Финанс пĕлĕвне ÿстерĕç
Граждансен финанс пĕлÿлĕхне — халăхăн çителĕклĕ пурнăç шайĕ шăпах унран нумай килет — ÿстересси Раççей Банкĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать.
Раççей Банкĕ пуçарнипе çĕршыври 72 регионта финанс пĕлĕвĕ пама пуçланă. Ку предметăн хăш-пĕр пайне шкул программине кĕртнĕ, ăна обществознани тата экономика урокĕсенче е хушма предмет пек вĕрентеççĕ, «Финанс пĕлÿлĕхĕн никĕсĕ» учебник кăларнă. Унпа авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Енри икĕ вĕрентÿ заведенийĕнче — Сĕнтĕрвăрри хулинчи гимназире тата Патăрьел районĕнчи вăтам шкулта — ачасене вĕрентме пуçлама палăртнă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен çавăн пекех Шупашкарти 24-, 30-, 48-мĕш шкулсенче финанс пĕлÿлĕхне вĕрентÿ ĕçне сăнав шайĕнче кĕртме хатĕрленеççĕ.
Çулталăк вĕçленнĕ тĕле ку проекта Раççей Федерацийĕнчи мĕн пур субъектри 500 яхăн шкулта ĕçлеттерсе яма палăртаççĕ.
Комментировать