Чăваш Енри кашни тăваттăмĕш ФАП – çĕнни

8 Авг, 2017

Чăваш Енре фельдшерпа акушер пункчĕсене тата пĕтĕмĕшле практика врачĕсен офисĕсене малалла аталантарасшăн. Кун пирки ĕнер ЧР Правительствин Пуçлăхĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлура сăмах хускатнă.

Республикăн сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Светлана Ананьева кăçал 25 ФАП уçмаллине палăртнă. 2013 çултанпа пурĕ 128 çĕрте çĕнĕрен хăпартса лартнă. Тепĕр майлă каласан, кашни тăваттăмĕш ФАПа çĕнетме пултарнă.

Тепĕр сывлăх сиплев учрежденийĕсенче тухтăрсем çитмеççĕ. Ку ыйтăва çак уйăхăн 3-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлав министерствин коллегийĕн ларăвĕнче хускатнăччĕ. Аса илтеретпĕр: паянхи куна 46 ФАПра фельдшер çук. Вăрнар районĕнче çак ыйту уйрăмах çивĕч. Асăннă муниципалитетра, Владимир Викторов министр коллегинче каланă тăрăх, «Мобильлĕ фельдшер» пилот проекчĕ ĕçлеттерсе ярасшăн. «Унта хутшăнас кăмăллисем те, транспорт пур», – тенĕ министр.

Рубрика: 

Комментировать