Пыл хурчĕсенчен сарай хыçне пытаннă

24 Авг, 2017

Нумаях пулмасть пыл сăпасне уявларăмăр. Ун ячĕпе Муркашра тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Çавăнта тĕрлĕ çĕртен килнĕ хурт-хăмăрçăсем хăйсен хуçалăхĕсенче туса илнĕ çимĕçе сутрĕç. Вĕсен хушшинче пĕр ачана куртăм. «Вăл та хурт-хăмăр ĕçĕпе аппаланать-ши?» — шухăшларăм эпĕ. Ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе унпа пырса калаçрăм.

Костя Тимофеев Элĕк районĕнчи Чулкаç ялĕнче пурăнать, Юнтапа шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренет. Ашшĕпе амăшне вăл темиçе уйăх каялла пулăшма пуçланă. Хальлĕхе ку ĕçре веçех ăнлансах каймасть-ха, çапах мĕн пĕлнине хаваспах каласа кăтартрĕ. Малтан вăл пыл хурчĕсем патне пыма питĕ хăранă иккен. Ашшĕпе амăшĕ вĕллесем патĕнче кĕштĕртетнĕ чухне Костя сăмсине те кăтартман. Анчах пĕррехинче веçех улшăннă. Çуркунне çитсен Костьăн амăшĕ аллине ыраттарнă. Çавăнпа арçын ачан ашшĕне пыл хурчĕсене хĕллехи управран кăларма, тĕп сакайĕнчен пахчана йăтса тухма пулăшма тивнĕ. Вĕллесем йывăр пулсан та Костя ĕçрен пăрăнман. Анчах вĕсене пахчана кăларса лартнипех ĕç пĕтмест. Вĕллесене тасатмалла, вилнĕ пыл хурчĕсене шăлмалла, караспа прополиса пуçтармалла... Пĕр кун çапла ăшталансах иртнĕ. Пыл хурчĕсем сăхасран асăрханса Костя халат, пуçа — сетка, аллине перчетке тăхăннă. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.