Чăваш ачи — Норвегире

24 Авг, 2017

Пĕрисем Чăваш Республикине урăх çĕршывран пурăнма килеççĕ, теприсем вара — кунтан куçса каяççĕ. Шупашкарта çуралса ÿснĕ Олег Петров çулталăк ытла Норвеги çĕршывĕнче, Осло хулинчен инçе мар пурăнать. Темиçе çул вăл унта амăшĕ патне курма кайса çÿренĕ, халĕ вара яланлăхах куçнă. Унта пĕтĕмпех çĕнĕ, интереслĕ уншăн.

Олег вун пĕр çулта, улттăмĕш класа каять. Малтанхи çул вăл норвег чĕлхи шкулне çуренĕ. Тÿрех йывăр пулнă çав, кайран хăнăхнă. Телее, Норвегире вĕренÿ тÿлевсĕр. Çав шкула çÿрекен ачасем тĕрлĕ çĕршывран килнĕ: Сирирен, Узбекистанран, Грецирен, Чехирен тата ытти çĕртен. Арçын ача унта нумай тус тупнă. Малтанах киле ĕç те парса яман вĕсене, кайран вара пĕчĕккĕн хушма пуçланă. Шупашкарта вĕреннĕ чухне вĕсем каçхи тăххăрччен уроксем тунă. Тата ун чухне яланах дневника паллăсем лартнă. Норвегире вара пач урăхла. Çиччĕмĕш класра çеç паллă лартма пуçлаççĕ.

Вĕренÿсĕр пуçне Олег футбола тата бассейна çÿрет. Канмалли кунсенче вĕсем çемйипе дачăна каяççĕ. Унта пĕчĕк кимĕпе юхан шывра ярăнаççĕ, вăрманта кăмпапа хура çырла пуçтараççĕ. Каçхине гриль çинче ашпа пулă пĕçереççĕ, кайран уçă сывлăшра ларса çиеççĕ. Юмахри пекех хитре унта. Ирхине хĕвел тухнине пăхмашкăн ту çине хăпарса ларма пулать. Хăш чухне вĕсем ытти хулана та çÿреççĕ. Сăмахран, Ставангер хулинче Прекестулен ятлă ту çине хăпарнă. Авкаланчăк сукмак тăрăх вĕсем икĕ сехет утнă. Норвеги çыннисем хăрама пĕлмеççĕ. Ту çине пĕчĕк ачасене те, йытăсене те илеççĕ. Çÿлтен питĕ хит- ре тавралăх курма пултарнă вĕсем, анчах та çав кун çумăр çуса йăлтах пăсса хунă.

Тавралăхĕ питĕ хитре. Унта чи и л е м л ĕ т у с е м п е ю х а н шы в с е м вырнаçнă. Çанталăк хăвăрт улшăнать: ирхине хĕвел хĕртет пулсан та кайран вăйлă çумăр çума пултарать. Хăйне евĕрлĕ ландшафт çулçÿревçĕсене кăсăклантарать. Хăш-пĕр çĕрте юр çулла та ирĕлмест. Чаплă тусемпе пăрлăхсем илемлĕ тăрă шывлă фьордпа юнашар килĕшÿллĕ курăнаççĕ. Норвеги — пуян тата аталаннă çĕршыв. Пысăк налуксем патшалăхăн пулăшăвĕ çинчен тата пысăк пурнăç шайĕ çинчен калаççĕ, налук проценчĕ ĕç укçинчен килет. Хаксем пысăк пулсан та япаласен пахалăхĕ лайăх. Унта пĕр ача çурчĕ те çук, килсĕр çынсем валли ятарлă вырăнсем йĕркеленĕ. Вĕсене унта çитереççĕ, каç вырттараççĕ, уншăн вĕсем хаçат сутаççĕ. Урамра тап-таса: канфет хучĕсемпе пирус тĕпĕсем çук, йытă хуçисем валли хутаçсем хатĕрленĕ. Лавккара е урамра мĕн те пулин ыйтас тесен пĕртте хăрамалла мар — çыннисем хаваспах ăнлантараççĕ. Ачасен прависене лайăх хÿтĕлеççĕ унта. Пĕр- пĕр пулăма нумайччен сÿтсе яваççĕ. Лавккасем канмалли кунсенче хупă, заправкăсем çеç ĕçлеççĕ. Çимĕçсене маларах туянса хумалла. Кирек хăш кранран та шыв юхтарса савăта илме пулать, кафере е лавккара та ыйтма юрать. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.