Пыл каткинчи пĕр кашăк тикĕт

7 Авг, 2017

Тикĕчĕ нумай мар, чей кашăкĕ чухлĕ кăна, анчах çакă та республикăн инвестици илĕртÿлĕхĕшĕн сиенлĕ. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шăпах кăмăлсăр çак самантран пуçларĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин иртнĕ эрне вĕçĕнче Киров хулинче йĕркеленĕ канашлура строительство министрĕ Михаил Мень территорисене тирпейлес ыйтупа доклад тунă май пĕртен-пĕр "япăх тĕслĕхе" асăннă. Вăл вара Чăваш Енпе çыхăннă. Министр Новочеркасскра тенĕ-ха, анчах сăмах Çĕнĕ Шупашкар пирки пыни иккĕленÿсĕр. Çав хула çыннисем çыран çинчи сцена-ракушкăна çĕнĕрен тума ыйтнă, влаçсем вара çыран çине гранит хурса тухнă имĕш.

Михаил Игнатьев ĕç-пуçа уçăмлатма ыйтнă май химиксен хулин сити-менеджерĕ Ольга Чепрасова çырана хăтлăлатас ĕçсем хальлĕхе проект шайĕнче кăна пулнине палăртрĕ. Пĕтĕмпе 55 миллион тенкĕлĕх. Унта гранитпа усă курасси пирки сăмах çук. Апла-тăк "гранит" сăмах ăçтан тупăннă, ракушкăна чăнласах халăх ыйтать-и? Ольга Викторовна палăртнă тăрăх — чăнах та, Раççей Стройминĕн представителĕсем Атăл çыранĕпе паллашнă чух "Грани" хаçат корреспонденчĕ ракушка пирки ыйту панă — урăх калаçу пулман. "Гранирен" "гранит" пулса кайнă-ши вара? Тепĕр тесен çав тĕлпулу вăхăтĕнче иртсе каякан пĕр арçын çыран çинче сăрт-ту йĕлтĕрĕпе ярăнса анмалли вырăн йĕркелеме те сĕннĕ-мĕн.

Паллах, ĕçĕ шăпах кам мĕн сĕннинче мар. Вăл е ку ĕçе пуçарнă чухне малтан халăхпа сÿтсе явсси вара норма пулса тăмалла. Ку ытти муниципалитета та пырса тивет. "Шупашкарта, авă, Атăл çыранĕ çинче тем çÿллĕш çуртсем çĕкленĕ те — халăх кăмăлсăрланать..." — пĕтĕмлетрĕ Михаил Игнатьев. Çĕнĕ Шупашкарти "гранит çырана" илес тĕк — "çÿлте" йăнăшаççĕ пулсан вĕсене пĕр тăхтамасăр тĕрĕссине пĕлтермелле, йăнăш информацие хирĕçлемелле.

Рубрика: 

Комментировать