Хыпар» издательство çуртĕнче Токио университечĕн аспиранчĕ Мураками Такенори пулчĕ

17 Авг, 2017

Паян «Хыпар» издательство çуртĕнче хăнара Японири Токио университечĕн ют чĕлхесен факультечĕн аспиранчĕ Мураками Такенори пулчĕ. Кунта вăл И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕпе журналистика факультечĕн доценчĕпе Елена Чекушкинăпа килчĕ. Хăнасене наци медиахолдингĕн директорĕ – тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина ăш пиллĕн йышăнчĕ.

Яппун каччи 20 чĕлхе вĕренет, çав шутра чăваш чĕлхине те ăша хывма тытăннă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш чĕлхипе культурин пĕтĕм тĕнчери çуллахи шкулне çÿреме пуçласан вăл пĕрремĕш заняти хыççăнах чăвашла предложенисем йĕркелеме хăнăхса çитнĕ. Иккĕмĕш занятие 10 предложенирен тăракан текст çырса хатĕрленĕ. Ют çĕршыв аспирантне чăваш чĕлхинче «р» сас палли час-час тĕл пулни тĕлĕнтернĕ, яппун чĕлхинче ку сасса çемçерех калаççĕ иккен.

Пирĕн республикăра Мураками Такенори чăвашла кĕнеке нумай туяннă. «Хыпар» издательство çуртĕнче пулнă май вăл кунта тухса тăракан наци кăларăмĕсемпе паллашрĕ. Татьяна Вашуркина директор – тĕп редактор ăна чăвашла хаçат-журнал асăнмалăх пачĕ. Унсăр пуçне вăл чăвашсен пĕрремĕш наци хаçачĕн, «Хыпар» хаçатăн, историйĕпе паллаштаракан «Хыпар: минувшее и настоящее. Факты. События. Личности. Судьбы» кĕнекене парнелерĕ.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать