Етĕрне больници — чи лайăххи

15 Авг, 2017

Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Халăх фрончĕн «Пахалăха халăх хак парать» проектпа килĕшÿллĕн ирттернĕ сăнавпа тĕрĕслев ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ.

Халăх тĕрĕслевçисем республикăри пилĕк поликлиникăра — Шупашкар, Етĕрне, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Вăрмар районĕсенчи тĕп больницăсенче — пулнă. Сиплев учрежденийĕсен пациентсен кăмăлĕ тулнине, хăтлăха, информаципе туллин тата уççăн усă курма май пуррине, тухтăр патне кĕме кĕтсе ирттернĕ вăхăта, медицина ĕçченĕсем ырă сунса кĕтсе илнине тĕпе хурса хакланă.

Тĕрĕслеве лекнĕ поликлиникăсенчен Етĕрне районĕнчи тĕп больница чи лайăх паллăна тивĕçнĕ. Халăх тĕрĕслевçисем палăртнă тăрăх — кунта чирлисене питĕ вашават кĕтсе илеççĕ, медицина пулăшăвĕпе вăхăтра тата пысăк пахалăхпа тивĕçтереççĕ. Больница коридорĕсенче шыв лартса панă, çемçе пукансем вырнаçтарнă, пациентсем хăйсене кирлĕ тухтăрсене те хăвăрт шыраса тупаççĕ: кашни пÿлĕм алăкĕ çумĕнче çул кăтартмăш çакăнса тăрать. Тĕрĕслевçĕсем çитменлĕхсен шутĕнче тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем йышлине тата тухтăр патне кĕме нумай вăхăт кĕтмеллине палăртнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.