Алексей Германовăн - икĕ «ылтăн»

26 Апр, 2014

Суздальте спорт аэробики енĕпе иртнĕ çĕр-шыв чемпионатĕнчен пирĕн ентешсем медальсемпе таврăннă. Ăмăртура 35 регионти 1000 ытла спортсмен вăй виçнĕ.

Ку хутĕнче те чемпионатра Чăваш Енри чи пултаруллă аэробиста, Раççей спорт мастерне Алексей Германова уйрăмах ăннă. Шупашкарти политехника институчĕн студенчĕ команда пухмачне икĕ ылтăн тата пĕр кĕмĕл медальпе пуян­лат­­нă. Вăл «соло» та­­­та «гимнастика платформи» номи­на­цисенче - пĕрремĕш, ушкăнсен тупăшăвĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Республикăри спорт аэробикин федерацийĕн ертÿçин Оксана Дья­чук­­ăн воспитанникĕ çĕрт­­ме уйăхĕнче Мек­сикăра иртекен тĕнче чемпионатне кайма путевка çĕнсе илнĕ. Уяв вăхăтĕнчех çĕр-шыв тата тĕнче чемпионачĕсенче пĕрре мар çĕнтернĕскере пĕлтĕр Пĕтĕм тĕнчери вăйăсенче палăрнăшăн РФ Спорт министерствин Тав хучĕпе чысланă.

Çамрăк спортсменсен ăмăртăвĕнче Катя Алюновăпа Яна Баранова пĕчĕк хĕрсем тĕрлĕ номинацире кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ, Яна Янова спорт мастерĕн нормативне тултарнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.