Тăван халăхăн пурнăç йывăççи ешертĕр
Чăваш чĕлхи кунĕнче çанталăк уяв майлă килсе тухмарĕ пулин те И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультечĕ вырнаçнă корпусне пырса кĕрсенех диктант çырас кăмăллă йăхташăмăрсем хăйсене хăтлă туйрĕç.
Кăнтăрла тĕлне кунти 201-мĕш аудиторири вырăнсене студентсемпе шкул ачисем /Канаш, Муркаш районĕсенчен килнĕ/, вĕрентекенсем йышăнма тытăнчĕç. Малти пĕр сĕтел хушшине вырнаçнă çулланнă арçын пуçне кĕнеке ăшне чикнĕ те тăрăшсах чăваш чĕлхин правилисене аса илет. Паллашрăмăр: Николай Евгеньев, Шупашкар районĕнчи Шăнкас ялĕнчен. Тивĕçлĕ канура пулин те ял хуçалăх производствинче тăрмашать - дояр. Тăван чĕлхепе диктант çырас акцие пĕлтĕр те хутшăннă иккен. Ун чухне япăхрах паллă илни кăçал хăйне тепĕр хут тĕрĕслеме хĕтĕртнине пытармарĕ хастар чăваш. «Апашри халăх хорне юрлама çÿретĕп, культура çурчĕ валли тĕрлĕ стенд хатĕрлеме хутшăнатăп, тăван чĕлхене начар пĕлсен намăс пек туйăнать», - чунне уçать диктант умĕн ятарласа кĕнекесем туяннăскер.
Акă - палланă сăнсем. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ĕçченĕ Валерий Петров пĕтĕм чăвашпа йĕркелесе ирттерекен мероприятие хутшăнса хамăрăн халăха хисепленине палăртасшăн. Унпа çумăн вырăн тупнă Галина Казакова, Çĕнĕ Шупашкарти Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ 20-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ, пĕлтĕр текста хăй тĕллĕн ларса çырнă та - ушкăнпа çак ĕçе пурнăçлама чылай кăсăклăраххине ăнланса кăçал аудиторие çитме май тупнă. 35 çул педагогикăра вăй хураканскер чăвашлăхшăн куллен çунать.
...Патшалăх тытăмĕнче ĕçлекен пысăк ушкăн пÿлĕме кĕчĕ. Республикăн вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумне Светлана Петровăна пĕрлехи диктант мĕнпе илĕртнĕ-ши?
- Шкулта вĕреннĕ чухнех сочиненисем çырма юрататтăм, лайăх паллăсем илеттĕм. Кулленхи ĕçре чăвашла текстсемпе сайра-хутра кăна ĕçлеме тÿр килет, çапах пĕлÿ шайне чакарма юраманнине ăнланатăп. Ку - пĕрре, çапах та мана çыру акцине кăсăклансах хутшăнма текстпа паллашас килни хистерĕ. Марина Карягина - хăйне евĕр автор. Пирĕн нацишĕн тарăн шухăш палăртакан материал çырма пултарнă-и вăл? Мĕнле паллă илесси çинчен пуçа ватмастăп, çапах «иккех» пулмĕ тесе шанатăп, - терĕ Светлана Владимировна бланкра хушаматне палăртнă май. Диктант çырма килнисене пурне те Чăваш чĕлхи кунĕпе саламларĕ.
Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн аппарачĕн ертÿçи Анатолий Ухтияров уява чун хавалĕпе килсе çитнĕ. Чăваш тĕнчине Илпек Микулайĕпе Валерий Яковлев пек маттурсене парнеленĕ хутлăхра - Шăмăршă районĕнче - çитĕннĕскер хăйне ытти регионсенчен республикăна килекен хăнасен умĕнче те яваплă туять: «Чĕмпĕр, Тутарстан тăрăхĕсенчи хăнасене çăкăр-тăварпа чикĕре кĕтсе илекенсем эпир, Шăмăршăсем. Апла тăк наци туйăмĕ пирĕнте хĕмленсе тăма тивĕç. Йăхташсемпе пĕрле алла калем тытса диктант çырни çак шухăша каланипе танах».
Паллах, тÿре-шара хутшăнни асăннă акци патшалăх ĕçĕ пулнине çирĕплетмест. Диктанта кашниех хăйĕн ирĕкĕпе çырчĕ. Апла пулин те унта чиновниксене те, мал утăмлă усламçăсене те ытларах курас килетчĕ. «Хăйсем паян çакăнта ларса историе лекейменшĕн /пĕтĕм халăхшăн пĕлтерĕшлĕ ĕç тăватпăр-çке!/ ÿкĕнĕç те-и тен? Пирĕн хавхаланăва ăмсанса килес çул айккинче юлмĕç тесе шанатпăр», - терĕ пĕтĕм чăваш диктантне çырас ĕçĕн йĕркелÿ комитечĕн пуçлăхĕ - Гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертÿçи Юрий Исаев.
...Аудитори - лăк тулли. Текста итлемелли вăхăт çитрĕ - пÿлĕм варрине ăна хатĕрленĕ автор Марина Карягина тухрĕ. Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн хастар ĕçченĕн сассине кашни чăваш паллать пулин те çак самантра пуçласа илтнĕн хăлхине чанк тăратрĕ. «Ху çĕклен те - халăхна çĕкле» ятлă диктантри кашни предложение ăша хывма тăрăшрĕ.
- Пысăк яваплăхпа пуçăнтăм çак ĕçе, - терĕ автор çыру ĕçĕ вĕçленнĕ хыççăн. - Ир тăрсан та, каç выртсан та пуçра шухăшсем тĕвĕленчĕç. Калас тенине кашнин чунне çитерес тени тĕпре пулчĕ. Чи пĕлтерĕшли - чĕререн тухнă сăмахăм тĕшĕллĕ пултăрччĕ. Çакăнта пухăннисем «пиллĕкшĕн», парнешĕн çунса килменех. Куçĕсенчен ăнлантăм çакна.
Çак кун Республика вĕренÿ институтĕнче те, педагогика колледжĕнче те, шкулсенче те диктант çырма хутшăнчĕç. Тĕплĕнрех - çитес номерсенчен пĕринче.
Геннадий ВЕРБЛЮДОВ
сăн ÿкерчĕкĕ
Комментировать