Кам вăл пирĕншĕн Яковлев?

25 Апр, 2014

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ. Мĕнпе паллă вăл чăваш тĕнчишĕн? Шăпах çак кун, 166 çул каялла, Мăн кун эрнинче, Иван Яковлев çут тĕнчене килнĕ. Виççĕмĕш куннех амăшĕсĕр тăрса юлнă, ашшĕ камне пĕлмесĕр çитĕнекен ача Пахомов чăваш çемйинче кĕтес тупнă. Çичĕ-сакăр çултах чикан майри унăн малашлăхĕ пысăк, вăл паллă çын пуласса пĕлтернĕ. Ун чухне вырăсла пĕр сăмах та чухламан ача тĕлĕкĕнче те ĕмĕтленме пултарайман пулĕ ун пирки. Вăхăт иртнĕ, чикан майрин сăмахĕсем чăна килнĕ. Çав çын пĕтĕм чăваш халăхĕн, ун çеç те мар, Аслă вĕрентÿçи пулса тăнă. Вăл - пирĕн мухтавлă Иван Яковлевич Яковлев, поэт сăмахĕпе - «чăвашăн чăн-чăн Прометейĕ».

«Чăваш Прометейĕ» тĕнчене килнĕ куна хисеплесе Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕ 1992 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче Аслă вĕрентÿçĕн çуралнă кунĕнче Чăваш чĕлхи кунне уявласси пирки йышăну кăларнă. Çакă ахальтен мар. Иван Яковлевичăн пĕтĕм пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ тăван халăхĕпе, ăна çутта кăларассипе çыхăннă.

Çак кунсенче пĕтĕм чăваш тĕнчи Яковлев сывлăшĕпе сывлать, унăн кун-çулĕпе пурăнать, ăсне тăнлать тейĕн. Чăваш тымар янă кирек хăш кĕтесре те Чăваш чĕлхи кунĕсем иртеççĕ. Акă ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов ертсе пыракан сумлă ушкăн Иван Яковлевăн тăван ялне - Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкине тухса кайрĕ. Вырăнта - Яковлев палăкĕ умĕнче - савăнăçлă митинг иртнĕ, чăвашлăх хастарĕсем умра тăракан тĕллевсене сÿтсе явнă. Палăртса хăвармалла: Яковлевăн Кăнна Кушкинчи палăкне ултă çул каялла шăпах Николай Угаслов пулăшнипе уçнă. Чăваш Ен делегацийĕ малалла Пушкăртстана çул тытрĕç, унта та чăваш ĕçĕпе çыхăннă пысăк мероприятисене хутшăнчĕç.

Шупашкарта е Хусанта, Самарта е Нарвăра, Мускавра е Тюменьре пулĕç вĕсем. Чи пĕлтерĕшли - вĕсем ячĕшĕн çеç пулманни. Хамăрăн иртнĕ чăнлăха чунпа-чĕрепе туйса илсе паянхи кун пĕлтерĕшĕпе шайлаштарса хакласчĕ. Пуç ватмалли пайтах, чăтса ирттернĕ мăшкăлĕ те çук мар. Чĕлхене хĕсĕрлени те пулнă. Чăваш вырăса е тата ăнланмалла мар «совет» халăхне çаврăнас патнех çитнĕччĕ. Çак инкеке чăтса ирттернĕ хыççăн нихăçан та урăх унашкал йăнăш тăвас марччĕ.

Чăваш чăннипех чăтăмлă халăх çав. Хăйĕн пин-пин çулхи кун-çулĕнче вăл тĕнчери 6 пине яхăн этника ушкăнĕнче çухалса каймарĕ: йышпа 1 миллион ытла çын шутланакан халăхсен хушшинче ик çĕрмĕш вырăнта. Эпир - вак халăх мар. Раççейре те хальлĕхе кайрисен йышĕнче тăмастпăр. Çапах лăпланмалли сăлтав-и çакă? Çук паллах. Чĕлхемĕр пирки çулталăкра пĕр хут кăна аса илме пуçласан чĕлхесĕр халăх пулса юласси те инçех мар. Çавăнпа та юнпа çеç мар, чунпа та яланах чăваш пулар, атте-анне чĕлхине хисеплер.

Студент чухне Мускаври Ваганьково масарĕнче пулнăччĕ, И.Я.Яковлев вил тăпри çине çитсе курнăччĕ. Юхăннăччĕ вăл. Çуралнă кунĕнче ун патне тăванĕсемсĕр пуçне пыраканĕ те пулман ахăр. Паян вара Мускав чăвашĕсен хастарĕсем çеç мар, пĕтĕм чăваш тĕнчи ăна пуç таять.

Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче те пулнăччĕ. Çĕр çул ытла каялла Аслă вĕрентÿçĕ уçнă чиркÿре Илле атте чăваш ĕçне, Яковлев халалне пурнăçа кĕртме пил панăччĕ. Чăваш шкулĕнчи хĕрсен уйрăмĕн çуртĕнче пурăннă Яковлевсем. Патриархăмăр çÿренĕ урай тăрăх утма, вăл пăхнă чÿречерен тинкерме май килни те телей. Кăнна Кушки тата... Чăваш халăхĕн вышкайсăр пĕлтерĕшлĕ кун-çул парнеленĕ пĕчĕк, хăй вăхăтĕнче «малашлăхсăр ял» ята тивĕçнĕ кĕтес. Çывăх вăхăтра çак «куршанак» ун çумне каллех çыпçăнас хăрушлăх пур. Ялти шкула хупас текен сас-хура тухнă. Иртнĕ çул унта пулнăччĕ. Ун чухне хăй вăхăтĕнче Яковлев уçнă шкула 26 ача çÿретчĕ. Халĕ тата сахалланса юлнă пулĕ çав.

Чăваш чĕлхин 21-мĕш ĕмĕрти пĕлтерĕшĕ пирки калаçнă чух çак пулăмсене шута хумаллах: чĕлхе кун-çулĕ вăрăм пуласси унпа общество-политика тытăмĕнче, кил, вĕрентÿ шайĕнче мĕнле усă курнинчен нумай килет. Чăваш чĕлхи республикăра патшалăх чĕлхи пулса тăнă пулсан та çивĕч ыйту татăлман-ха.

Пĕр-пĕринпе сапăр пулма, çукшăн-пуршăн чашкăрса çÿресрен, харкашасран аякка тăма сĕннĕ Çутта кăларуçă. «Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр», - тенĕ вăл.

Калас тенине каласа çитереймерĕм пулĕ, шухăшсем те сапаланчăк килчĕç ахăртнех. Иван Яковлевич Яковлев пирки хумханмасăр, кĕскен те татăклăн калама, пĕтĕмлетÿсем тума çук. Вăл тăван халăхĕшĕн тунă ĕçĕсем чикĕсĕр пысăк, утса тухнă кун-çулĕ пархатарлă. Халăхăмăр пекех мăнаçлă вăл, чăн-чăн Улăпăмăр. Халалĕсем, пехилĕсем вилĕмсĕр. Пÿрт лартма йывăр мар, никĕсне хывма йывăр теççĕ халăхра. Никĕс вара пирĕн пур. Ăна И.Я.Яковлев хывнă. Пирĕн унăн ĕçне малалла тăсмалла. Çапла пултăрччĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.