Тăрăшса вĕренсен çĕнтерÿ пулатех!

1 Сен, 2017

"Сире хăватлă та вăйлă аслă шкула вĕренме кĕнĕ ятпа сламлатăп!" - çапларах пулчĕ ЧР Пуçлăхĕн авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчи пирвайхи саламĕ. Пĕлÿ кунĕнче Михаил Васильевич темиçе вĕренÿ заведенине çитрĕ, çапах чи малтан Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсемпе курнăçрĕ.

Вăл вуз студенчĕсен 18 пине яхăн яшпа хĕртен тăракан пысăк "çарне" пĕр команда пулса малалла ăнтăлма, вĕренĕве вĕçлесен кашнине професси енĕпе хăйсен вырăнне тупма сунчĕ. Çĕршыв, республика ертÿлĕхĕ вара çамрăксене ку енĕпе пулăшма яланах хатĕр. Университета илес тĕк — вĕренмешкĕн, аталанмашкăн кунта пĕтĕм услови пур. Çавăнпа та, иккĕленмест Михаил Васильевич, "çĕнтерÿ пулатех!".

Андрей Александров ректор палăртнă тăрăх — паян ют патшалăхсенчен — Азири, Африкăри, Латинла Америкăри, Европăри, НПППри 44 çĕршывран — вĕренме килнĕ çамрăксен йышĕ кăна 1 пин çынран иртет. Çур ĕмĕр хушшинче ЧПУ аслă пĕлÿллĕ 113 пин ытла специалиста вĕрентсе кăларнă.

Çапах вĕрентÿре пĕр вырăнта тăни кая юлнипе тан. Çакна Патшалăх Думин студентсене саламлама ятарласа килнĕ депутачĕ Алена Аршинова палăртрĕ. Хăй енчен вара Алена Игоревна депутат пулнă май университета малалла аталанма пулăшас тĕллевпе пĕтĕмпех тума шантарчĕ.

Унăн ĕçтешĕ Леонид Черкесов депутат шучĕпе студентсем мăнаçланма пултараççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем "республикăри чи лайăх вузра кăна мар, çĕршыври чи лайăх аслă шкулсенчен пĕринче вĕренеççĕ".

Михаил Игнатьев вара уявăн официаллă пайĕ вĕçленсен те çамрăксемпе сывпуллашма васкамарĕ. Студентсем республика Пуçлăхне хăйне те ыйтусем пачĕç, Михаил Васильевич вĕсене хаваспах хуравларĕ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать