Парнесем хавхалантарччăр

26 Апр, 2014
Константин Волчинский, Эдуард Максимов, компанин спорт енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Екатерина Геронтьева, ЧР каратэ федерацийĕн ертÿçи Вячеслав Тимофеев.

Чăваш наци музейĕнче «Хальхи наградăсем, парнесем, асăнмалăх япаласем. Регионти ăнăçлă шухăшсем» семинар иртнĕ. Унта тĕрлĕ награда продукцийĕсене хатĕрлес ĕçе аталантарас ыйтусене пăхса тухнă.

Семинар йĕркелÿçи - атрибутика япалисем кăларас енĕпе 22 çул ытла ĕçлекен «Диалог-Конверсия» пĕрлешÿ. Предприятин тĕп тĕллевĕ - хăйсен ĕçне регионсенче йĕркелесси. Çавна май предприяти тĕрлĕ регионта иртекен спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене чысламашкăн наградăсем туса кăларать.

«Кашни регионăн хăйĕн тĕп паллисем пур. Паллах, çак символсем медальсемпе кубоксен çинче пулмаллах. Калăпăр, Чăваш Енре е Шупашкарта иртекен ăмăртусен парнисенче республикăн тата хулан ялавĕсемпе гербĕсен паллисене ÿкернĕ. Вĕсем ку тăрăхри спортсменсен кăна мар, хăнана килекенсен асĕнче те юлĕç», - палăртнă «Диалог-Конверсия» пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕн çумĕ Константин Волчинский.

Пирĕн республикăра наградăсемпе сувенирсен продукцине кăларас енĕпе асăннă пĕрлешĕвĕн официаллă дилерĕ «Информ-Медиа» компани ĕçлет. Кашни парне хăйне евĕрлĕ те илĕртÿллĕ пулмалла. Паянхи отрасльте ахаль диплом-кубокпа никама та тĕлĕнтереймĕн. Çавăнпа çултан çул дизайн енĕпе те, мĕнле япаларан ăсталассипе те çĕнĕ мелсем çуралаççĕ. Хальхи вăхăтра туянакан пĕр-пĕр уяв тĕлне хатĕрленĕ парнене кăмăллать, пĕр-пĕр темăпа çыхăннă сувенир ăсталасси те йăлана кĕнĕ.

«Информ-Медиа» реклама-производство компанийĕн директорĕ Эдуард Максимов та çак шухăшпа килĕшет. «Производство тата персонификаци ĕçĕнче çĕнĕ йышши технологисемпе усă куратпăр. Вĕсем кашни япалана ÿкерчĕкпе илемлетме май параççĕ. Хăйне евĕрлĕ те хитре парнепе саккасçăсемпе туянакансем те кăмăллă», - тет вăл.

«Информ-Медиа» компани пур ĕçе вăхăтра, саккасçăсем ыйтнине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Акă "Хыпар" Издательство çурчĕ çак фирмăпа чылай çул ĕçлĕ çыхăну тытать. Кире пуканĕ йăтассипе "Хыпар" парнисемшĕн ирттерекен турнир валли саккассене пысăк пахалăхпа пурнăçлать.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.