Салтакăн плащ кĕсйинче — шăл…

31 Авг, 2017

Красноармейски салинче пилĕк ачаллă çемьере пурăнакан Даниил Даниловăн ĕмĕчĕ ку çулла тĕпрен улшăннă. Мĕн пĕчĕкрен вăл полици ĕçченĕ пулма шухăшланă. Тăван килтен тухса кайса пин-пин çула парăнтарнă хыççăн вара… çамрăка истори те, географи те илĕртнĕ. Чылай арçын ача кун пирки ĕмĕтленет кăна пулсан Даниил куçпа курса ĕненнĕ. Тĕрĕсех калаççĕ халăхра: пин хут илтиччен пĕрре курни аванрах.

Шывран тытса мидисем, крабсем пĕçерсе çинĕ

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экспедици ушкăнĕ кăçал Мурманск облаçĕнчи Муста-Тунтури ту хырçи çине çитнĕ. Шырав отрячĕ сакăр çынран йĕркеленнĕ: доцентсем, студентсем, шкул ачисем… Вĕсен тĕллевĕ — çак тăрăхри çапăçу хирĕнче пуç хунă салтаксен виллисене тупса палăртасси.

Даниил Данилов каласа кăтартнă тăрăх, унăн шырав экспедицине ашшĕн çывăх юлташĕпе Дмитрий Алексеевпа кайма май килнĕ.

— Атте мана хăй вырăнне çак отрядпа инçе çула тухма сĕнсен малтанах шиклентĕм. Ытла та аякра-çке. Пуçра пин шухăш явăнчĕ. Истори кĕнекисенчен кăна пĕлни вăл, халь çирĕп калама пултаратăп, хам курнипе танлашаймасть. Тăрук эпĕ те мĕн те пулин тупăп текен шухăш илĕртрĕ. 2500 километра парăнтарма анне те кăларса яма хирĕçлемерĕ. Халăхра «буханка» текен УАЗпа саккăрăн çула тухрăмăр, — калаçăва пуçларĕ шухăшĕсемпе хăйне халĕ те çав вырăнта туякан арçын ача.

Аякри çул йывăр, çапах пĕр тĕллевпе пуçтарăннисен кăмăлĕ лайăх. Вĕсем утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче тапраннă. Даниилшăн кашни тăрăх кăсăклă пулнă. Отряд чарăннă хуласенче арçын ача сăн ÿкерчĕксем тума тăрăшнă. Киле таврăнсан çывăх çыннисене кăтартас килнĕ унăн. Онега кÿлли хĕрринче чарăнса çĕр выртни те асра юлнă çамрăкшăн. Титовка салине çитсен вĕсене вырăнти халăх çав тăрăхри исто-рипе паллаштарнă, юпа палăксем кăтартса çÿренĕ. Пĕр ватă арçын /ят-шывне Даниил маннă/ хăйĕн ашшĕ çакăнта çапăçса пуç хунине каласа кăтартнă. Унти çапăçусем 1941 çулта пуçланса 1943-мĕшĕччен тăсăлнă.

— Кашни интереслĕ саманта астуса юлас, ÿкерес килетчĕ, анчах хăш-пĕр чухне вăхăт та, вăй та çитместчĕ. Ирех тăрса аслисене пулăшмалла. Кăвайт чĕртме хăрăк турат тупма та йывăрччĕ вăл тăрăхра. Çавăнпа çул çинче чарăнса пуçтараттăмăр. Эпир, шкул ачисем, Ваня Савельевпа иккĕнччĕ. Анне пĕçернĕ тутлă апат пирĕн пулман. Хура тул, рис пăттисем, тĕрлĕ консерв, курăк чейĕ — кулленхи апатлану. Çурçĕрти çанталăк сивĕ те тертлĕ. Вичкĕн çил, сывлăшри нÿрĕк пысăкки, час-часах çумăр çуни пире чăрмантарчĕ. Каçхине çывăрмалли ăшă михĕ çеç кичемлĕхе сиретчĕ. Çакăн пек йывăрлăхсемпе тĕл пулсан кăна вăрçăри салтаксен асаплă пурнăçне ăнлантăм эпĕ, — чунне уçрĕ Даниил.

Вырăнти çар чаçĕнче вĕсем мунча кĕнĕ. Апла пулсан Даниил салтак пурнăçне те тутаннă темелле. Арçын ача шывран тытса мидисем, пысăк крабсем çинине каласа кăтартса тĕлĕнтерчĕ.

Огнемет тупни Даниилшăн — чи пĕлтерĕшли

Вăрçăра шывра та, çĕр çинче те, çÿллĕ тÿпере те çапăçăва кĕмелле пулнă. Тăшмана тĕп тумашкăн совет самолечĕсем сывлăша çĕкленнĕ. Анчах та 1943 çулта бомба пăрахакан пĕр «хурçă кайăкăн» шăпи çакăнта вĕçленнĕ. Çав ÿкнĕ Пе-2 самолетăн пайĕсем халĕ те Муста-Тунтури ту хырçи çинче выртаççĕ. Ун çинчен шыравçăсене вырăнти çынсем каласа кăтартнă. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.