Ака уйăхĕнчи çанталăк

25 Апр, 2014
Уйăхăн улттăмĕш кунĕнче тăрнасем кăшкăрсан çĕр ĕçченĕшĕн çул ăнăçлă килет.
Ака вĕçĕнче каçсем уяр, çăлтăрлă тăрсан çав çул тухăç вăйлă пуласса кĕтмелле.
Ака уйăхĕ шывпа, çу - курăкпа пуян теççĕ.
Апрель ăшă, хĕвеллĕ тăрсан май сивĕ килет имĕш.
Аслати авăтмасăр ăшă килмест теççĕ.
Хурăн шывĕ тулăх юхсан çулла çанталăк çумăрлă тăрать.
Чĕкеçсем кăнтăртан ирхине вĕçсе килсен çанталăк уяртать.
Çирĕк çулçă маларах кăларсан çу йĕпе пулать, хурăн иртерех /пуçласа/ çулçă кăларсан çу типĕ килет теççĕ.
Вăрăмтуна çуркунне ир вĕçсе тухсан çанталăк уяртать.
Хурама чечеке вăйлă ларсан хуратул ăнса çитĕнет.
Шапа кваклатма тытăнсанах акана тухма васка.
Ваттисем çапла калаççĕ, апрель пуçламăшĕнче юр выртать-ха, уйăх вĕçĕнче вара курăк ешерет.
Çĕрле уяр çанталăк тăрсан тăм ÿкессе е çĕр шăнасса кĕтмелле.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.