Тĕллевсем пурнăçа кĕреççĕ

29 Апр, 2014

Культура çулталăкĕ вăй илсе пырать. Халăх кăмăл-сипечĕпе, ăс-хакăлне ÿстерессипе, канăвне йĕркелессипе çыхăннисем çеç мар, пур тытăмри организаци-предприяти асăннă çулталăкра хăй умне пĕр-пĕр тĕллев лартнах ĕнтĕ. Вăл пур енĕпе те аталаннă хулара вырнаçнă е пĕчĕк ял-салара - кашнийĕ хăйĕн тÿпине хывĕ. Урăхла пулма та пултараймасть.

Культура - пурнăç никĕсĕ. Тавлашăва кĕрекенсем те пулĕç. Экономика, халăхăн социаллă пурнăçĕ е ытти тата та пĕлтерĕшлĕрех теме пăхĕç. Килĕшмелле: çăкăрсăр, ытти апатсăр пурăнаймастпăр. Чун валли те "апат" кирлĕ-çке. Ку тата яваплăрах. Пур тытăмри - кану, ĕç, хутшăну тата ыт. те - культурăна çухатмалла мар. Пирĕн малашлăх никĕсĕ вĕсем.

Республикăра кăçал культура сфери валли мĕн пур çăл куçран 1,5 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă. Çакă пĕлтĕрхинчен вунă процент ытларах. Çав укçа-тенкĕпе ял-хулари культура учрежденийĕсене юсĕç, вун-вун мероприяти ирттерĕç, техника хатĕрĕсем, музыка инструменчĕсем туянĕç тата ытти ĕç те пурнăçлĕç.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.