Паян Чăваш Енре Раççейĕн патшалăх ялавĕн кунне уявлаççĕ

22 Авг, 2017

Паян Чăваш Енре Раççейĕн Патшалăх ялавĕн кунне халалласа тĕрлĕ мероприяти иртет. Сăмах май каласан, паян республикăн культура учрежденийĕсен çурчĕсен малти енне Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх ялавĕсене çакнине иртен-çÿрен те асăрхарĕ пулĕ. Шупашкарти И. Яковлев проспектĕнче вырнаçнă Пичет çуртне те паян ялав уяв сĕмĕ кÿрет.

Республикăн Культура министерствин пресс-службинче пĕлтернĕ тăрăх, патшалăх ялавĕн кунне халалланă тĕп мероприятисене библиотекăсенче, архивсенче, концерт учрежденийĕсенче, теартсенче, музейсенче йĕркеленĕ.

Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотеки «Пирĕн ялав – Раççей историйĕ, кашни тĕсре хăйĕн символĕ пур» патриотизм панорами уçнă. Раççей символикин историйĕпе паллаштарма унтах экскурс тата пĕлÿ программи ирттернĕ. Антонина Расторгуева библотекарь "Хыпар" издательство çуртне пĕлтернĕ тăрăх, Патшалăх ялавĕн кунне халалланă мероприятисем ĕнер те пулнă. Вĕсене çул çитменнисен Шупашкарти социаллă реабилитаци центрĕнче ĕçлекенсемпе унта пулăшу илекенсем, хулари 75-мĕш тата 106-мĕш ача пахчине çÿрекенсем хутшăннă. Наци библиотеки те, Л.Н. Толстой ячĕллĕ библиотека та Патшалăх ялавĕн кунне тивĕçлипе палăртнă.

Ытти культура учрежденийĕнчен «Хисеп Палли» орденлă вырăс патшалăх драма театрĕ тата Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ информации сехечĕсем йĕркеленĕ. Чăваш наци музейĕ нумизматика коллекцийĕн «Шурă, кăвак, хĕрлĕ – пирӗн ялав» презентаци ирттернĕ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать