- Чăвашла верси
- Русская версия
Мăн Ямашра мĕн çĕрет?
Фермер пăнтăхнă пахча çимĕçе масар çывăхне тăкать
Ырă кун пултăр, редакци ĕçченĕсем. «Çамрăксен хаçатне» эпĕ 7-8 çул çырăнса илетĕп. Кашни номерне сиктермесĕр вулатпăр. Темĕнле ыйту та хускататăр эсир. Тахçанах юратнă кăларăма çыру ярас шухăшпа пурăнтăм. Чан Тарукĕн калавĕсене çырса кăлараççĕ те, нивушлĕ манăн çырăва айккинче хăварĕç-ши? Хам ятран çеç мар, пĕтĕм ял-йыш ячĕпе çыратăп.
Хаçатăн 25-мĕш номерĕнче «Чуна уçса калаçар» рубрикăра «Çут çанталăка упрасси — кашнин тивĕçĕ» статьяна вуларăм. Вăт маттурсем! Тăрăшаççĕ, йывăç лартаççĕ, тавралăха упраса хăварассишĕн çунаççĕ. Пирĕн тăрăхра пачах урăхла ÿкерчĕк. Эпир Элĕк районĕнче Мăн Ямашра пурăнатпăр. Вырăнти хуçалăх тахçанах арканнă. Унăн çĕр лаптăкĕсене Кивуй ялĕнчи пĕр фермер илнĕ. Вăл çĕр улми, купăста, тĕш-тырă туса илет. Кĕркунне вĕсене пуçтарсан Мăн Ямаш ялĕнчи складра упраççĕ. Тĕрлĕ им-çампа сапнă, шăварнă пахча çимĕç вăрах упранмасть. Çуркуннеччен сутăнманнине уçă вырăна тухса тăкаççĕ. Хĕллехи вăхăтра юр айĕнче курăнмасть-ха. Çуркунне çитсен, юр кайса пĕтсен, çĕр улми, купăста «тăвĕсем» курăнма пуçлаççĕ. Ял еннелле çил вĕрсен çĕрĕк шăрши сăмсана çурать. Çи-пуçа та туххăмрах шăршă çапать. Кĕпе-йĕм çусан анкартине çакма май çук. Кăçал çав çÿп-çап купипе юнашар ÿсекен йывăçсем хăрчĕç. Çумăр çусан çавăнти таса мар каяш çырмана юхать. Унтан — Выла юхан шывне, кайран Атăла каять. Вăт çапларах экологи пирĕн патра. Аслă Мăнкун хыççăн чылайăшĕ Ямаш масарне килет. Хуларан, ытти регионтан та çитеççĕ. Пурте çÿп-çап купине курса тĕлĕнеççĕ. Вăл масар çывăхĕнчех выртать-çке. Йĕри-тавра тирпейсĕрлĕх хуçаланать. Мĕн кăна выртмасть пуль унта? Хуçалăх базипе юнашар кÿлĕ пур. Ун хыçне тем те пĕр тăкнă. Çакăнтах ял кĕтĕвĕ çÿрет. Выльăх-чĕрлĕх суранланма та, наркăмăшланма та пултарать вĕт. Кăçал пăрулайман ĕне нумайланчĕ. Виçĕм çул пĕр прицеп çĕрнĕ çĕр улмине таса уя, вăрмана кайса тăкнăччĕ. Çав купа кĕркуннеччен шăршланса выртрĕ. Мĕнле пурăнаççĕ-ши хуçалăх ертÿçисемпе унта ĕçлекенсем? Килĕнче те çавăн пек тирпейсĕрлĕх хуçаланать-ши?
Çул-йĕр пирки те сăмах хушмасăр чунăм чăтмасть. Мăн Ямаша килекен пĕртен-пĕр çула çав хуçалăха пыракан пысăк фурăсем çĕмĕрсе пĕтерчĕç. Кам юсаса парĕ пире ăна? Васкавлă медпулăшу машини те, Шупашкартан килекен автобус та аран-аран, тимĕр шапа пек, шăваççĕ. Çавăн пекех Çамрăксен урамĕнче пурăнакансем хăйсен çĕрĕсем патне çитеймеççĕ. Çула фермер хуçалăхĕ пÿлнĕ. Кам ирĕк панă? Утă-улăм тиесе килсен Мăн Ямаш урамĕсемпе 3-4 çухрăм тухмалла. Ял халăхĕ пухусенче çак ыйтусене темиçе те çĕклерĕ. Анчах пире илтмĕш тăваççĕ. Нумаях пулмасть Мускав облаçĕнчи Балашиха хули патĕнчи свалкăна çынсем ыйтнипе хупрĕç. Нивушлĕ пирĕн ялти çÿп-çап купине тĕп тума май çук? Çĕртмен 15-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин «тÿри лини» ирттерчĕ. Ун патне шăнкăравласа ыйту пама та шухăшларĕç Ямашсем. Çак çырăва вуласан кам та пулин кирлĕ йышăну тăвĕ-ши?
ПĂШАТАН.
Элĕк районĕ.
Мăн Ямаш ялĕ.
Ят-шывне палăртма шикленчĕç
Çак çыру редакцире ĕçлекенсене те хытах хумхантарчĕ. Автор ят-шывне палăртма шикленсе «Пăшатан» тесе çеç çырнă, ял çыннисенчен никам та алă пусман пулин те çырăва айккине сирсе хумарăмăр. Ăна хатĕрлесе хаçатра пичетленипе те çырлахма пулатчĕ-и тен? Çук, капла май килмест. Мăн Ямашсене пулăшас тĕллевпе çийĕнчех вырăна çитме тĕв турăмăр.
Чи малтан Шĕмшеш ял тăр ă х ĕ н а д м и н и с т р а ц и й ĕ н ч е ĕçлекен специалистсемпе çак ыйту пирки калаçрăмăр. Вячеслав Марков ял тăрăхĕн пуçлăхĕн пуканне пĕр уйăх çурă каялла йышăннă. Хăй каланă тăрăх, вăл ку ыйтупа Сергей В. фермерпа пĕрре мар калаçнă. Лешĕ çĕрĕке текех унта тăкмасси, çав вырăна тасатасси пирки сăмах панă, анчах çак тарана çитсе лару-тăру улшăнман. Шĕмшешрен Мăн Ямаша çул тытрăмăр.
Ял илемлĕ тăрăхра вырнаçнă. Ку таврара пĕве-кÿлĕ нумай, вăрман та аякра мар. Çанталăк уяр та типĕ тăнăран ял çыннисенчен чылайăшĕ хирте утă типĕтетчĕ. Лавккасенчен пĕри çеç уçăччĕ, çавăнта курма май килчĕ те Мăн Ямаш çыннисене. Ят-шывне палăртма хăрарĕç пулин те чунне ыраттарса калаçрĕç вĕсем. «Çиллĕ çанталăкра таврана калама çук япăх шăршă сарăлать. Аякран килекенсем: «Сирĕн ялта мĕн çĕрет?» — тесе ыйтса халтан яраççĕ. Фермер хăйĕн складĕнчи пăнтăхнă пахча çимĕçрен Эльбрус тăвĕ хăпартасшăн-ши? Кашни çул тăрăшсах купалать», — чунне ыраттарса калаçрĕ 70 çулсенчи хĕрарăм. Çав тери хăратса çитернĕ-ши ку ял çыннисене — хайхи çĕрĕк, çÿп-çап куписем патне илсе кайма шикленчĕç. Çапах алла ручкăпа хут тытса редакцие çыру шăрçалама хăюлăх çитерни те аван. «Пирĕн çакăнтах пурăнмалла-çке, çăвара ытлашши карса тăшман тупас килмест», — калаçăва малалла тăсрĕ тепри.
Кăпăкланса пĕвене юхать
Масар — таса вырăн. Анчах ку ялти çăва çине уяр çанталăкра та машинăпа çитме çук. Юрать, çав кун «Нивăпа» çула тухнăччĕ, шăтăк-путăка парăнтарса çав вырăна аран кĕтĕмĕр. Çимĕке килсен, çынна пытарнă чухне машинăсене ансăр çул çине лартса хăвараççĕ те çуран утаççĕ-мĕн. Масар айккинче тасахчĕ. Умĕнчи ÿкерчĕк вара… Ку тарана çитсе республикăн нихăш кĕтесĕнче те унашкаллине курман. Автор çырура тĕрĕсех палăртнă. Пахча çимĕç çĕрĕкне ÿкерес тесе патнерех пытăмăр та — ырă мар шăршă сăмсана çурчĕ, сывлăша пÿлчĕ. Ун çийĕн мăнтăр симĕс шăна-пăван сĕрлет. Çывăхри шурă-симĕс тĕслĕ шыв кÿлленчĕкĕсене çĕпре хушнă тейĕн: кăпăкланса йÿçсе хăпарнă, ырă мар шăршă кăларать. Çĕрĕк çимĕç купи таçта çитиех тăсăлать, ăна кашни çулах пĕр вырăна тăкнăран сăрт-ту пекех курăнать. Çулăн икĕ айккипе те мăян-вĕлтĕрен ашкăрать. Чăнах та, вырăнти тасамарлăх пирки çыру авторĕ тĕп-тĕрĕс çырнă. Тăван кĕтесри тавралăх хăрушлăхра пулни камăн чунне ан ыраттартăр? Масар çывăхĕсĕр пуçне çĕрĕк тăкмалли урăх вырăн çук-шим? Кÿлĕ хыçĕнче те çÿп-çап сапаланса выртать, çакăнтах кĕтÿ çÿрет. Сергей В. фермер ку тăрăхра гектарĕ-гектарĕпе çĕр улми, купăста чылай çул çитĕнтерет. Çĕре пушă вырттармасăр унпа тухăçлă усă курни аван-ха. Хуçалăха мăшăрĕпе Галинăпа тытса пыраççĕ. Сергей В. вырăнта çукчĕ. Галинăпа та телефонпа кăна çыхăнма май килчĕ. «Эпĕ килĕшетĕп сирĕнпе. Ниепле те ал çитеймерĕ пирĕн. Çĕрĕке кашни çулах тăпрапа хуплаканччĕ, кăçал пĕтĕмпех витеймерĕмĕр. Çула пирĕн пата килекен машинăсем пăсаççĕ тенипе вара килĕшместĕп. Пĕр çул çеç кунта, унпа пурте çÿреççĕ. Иртнĕ çул ăна çумăр çунă кун сапларĕç те вăл хăвăртах арканчĕ. Эсир ял халăхĕпе кăсăкланмарăр-и? Сирĕн пата çăхав çырса лариччен мĕншĕн ĕçе тухмаççĕ вĕсем?» — терĕ Галина.
Мăн Ямашсен çивĕч ыратăвĕ пирки районти экологи тата ял хуçалăх управленийĕн пай пуçлăхĕпе Анатолий Прохоровпа та калаçрăмăр. «Эпĕ хам кайса курман, çавăнпа пĕлместĕп. Тен, Сергей В. çав çĕре сутăн илнĕ? Унпа мĕнле кирлĕ — çапла усă курма пултарать. Пĕлетĕр-и эсир: улма-купăста çĕрĕкĕ вăл — органика удобренийĕ», — çакнашкал хуравпа шалтах тĕлĕнтерчĕ Анатолий Иванович. Малалла вулас...
Комментировать