- Чăвашла верси
- Русская версия
«Çамрăксене кĕтетпĕр»
«Пирĕн ялта, Уй Пилемĕчре, 1 ĕне, 2 лаша усраççĕ», — терĕ Карапаш ял тăрăхĕн депутачĕ Любовь Почемова ман ыйтăва хуравласа. Çакна илтнĕ хыççăн ку тăрăха çитсе килес шухăш çуралчĕ.
Упăте ялĕ
Йывăç айне путнă ял питех палăрсах та каймасть. Йĕри-тавра вăрман, уçă сывлăш, шăплăх, таврара кайăк сасси çеç илтĕнет. «Санатори-курортра пурăнатăр эсир», — терĕм ял çыннине сывлăх суннă май. Ял уявне хатĕрленме пуçтарăннăскерсемпе часах пĕр чĕлхе тупрăм. Калаçу çăмхине малалла сÿтрĕмĕр те сÿтрĕмĕр.
Хăй вăхăтĕнче çак ял та кĕрлесе тăнине пĕлтерчĕç вĕсем. «Эпĕ 1954 çулта качча килтĕм кунта, — терĕ 86 çулти Нина Почемова. — Ун чухне 52 килччĕ. Урам тулли халăх утатчĕ. Пĕр çулхине пĕрремĕш класа 17 ача кайрĕ. Кунтах вĕренчĕç: клубра, куç пăхакан çуртра. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытатчĕç: икшер ĕне, нумай сурăх усранă».
Аслă ăру палăртнă тăрăх, Уй Пилемĕчре «Опыт» колхоз-миллионер пулнă. Кунтах чăх-чĕп фабрики, кирпĕч завочĕ, хăмла пахчи, ĕне, лаша, сурăх фермисем, утар йĕркеленĕ. Кроликсем те тытнă. Ял çынни хуçалăхра ĕçлесе ĕмĕрне ирттернĕ. Паян вара колхоз та çук, хушма хуçалăх тытса пыракан та 3-4 çын çеç. Ялта ватăсем кăна. Ача-пăча сасси те илтĕнмест. Чи ватти — Нина Почемова, чи çамрăкки — Галина Памикова. Вăл тивĕçлĕ канăва тухайман-ха. Шăпах вĕсем мăшăрĕпе ĕне тытаççĕ. Сăмах май, мăшăрлă пурăнакан та вĕсем çеç. Ыттисем пурте хăраххăн: е упăшки, е арăмĕ пурнăçран уйрăлнă май пĕчченех кун кунлаççĕ.
Ял хăçан тата мĕнле пуçланса кайнине ыйтрăм ватăсенчен. Вăл хăçан йĕркеленнине никам та калама пултараймарĕ. Мĕнле пуçланса кайнине ытларах вырăсла варианчĕпе /Дивлетгильдино/ çыхăнтарчĕç. «Кивçуртра Дивлет ятлă тутар тата унăн арăмĕ Гильдино пурăннă теççĕ, — пуçларĕ хăйĕн сăмахне Валентина Васильева. — Шыв çукран вĕсем кунта куçса килнĕ пулать. Çавăнтан ял пуçланса кайнă».
«Мĕншĕн чăвашла Уй Пилемĕч?» — ыйтрăм кăсăкланса. «Уй «поле» ăнлавпа, Пилемĕч вара «пил» сăмахран», — пулчĕ хурав. Юнашарах Вăрман Пилемĕч ялĕ те пур. Вăл Уй Пилемĕчрен йĕркеленнине каларĕç ватăсем.
Иван Дубановăн «Географические названия Чувашской Республики» кĕнекинче Уй Пилемĕч пирки çапла çырнă: «1999 çулта 33 кил пулнă, 67 çын пурăннă. 2002 çулта — 31 кил, 64 çын. «Список селений Казанской губернии» кĕнекере палăртнă тăрăх, 1897 çулта 124 çын пурăннă. Çак тăрăхсенче Оболенский, Девлеткильдеев, Тенишев кнеçсен хуçалăхĕсем пулнă. Çапла майпа ял ячĕ Девлеткильдеев дворянсен хушаматĕнчен йĕркеленме пултарнă».
Халĕ кунта — 38 кил. 13 çуртра 17 çын /хĕлле те, çулла та/ пурăнать, ыттисем пушă. Халăхра Уй Пилемĕче Упăте ялĕ теççĕ. «Ку тĕлĕшпе çакнашкал халап çÿрет, — сăмах илчĕ Маргарита Александрова. — Ĕлĕк ялта пĕр хресчен нумай лаша тытнă тет. Пĕр лаши ире хирĕç ялан тарланине асăрханă вăл. Хуçан вара унпа суха тумалла, ытти ĕç пурнăçламалла-çке. Çĕрле лашапа кам çÿренине пĕлме арçын выльăха тикĕтпе сĕрнĕ. Чăн та, çакланнă хайхискер. Юлан ута утланса чупаканни çын мар, упăте пулнă. Вăл тикĕт çумне çыпăçса ларнă, ниепле те хăйпăнайман. Тарăхса çитнĕскер: «Çак ял 40-50 килрен ытла ан ĕрчетĕр», — тесе ылханнă пулать. Чăн та, халапри пекех йыш питех хушăнаймасть».
Пĕр çемьери пек
Пĕчĕк хуранăн тĕшши тутлă пулсан пĕчĕк ялăн вара çыннисем туслă. Тăваттăмĕш çул вĕсем пĕрле пуçтарăнса ял уявне палăртаççĕ. Паллă кун тĕлне кил-çурт таврашне, урама тирпей-илем кĕртеççĕ. Паллах, клуб çук кунта. Ял-йыш хăй ăсталанă сцена умне пухăнать. Сăмах май, ытти уява та çакăнтах ирттереççĕ вĕсем. Çанталăк япăх пулсан пĕр-пĕрин патĕнче сăйланаççĕ. «Эпир пĕр çемьери пек пурăнатпăр, — кăмăллăн калаçрĕ Юрий Памиков староста. — Мероприятисене, çуралнă кунсене пĕрле ирттеретпĕр. Кÿршĕ ялсенче пурăнакансем тĕлĕнеççĕ, ăмсанаççĕ».
Ял уявне йĕркелеме хулара тĕпленнисем те килеççĕ. Ун чухне Уй Пилемĕч авалхи евĕрех кĕрлесе тăрать. Тĕрлĕ ăмăрту ирттереççĕ, концерт кураççĕ, шÿрпе пĕçереççĕ. Карапашри культура çурчĕн ертÿçи Ольга Ефремова палăртнă тăрăх, кунти ватăсем питĕ пултаруллă, тăрăшуллă. Çĕнĕ çула вĕсем урамрах уявлаççĕ, тĕрлĕ костюм тăхăнаççĕ. Мероприятисене йĕркелеме ентешĕсене Сĕнтĕрвăрри районĕн Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Радик Почемов нумай пулăшать.
Ял тăрăхĕн депутачĕ Любовь Почемова мана урампа паллаштарчĕ. Хăшĕ-пĕри кунта пурăнмасть пулсан та ашшĕ-амăшĕн çуртне тирпейлĕ тытать, хуларан килсех çÿреççĕ. Теприсем вара мансах кайнă тейĕн. «Атте-анне çуртне пăрахма хушмаççĕ», — терĕ Любовь Васильевна ишĕлнĕ хуралтăсен умĕнчен иртнĕ май. Хăш-пĕр çуртăн хуçи те çук иккен. Хăй вăхăтĕнче вĕсенче те пурнăç вĕресе тăнă. Ача-пăча çитĕннĕ, вучахра яшка пиçнĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх пулнă. Паян вара ватă çын евĕр малалла ÿпĕннĕскерсем мĕскĕннĕн курăнаççĕ. «Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче каччăсемпе хĕрсем хулана кайса пĕтрĕç, хваттер илчĕç. Халĕ никам та яла килесшĕн мар. Çул туса пачĕç, шыв пур, газ кĕртнĕ. Çамрăксем çеç çитмеççĕ. Кунта килсе тĕпленччĕр, пирĕнпе пĕрле ырлăх курса пурăнччăр», — ял сăн-сăпачĕпе паллаштарчĕ Юрий Памиков. Вăл сĕннĕ тăрăх, пушă çуртсене ял тăрăхĕ урлă сутмалла. Малтан пурлăха нотариус хаклатăр. Çакна тума Раççей Президентĕнчен ирĕк ыйтма та хатĕр ял-йыш. Тăван ял çĕр çинчен ан çухалтăр çеç. Малалла вулас...
Комментировать