Касак ятне ямаççĕ

17 Авг, 2017

Вĕсем — ирĕклĕхе юратакансем, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем. Касаксем мĕн ĕлĕк те пулнă, халĕ те çак община Раççейĕпех анлă сарăлнă. Чăваш Енре те касаксем пурăнаççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчен вара темиçе общество йĕркеленнĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ — республикăн, çĕршывăн аталанăвне хăйсен тÿпине хывасси, ырă кÿресси.

Арбалет

Шупашкар районĕнчи станицăна Андрей Беликов атаман ертсе пырать. Вăл — темиçе йăхри касак. Шăмăш ялĕнче ферма туяннă хыççăн унта лашасем усрама тытăннă. Юлташĕсемпе тата вĕсен çемйисемпе лаша утланса, катаччи чупнă чухне община йĕркелес шухăш çуралнă. 10 çул каялла официаллă майпах çакна пурнăçланă. Янту ялĕнче касаксен станици çĕкленет, унта 70 ытла касак пурăнать. Çурта ытларахăшĕ йывăçран купалать, хальхи хăтлăхсемпе тивĕçтерет.

Андрей Беликов кану базинче касаксемпе джигитовкăна юратакансене тренировка ирттермелли майсем туса панă. Ачасемпе çамрăксем унта тÿлевсĕрех çÿреççĕ. Çавăнта эпĕ тĕлĕнмелле хĕрпе, Шупашкарти Кăнтăр поселокĕнче пурăнакан Глория Яковлевăпа, паллашрăм. Арбалет лашипе тĕл пулма вăл пĕр кун сиктермесĕр çÿрет. Глория унччен Çĕнĕ Шупашкарти лашапа спорт шкулĕнче юртăпа утма, сиккипе пыма хăнăхнă. Унта ăна джигитовкăра хăйне тĕрĕслеме сĕннĕ. Ку мĕн япала иккенне 11 çулти хĕр ача пĕлмен-ха. Канашра джигитовкăпа иртнĕ ăмăртăва илсе кайнă ăна. Спортăн ку тĕсĕпе ытларах арçын ачасем кăсăкланаççĕ пулин те Глорийăна та килĕшнĕ. Малтанах хĕр ача «çамрăк салтакăн курсне» тухнă. Вăл мĕн тетĕр-и? «Лаша пăхтараççĕ, ун хыççăн тислĕк тасаттараççĕ. Çапла майпа кăна чĕр чунпа туслашма, пĕр чĕлхе тупма пулать. Кайран çеç утлан-ма, трюксем пурнăçлама вĕрентеççĕ. Хĕрсем валли ятарлисем пур», — аса илчĕ Глория. Лашасенчен хăраманскере те хăнăхма çăмăлах пулман. «Хĕр ачан вăйсăр аллине кура Арбалет ăна пăхăнасшăн марччĕ, итлеместчĕ. Пĕрех Глория парăнмарĕ, çине тăрса ĕçлерĕ. Вăл лартнă номерсене курма çынсем ятарласа килетчĕç. Ăмăрту хыççăн ун патне пырса: «Маттур эсĕ! Епле хăрамастăн?» — тесе хавхалантаратчĕç», — каласа кăтартрĕ Глорийăн тренерĕ Игорь Максимов касак.

Пĕрремĕш хут Глория Волгоградра иртнĕ Раççей шайĕнчи ăмăртăва хутшăннă. Ун чухне хăйĕн лашипе кайман, лерен панă. Çур çула яхăн кăна джигитовкăпа кăсăкланма пуçланă 5-мĕш класс хĕр ачишĕн 35 çын хушшинче 9-мĕш вырăна тухни питĕ пысăк çитĕнÿ пулнă. Кайран Арбалетпа Сыктывкара, Мускава… çитнĕ, малти вырăнсене йышăннă. Нумаях пулмасть Чул хулара облаçри ăмăртусем иртнĕ. Унтан вăл çĕнтерÿçĕ пулса таврăннă. Пирĕн команда пĕтĕм парнене илсе килнĕ тесен те йăнăш мар: 5 çын — 1-мĕш, 1 ача 2-мĕш вырăн йышăннă.

Чи кирли — шанни

Глория 6 çулта чухне лашасем çинчен кино курнă. Унăн ятне те астумасть ĕнтĕ халĕ, вăл чунне кĕрсе вырнаçнă. Çавăнтанпа хĕр ача ăнланнă — вăл çак выльăхпа ĕçлĕ. «Лаша — илемлĕ, вăйлă, ăслă чĕр чун. Чи пĕлтерĕшли — унпа пĕр чĕлхе тупни, кăмăлсем ларни. Тата, паллах, пĕр-пĕрне шанни. Арбалет шутсăр çиме юратать. Эпĕ ăна валли кашни кун кишĕр илсе килетĕп. Çулла йăран çинчен кăклатăп, хĕлле лавккаран туянатăп. Сахăр та юратать. Анчах кунне 2 катăкран ытла пама юрамасть», — тет Глория. Арбалет — кабардин ăратĕнчен. Ăна Кабарда-Бал-картан илсе килнĕ. Сăрт-туллă вырăнта çуралнăскер темĕнле йывăр условисене те хăнăхать. Ăмăртăва каймалла чухне инçе çула та аванах чăтса ирттерет. Эсир лаша кулнине курнă-и? Арбалет ун пек чухне çÿлти тутине çĕклесе шăлне кăтартать. Глория хушнине итлет вăл. Каласан выртать, ларать, пуçне таять…

Глория акăлчан чĕлхине тарăнрах вĕрентекен Шупашкарти 4-мĕш гимназире 9-мĕш класра пĕлÿ пухать. Шкул хыççăн тÿрех юратнă лашипе тĕл пулма васкать. Çав вăхăтрах уроксем тума та ĕлкĕрет, шĕкĕр «5»-пе вĕренет. Вăл хаваслă, шÿтлеме юратакан хĕр, ăмăртусенче те унăн питĕнче йăл кулă вылять. Глория йывăр трюксем пурнăçлать: йĕнер çинче тăрса «чĕкеç» тăвать, пуç хĕрлĕ те çаврăнать, лашаран çакăнса ярăнать… «Уральская вертушка» текенни — кăткăссисенчен пĕри. Унта лаша мăйĕ тавра çаврăнмалла та лашана утланмалла. Кĕлеткене пиçĕхтермесĕр кунашкал трюксене пурнăçлама çук. Глория пĕчĕкрен гимнастикăна çÿренĕ, çакă ăна халĕ пулăшать. Хĕр пытармарĕ: вăл касак пулма хирĕç мар. Анчах касака качча кайсан кăна ку ĕмĕт пурнăçланать. Пи-кесене, яшсем пек, касака йышăнмаççĕ.

Глорийăн пиччĕшĕ Савелий та джигитовкăпа кăсăкланать, йăмăкне кура вăл та кунта çÿреме тытăннă. Савелий лаша çинче пуç хĕрлĕ те çаврăнать, ĕрĕхсе пынă хушăрах хул пуççи çине те тăрать… Кунашкал ăмăртусене хавшак чĕреллисене пăхма сиенлĕ. Глорийăпа Савелийăн амăшĕ ачисем лаша çинче кутăн-пуçăн çаврăннине курсан мĕн туйнă-ши? «Сана мĕн тума кирлĕ ку?» — тесе ахальтен тĕлĕнмен ĕнтĕ. Ку ыйтва хĕрĕ çапла хуравлать: «Киленÿ илетĕп. Уйрăмах ăмăртăва хутшăннă чухне. Мĕн тери драйф, адреналин ку! Кун пеккине тек ниçта та туйма çук».

Хресчен те, салтак та

Чăваш Ен касаксен тăрăхĕ мар пулин те çыхăну пĕрех пур. Шупашкар районĕнчи общинăн штаб пуçлăхĕ Виктор Архипов казачество йĕркеленĕвĕнче чăвашсем те тÿпе хывнах тесе шухăшлать. Ара, касаксен сăмахĕсем те чăвашла илтĕнеççĕ мар-и? «Сăмахран, «атаман» тени — «атте ман», касаксен пĕрремĕш станици Черкассы — «чĕре касси» тениех вĕт», — ĕнентерет Виктор Кириллович. Историрен паллă: пирĕн республикăри хăш-пĕр юхан шыв хĕррипе Руç чиккине касаксен отрячĕсем хуралланă. Вĕсенчен чылайăшĕ кунтах тĕпленнĕ. Çапла республикăри чылай районта вырăс ялĕсем йĕркеленнĕ, вĕсен никĕслевçисем касаксем пулнă тесе çирĕплетеççĕ.

Касак пĕр вăхăтрах çар çынни те, хресчен те. Тăнăç вăхăтра çĕр ĕçĕпе тăранса пурăннă, вăрçă пуçлансан вара салтаксемпе пĕр тан Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ. Анчах пурнăçĕпе йăли-йĕрки ыттисенчен уйрăларах тăнă.

Касакăн Турă хушнă 10 халала пăхăнмалла. Çав шутра ашшĕ-амăшне, аслисене сума сумалла, хăйĕн халăхне юратмалла, йăлисене пĕлмелле, ыттисене хисеплемелле тата ытти те.\

Тупа туса

Кам касак пулаять? 18 çул тултарнă кирек епле яша та касака йышăнаççĕ. Анчах кăмăл пурри кăна çителĕксĕр, тĕрĕслев витĕр тухмалла, хăвна лайăх енчен кăтартмалла. Общинăри ватă та сумлă çынсем малтанах унпа калаçаççĕ, йăлтах ыйтса пĕлеççĕ. «Тупăш курас тетĕн тĕк эсир йăнăш çулпа килнĕ», — теççĕ. Касак — чун ыйтнине, православи тĕнне ĕненекен çын. Виктор Кириллович каланă тăрăх, аякран килекенсем сахал, ытларах касаксен пĕлĕшĕсемпе юлташĕсем общинăна кĕреççĕ. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.