Республикăри çичĕ районта çĕрулми кăлараççĕ

14 Авг, 2017

Республикăри çичĕ районта хальхи вăхăтра çĕрулми кăлараççĕ. Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев правительство членĕсемпе паян ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ тăрăх, "иккĕмĕш çăкăра" 38 гектар çинчен 853 тонна кăларса пуçтарнă. Кунсăр пуçне хуçалăхсем выльăх апачĕ хатĕрлессипе те, кĕр аки валли çĕр хатĕрлессипе те малалла ĕçлеççĕ.

Ял хуçалăхĕнче паянхи тĕп ыйту вырма пулнăран паянхи канашлура ĕççи тĕп вырăн йышăннă. Вырмана мĕнпур районта тухнă. Комбайнсем çĕр нÿрĕккине пула кăçал хире кая юлса тухрĕç. Тыр-пула вăхăтра çапса тĕшĕлесси çеç мар, ăна йĕркеллĕ упрасси те пăшăрхантарать паян хресчене. Тухăç вара савăнтарать: гектартан вăтамран 30,9 центнера ларать. Вăрнар, Красноармейски, Вăрмар, Çĕрпÿ районĕсенче 35 центнер ытла тухать.

Кĕрхисене кăçал 105 пин гектар акма палăртнă май çĕр хатĕрлессипе çине тăраççĕ. Планпа палăртнин 61,2 процентне сухаласа хатĕрленĕ. Канаш, Шупашкар тата Çĕмĕрле районĕсенче мĕнпур лаптăкăн 80 ытла проценчĕ кĕр акине хатĕр.

Рубрика: 

Комментировать