Çăлтăрсем патне паян велосипедпа çитме пулать

12 Авг, 2017

Чăваш ятне тĕнче шайне кăларнă çынсенчен пĕри, СССР летчик-космонавчĕ Андриян Николаев çăлтăрсем патне улăхнăранпа 55 çул çитнĕ ятпа паян, çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче, «Çăлтăрсем патне» ВелоКаç йĕркелĕç.

«Йĕп çинчи хĕвел» велоюхăм йыхравне хутшăнакансем тĕнче уçлăхне çитнипе çыхăннă вырăнсенче пулĕç. Çавна май вĕсем 17 çухрăма çĕнĕç.

Старта тухас текенсене Шупашкарти арçынсен мăнастирĕ патне чĕнеççĕ. Унтан велоколонна «Константин Иванов урамĕ – Афанасьев урамĕ чарăну – ЧПУн тĕп корпусĕ – Крылов академик урамĕ – Коммуналлă слобода (Владимир тăвĕ) – Граждан урам çул çаври – С.П. Королев академик урамĕ («Байконур» микрорайон)» маршрутпа çула тухĕ. Канса илнĕ хыççăн «Граждан урам çул çаври – Тĕп пасар – Ю.А. Гагарин палăкĕ – А.Г. Николаева хисеплесе лартнă паллă – А.Г. Николаев паркĕ – Калинин тата Николаев урамĕсем хĕресленнĕ вырăнти А.Г. Николаев палăкĕ» маршрутпа Чăваш наци конгресĕ патен пырса чарăнĕç. ВелоКаç 22 сехетре вĕçленĕ.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать