пултарнă çынсем пирки паян чуна ыраттарсах иртнĕ вăхăтпа çырма тивет. Чăннипех мĕн кăна ăсталамастчĕç-ши вĕсем?! Чăваш наци музейĕн Йĕпреçри уйрăмĕн картинăсен галерейинче ирттернĕ курава темиçе çул каялла ăнсăртран кĕрсе тухнăччĕ. Районти ал ĕç ăстисен тĕрлĕ япали хушшинче тĕрĕ- эреш, килте тĕртсе тунă кавирсем, кĕпе-тумтир, йывăçран савăт-сапа, хăваран çыхнă карçинккасем, çичĕ пушăт çăпати тата ытти тем те пурччĕ. Каярахпа Çĕрпÿ ярмăрккинче пулнă май ятарласа йывăçран касса-сăрласа илемлетнĕ, тăмран ăсталанă чÿлмек- кăкшăм, кил-тĕрĕшри ытти хатĕр-хĕтĕр сутакансен речĕпе иртрĕм. Суйламалли мĕн кăна çукчĕ-ши: уйран çÿпçи, шыв кĕвенти, пештĕр... Çÿхе фанерăран касса илемлетнĕ, тĕксе пынă чухне çурхи лĕпĕш евĕр çунаттисене вĕл-вĕл вĕçтерекен теттене вара, манăçми ачалăхра упранса юлнă саманта куç умне кăларнăран, хакне пăхмасăрах туянтăм.
Районсемпе ялсене тухса çÿренĕ чухне çынсен çурчĕсен карнисĕсене, çăл пурин çи виттийĕсене, урам хапхисене епле тытнине, карти-хуралтине мĕнле çавăрнине сăнатăп. Пÿрт çамки çине тăван халăхăмăрăн юмах-халапĕнчи сăнарсене ÿкернине, кĕçĕн хапхана чĕнтĕрлесе эреш вырнаçтарнă çурта, кил умĕнче тĕлĕнтермĕш техника ларнине курсан унăн хуçипе калаçмасăр чăтаймастăп. Ялти ытти ăста çинчен те ыйтса пĕлетĕп. Шел, чылайăшĕ авалхи ремесласем манăçа тухни, ялта ăстасем сахалланни çинчен чун пăлханăвĕпе пĕлтерет. Йĕпреçри курава хатĕрлекенсем те ăна ыт ахальтен мар «Манăçнă ремесласем» ят панăччĕ. Ĕлĕкхи япаласене кăтартнипе пĕрлех музей ĕçченĕсем вĕсене мĕнле тата мĕнпе тунине те уçса пама тăрăшнăччĕ ун чухне. Çавна май залра платник-столярăн, атăçă- пушмакçăн, пир тĕртекенĕн, çăпата хуçаканăн, катка-пичке тăваканăн, çăм таптараканăн, кăçатă йăвалаканăн ĕç хатĕрĕсене вырнаçтарнăччĕ. Кашнин пĕлтерĕшĕ çинчен уçăмлăн çырнăччĕ. Юрать-ха çак юхăма чĕртсе тăратас туртăмлă çынсем тупăнчĕç юлашки вăхăтра.
Пĕлетĕп, республикăри темиçе çын тĕслĕхĕпе мана «ал ĕç ăстисен ÿнерĕ пурăнать-ха, аталанать-ха» тесе хирĕçлеме те пăхĕç. Тем каласан та, аталану шайĕнче мар çак юхăм. Чирлĕ ача вырăнĕнче. «Сиплесе» ура çине хальтерех тăратсан тем пекехчĕ.
Темăна анлăлатас тесе тахçан ку енĕпе палăрнă Сĕнтĕрвăрри районĕнчи ăстасемпе кăсăклантăм. Паллă ентешĕмĕр А.Николаев пĕрремĕш хут тĕнче уçлăхне тухсан «Проммеханизаци» заводра ăна тăван çĕрĕ çинче чыслăн кĕтсе илме парне хатĕрлеме тĕв тунă. Завод ертÿçисем ăстасене Андриян Григорьевич килнĕ çĕре Атăл çинче уçăлса çÿремелли катер ăсталама хушнă. Ылтăн алăллă В.Панин ертсе пыракан ушкăн кĕске вăхăтрах пĕртен-пĕр экземплярпа тунă ăна. Космонавта та питĕ килĕшнĕ хайхи парне. Ахаль мар Шуршăл тăрăхĕнче кашни пулмассеренех Андриян Григорьевич çав ăстан ĕç-хĕлĕпе кăсăкланнă.
Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕ тĕрлĕ ăстапа яланах пуян пулнă. «Эльбарусовский» хуçалăхри çуна-урапа артелĕнчи Н.Кураков çинчен ырă ят республикипех сарăлнă. Мĕнпе палăрнă-ха Николай? Туй-çуй валли тăрантас-çуна хатĕрленипе. Вăл тунăскерсене Хусантан, Йошкар-Оларан, Тулăран, ытти çĕртен килсе туяннă. Златоустран ятарласа çитнине те асăнаççĕ. Н.Кураков çуни-тăрантасĕ çĕр-çĕр çамрăк мăшăра пурнăçăн пĕрлехи çулĕ çине кăларнă. Çулланнă арçын пĕррехинче ăсталăхне никама та вĕрентсе хăварайманшăн хăйне питĕ ÿпкелерĕ. Çамрăксем ку ĕçпе кăсăкланманни те пăшăрхантаратчĕ ăна. ЗАГС умне ют çĕршывра туса кăларнă чаплă автомашинăпа пырса чарăнма кăмăллă пулĕ паллах. Тăпăртатса тăракан тур лашине кÿлнĕ тăрантаспа çитнĕ çамрăк мăшăра, вĕсен кÿнтеленĕсене, тăванĕсене... куç умне кăларăр-ха халĕ. Мĕнле пек?
Районти Макаçкасси те хăй вăхăтĕнче хăва вуллинчен кунтăк-çатан, хыçлă пукан, сĕтел тата вырăн таврашĕн ăстисемпе мăнаçланнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче ялта ятарлă цех та пулнă. Кунта ăсталанă сĕтел-пукан Атăл тăрăх çÿрекен пăрахутсен кану пÿлĕмĕсене илем кÿнĕ, тĕрлĕ курорт валли туяннă ăна. Хуракассинчи мастерскойпа Макаçкассинчи цехăн ырă ячĕ кăна юлнă халĕ çынсен асĕнче. «Шел, паян хăва авса ĕçлекен çук», — терĕ пăшăрханса Сĕнтĕрвăрринчи професси 11-мĕш училищинче çак ăсталăха вĕрентнĕ Т.Данилова. — Çавал тăрăхĕнче хăва кураймăн. Пĕтерчĕç юхан шыва, таса марлăхпа тултарчĕç. Кун пек ăстасен сумĕ те пĕтрĕ...»
Виталий Майков ăста çинчен пĕлменнишĕн малтан мана кÿренчĕç те. Çĕр-çĕр хресчен çуртне вăл тунă кăмака ăшăтнă, вĕри кукăл-пÿремечĕн ырă шăрши сăмсана кăтăкланă. Малалла вулас...
Комментировать