Вăрманта пушар ан алхастăр
ЧР Министрсен Кабинечĕн ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче вăрман пушарĕсене пула шар курма пултаракан ял-поселокăн переченьне çирĕплетрĕç. Ку списока 16 ял, сад юлташлăхĕсем, ача-пăча сывлăхне çирĕплетмелли лагерьсем тата экономика объекчĕсем кĕреççĕ. Шăмăршă районĕнче çакнашкал 7 ял вырнаçнă, Вăрнарпа Йĕпреç тăрăхĕсенче - 2-шер, Улатăр, Патăрьел, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав районĕсенче - 1-ер. Республикăри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров каланă тăрăх - ял-поселок лăсăллă /хутăш/ вăрман çумĕнчех вырнаçнă пулсан е унăн территорийĕнче вăрман лаптăкĕ пур тăк вăл пушара пула шар курма пултараканнисен шутне кĕрет. Списокри кашни объекта муниципалитетсенчи чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комиссисенче çирĕплетнĕ. Çакнашкал ял-поселокăн паспортне хатĕрлемелле, ку ĕçе пушар тухас хăрушлăх ÿсекен тапхăр умĕн туса ĕлкĕрмелле.
Асăннă перечене кĕртнĕ ял-хулара пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене, РФ саккунĕсемпе çирĕплетнисене, уйрăмах пăхăнмалла. Вĕсен тата вăрман хушшинче вут-çулăма хирĕçле чикĕ пултăр тесе çĕре палăртнă сарлакăш чухлĕ сухаласа тухмалла. Территорие хăвăрт çунакан материалсенчен, çÿп-çапран, ÿкнĕ çулçăсенчен, типнĕ курăкран тасатсах тăмалла. Халăха инкек пирки пĕлтермелли хатĕр тата телефон çыхăнăвĕ пулмалла. Пушар гидранчĕсене, юхан шывсемпе кÿлĕсене талăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те тÿрех тупма май килтĕр, техника вĕсем патне шыв илмешкĕн çуллапа хĕлле те, кĕркуннепе çуркунне те чăрмавсăрах пыма пултартăр тесе мерăсем йышăнмалла. Вăрман пушарĕсене сÿнтерме явăçтаракан ирĕклĕ пушар дружинисене вутпа пуçламăш тапхăрта кĕрешмелли хатĕрсемпе тивĕçтермелле.
Паллах, уçланкăсенче çÿп-çап çунтармалла мар, пĕлтĕрхи типнĕ курăка та чĕртсе яма юрамасть. Çапла хăтланни вăрманта çеç мар, ытти çĕрте те пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать. Акă иртнĕ канмалли кунсенче, ака уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче, типнĕ курăка вут хыпса илнĕ 108 тĕслĕхе регистрациленĕ. «Тĕрĕссипе, вĕсен шучĕ тата пысăкрах, мĕншĕн тесен хăшне-пĕрне çынсем пушарнăйсене чĕнсе илмесĕрех «лăплантараççĕ», теприсем вара юхан шыв, сухаланă хир е ытти чăрмав патне çитсен хăйсемех сÿнеççĕ», - пĕлтерет республикăри ГКЧС. Ведомствăра каланă тăрăх - асăннă пăтăрмахсенчен ытларахăшĕ Куславкка тăрăхĕнче /16 тĕслĕх/, Çĕнĕ Шупашкар хулинче /14/, Шупашкар /11/, Çĕрпÿ /10/ тата Сĕнтĕрвăрри /7/ районĕсенче пулнă. Çапах чи хăрушши - типнĕ курăка çунтарнă чухне вут пурăнмалли çуртсем тата хуçалăх объекчĕсем çине куçни, вĕсене кĕл-кăмрăка çавăрма, этеме шар кăтартма пултарни. Иртнĕ канмалли кунсенчех акă Куславкка районĕнче вут-çулăм пурăнмалли çурт çине «сиксе ÿкнĕ», Хĕрлĕ Чутай районĕнче çакна пула мунча çунса кайнă. Пăрачкав районĕнче вара «хĕрлĕ автан» икĕ çурта кĕллентернĕ. Юрать-ха, вĕсенче никам та пурăнман. «Çĕр лаптăкĕн хуçи типнĕ курăка çунтарма тытăннă та хăйĕн ĕçĕсемпе пăрăннă. Çулăм пураласа тунă çуртсем çине куçнă. Арçын икĕ пÿрте вут ярса илсен тин çăлав службине шăнкăравланă», - пĕлтерчĕç Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕнче.
Çапла, çанталăк ăшăтма пуçласан пурте тенĕ пекех хăйĕн сад-пахчине, дача лаптăкне тасатма-тирпейлеме тăрăшать. Чылайăшĕ çÿп-çапа çĕр айне чавса чикмест, çунтарма васкать. «Ăпăр-тапăра çунтарасах тетĕр пулсан ку ĕçе çилсĕр çанталăкра тăвăр. Кăвайт валли çуртсемпе йывăçсенчен инçерех вырăна суйлăр - вĕсен хушшинче 50 метртан кая мар пулмалла. 25-30 метр радиуслă территорие типнĕ туратсенчен, хăвăрт çунакан ытти япаларан тасатăр. Кăвайта сăнасах тăрăр, хăвăр ăçта та пулин кайнă чухне ун çине тăпра е шыв сапăр. Кĕл-кăмрăка çуртсен çывăхне ан пăрахăр», - сĕнеççĕ специалистсем. Аса илтеретпĕр: пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнманшăн граждансене 1-1,5 пин, должноçри çынсене - 6-15 пин, юридици сăпачĕсене 150-200 пин тенкĕ административлă штраф пама пултараççĕ.
Çăлавçăсем вăрман пушарĕ алхасма пуçланăшăн ытларах чухне этем айăплине палăртаççĕ. Сигарета сÿнтермесĕрех пăрахни, çунакан шăрпăк пĕрчине айккинелле ывăтни, кирлĕ-кирлĕ мар çĕрте кăвайт чĕртни - çаксем йăлтах пысăк инкек патне илсе çитерме пултараççĕ. Прогноз тăрăх - федерацин Атăлçи округĕнче кăçал çу-çĕртме уйăхĕсенчех вут-çулăм алхасасси ÿсес хăрушлăх пур. Çанталăк типĕ тăни ăна пушшех пысăклатать. Чăн та, пирĕн республикăра юлашки виçĕ çулта Вăрман пушарĕн службин никĕсне çирĕплетмешкĕн пысăк ĕç пурнăçланă, 100 млн тенкĕлĕх çĕнĕ техника туяннă. Вăрмансене хуралламалли 203 маршрут çирĕплетнĕ, 64 ирĕклĕ пушар дружини йĕркеленĕ, 65 ертÿçе вĕрентсе хатĕрленĕ. Паянхи кун 950 техника синкерпе кĕрешме хатĕр. Çапах ку уйрăм çынсем хăйсене килпетсĕр тытмаллине пĕлтермест. Çут çанталăк инкекĕсем тухнин тĕп сăлтавĕ этем факторĕ пулнине çÿлерех палăртрăмăр ĕнтĕ. Эппин, тимлĕрех тата асăрхануллăрах пулар, вăрман пушарне алхасма парар мар.
Комментировать