- Чăвашла верси
- Русская версия
Амăшĕ çĕре кĕнине ача чухнех пĕлнĕ
18 çулти Владимир Чернов, Калининград облаçне алла специальноç илме тухса кайнăскер, карап çинче моторист тивĕçĕсене пурнăçланă. Аякри тăрăхра вăл илемлĕ те хÿхĕм Светланăпа паллашнă. Икĕ çамрăк юрату туйăмĕпе çунатланнă. Пĕрле пурăнма пуçласан вăхăт нумай та иртмен — мăшăр йыш хушăнасса пĕлнĕ. Тухтăрсем пулас амăшне сывлăхĕ хавшакрах пулнăран ача çуратмашкăн тăхтама ыйтнă. Анчах пике лайăххине ĕненнĕ: варти пепкине пурнăç парнеленĕ. Амăшĕн телейне çителĕклĕ туйса илеймен Светлана икĕ эрнерен ĕмĕрлĕхех куçне хупнă...
Ашшĕне тете тесе чĕннĕ
Тин çеç çуралнă хĕр пĕрчине Владимир пăхса ытарайман. Ăна усрава илме кăмăл тăвакансене те хирĕçленĕ. Арçын тĕпренчĕкĕпе тăван килне, Елчĕке, таврăннă. Юратнă мăшăрне асăнса вăл хĕрне Светлана ят панă, ăна хăех пăхнă, апатлантарнă, шыва кĕртнĕ. Асламăшĕ те мăнукне кăмăлтан утьăкка сиктернĕ.
Ашшĕ хĕрне çулталăк тултариччен алăран яман. Пĕчĕкскере ача-пăчана çитермелли хутăшпа апатлантарнă. Ун чухне, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, ăна пур лавккара та туянма май пулман. Светланăн шоферта ĕçлекен аслашшĕ кăна, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тăтăш пулнăскер, çав хутăша туянма пултарнă.
Владимирăн Калининград облаçĕнче малтанхи арăмĕнчен çуралнă ывăлĕ çитĕннĕ. «Эпĕ ача чухне атте çав çемьепе яла килсе кайнăччĕ. Пиччепе паллашрăм, унпа часах пĕр чĕлхе тупса вылярăмăр. Тек яла килмен вĕсем. Атте эпĕ çулталăк тултарсан Мускава ĕçлемешкĕн тухса кайнă та пирĕнпе çыхăну тытман. Халĕ пиччепе соцсетьре хутшăнатпăр», — каласа кăтартрĕ Света. Хĕрача хăйне опекăна илнĕ асламăшне анне тесе чĕннĕ. Хăйне пурнăç парнеленĕ хĕрарăм çĕре кĕни пирки вăл мĕн пĕчĕкренех пĕлсе çитĕннĕ.
Света часах пуплеме пуçламан, чĕлхи 4 çулта кăна уçăлнă. Тÿрех предложенисемпе калаçма тытăннă хĕрача кĕске вăхăтрах вулама вĕреннĕ, аллинчен кĕнеке яман. Ултă çула та çитменскер шкулта вĕренес ĕмĕтпе çунатланнă. Учитель тепĕр çултан çеç килме хушсан Света куççульпех йĕнĕ. Анчах букварь парнелесен пĕчĕкскерĕн сăнĕ кулăпа çуталнă.
«Авăнăн 1-мĕшĕ асран тухмасть. «Эсĕ вĕренÿре еплерех ĕлкĕрсе пыни пĕлтерĕшлĕ мар, анчах пирĕн йăха намăслантарсан асту: килте пиçиххи çакăнса тăрать», — анне сăмахĕсем халĕ те хăлхара янăраççĕ. Çирĕп чунлăскерччĕ вăл, мана сивĕ сăмах каласа нихăçан та кÿрентермен. Хамăн пурнăçшăн явап тытма вĕрентрĕ. Паллах, эпĕ тăрăшаттăм, дневникре «5» паллă çеçчĕ», — хаклă çыннине ăшă сăмахпа аса илчĕ Света. Хĕр яланах вĕренÿ пирки шухăшланă, аттестатра шĕкĕр «5» пултăр тата аслă шкулти бюджет уйрăмне вĕренме кĕмешкĕн ĕмĕтленнĕ.
Тантăшĕсем кулнă
Ашшĕ тăван тăрăха сайра хутра кăна килкеленĕ. Çавна май районти опекăпа попечительлĕх органĕн ĕçченĕ Светăн асламăшне ывăлне ашшĕн правинчен хăтарма сĕннĕ. Ватăскер куляннă, тăван ачипе çапла хăтланасшăн пулман. Арçын яла таврăнсан унпа кун пирки тĕплĕн калаçнă, Владимир турткалашса тăман — хăйне ашшĕн правинчен хăтармашкăн ыйтса çырнă. Суд Света хăр тăлăх пулнине çирĕплетнĕ. Ашшĕ сайра хутра кăна килсе çÿренин сăлтавĕпе кăсăкланман хĕр пĕрчи. «Атте маншăн ют çын пекехчĕ, эпĕ унпа юнашар ÿсмен-çке. Ăна пĕрремĕш хут курсан Вова тете тесе чĕнтĕм. Асанне кун пирки асăрхаттарнă хыççăн вара атте теме хăнăхрăм», — каласа кăтартрĕ Светлана.
Света киле парса янă ĕçсене хăй тĕллĕнех пурнăçланă, асламăшĕ уроксене юнашар тĕрĕслесе ларман. Спортпа туслă хĕрача футболла выляма кăмăлланă, пĕр урамри юлташĕсемпе тăтăшах мечĕк хыççăн чупнă. Пĕр вырăнта ларма хăнăхманскер тантăшĕсемпе выляс тĕллевпе кÿршĕ яла та хăй тĕллĕнех çитнĕ. Пĕррехинче асламăшĕ Светăна полици ĕçченĕсемпех шырама тухнă. Урамра хĕрача хăйне çаврăнăçуллă та хаваслă тытнă-ха, шкулта вара час-часах йĕнĕ. Пĕчĕкскерĕн чунне пĕр класра вĕренекенсен йĕплĕ сăмахĕсем çав тери хытă амантнă. «Санăн аннÿ вилмен, вăл манăн аттепе пурăнать!» — йĕкĕлтешнĕ хăшĕ-пĕри. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче çапла айванла шÿтлеме пăхнă тантăшĕсем. Кун пирки хĕрача асламăшне шарламан, ватăскере кулянтарас темен. 7-мĕш класра Света тепĕр шкула куçмашкăн шут тытнă, директорпа хăех калаçнă. Асла-мăшĕ унăн шухăшне ырламанни те Светăна тĕллеврен пăрăнма чарман.
Çĕнĕ вĕренÿ çулне Светлана Елчĕкри 1-мĕш шкулта пуçланă. «Унта тинех мана асăрхарĕç, эпĕ уçăлтăм. Класри ачасемпе ытларах калаçрăм, староста тивĕçĕсене пурнăçларăм. Унччен те уяв-концерта хутшăнаттăмччĕ-ха, ку шкулта вара пĕр мероприятие те сиктермерĕм», — чунне уçрĕ пике. 5-мĕш класранпах Елчĕкри искусствăсен шкулĕнче ăсталăхне туптанăскер аккордеон, гитара калама вĕреннĕ. Вĕрентекенсем мероприятисене хутшăнма сĕнни те Светланăна хавхалантарнă. Педагогсем каланипе вăл 9-мĕш класс хыççăн Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине çул тытма шухăшланă. Анчах асламăшĕ хирĕçленĕ. Чăваш чĕлхипе литературине кăмăллакан пике малалла педагогика класĕнче пĕлÿ илнĕ.
Шкулпа сыв пуллашсан юрра-кĕвве юратакан Света И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетне çул тытнă. Асламăшĕ мăнукне медицина енĕпе кайма сĕннĕ, анчах Светлана çирĕп тăнă: «Эпĕ артист пулатăп!» Вăл суйланă факультетра артистсене те хатĕрленĕ. Пултарулăх экзаменне Светлана чăваш тумĕпе, йăлтăртатакан вĕр çĕнĕ калушпа çитнĕ. Юрласа, ташласа, аккордеон, гитара каласа, сăвă вуласа пысăк бала тивĕçнĕ. Юрăçсене хатĕрлекен уйрăмра вĕренекен пике иккĕмĕш курсра чăваш халăхĕн фольклорĕпе кăсăкланма пуçланă.
Аслă шкулта пултаруллă студентка конференцисене хутшăннă, республика тулашĕнче иртнĕ тĕрлĕ конкурсра университет чысне хÿтĕленĕ. Преподавательсем яланах хавхалантарнă, айккине уйăрса хăварман ăна. Хастарлăхĕпе тăрăшулăхне кура Светлана ЧР Пуçлăхĕн тата РФ Правительствин стипендийĕсене тивĕç пулнă.
Пысăк çухату
Канмалли кунсенче Светлана яла васканă. Асламăшĕ вăл таврăнасса кашнинче хапха умĕнчех кĕтнĕ. Малалла вулас...
Комментировать