Сывлăх кунĕ йыхравлать
Шăмат кун, ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Чăваш Енре сывлăхпа спорт кунĕ иртĕ. Мероприяти Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уйăх каялла алă пуснă указпа килĕшÿллĕн пурнăçланать. Палăртнă кун çынсен кашни уйăхра спорт керменĕсене тÿлевсĕр çÿреме ирĕк пур.
Бассейнра шыва кĕме кăмăл пур-и, тренажер залĕнче вăй-хала çирĕплетес тетĕн-и, конькипе ярăнма юрататăн-и - кашни хăй суйласа илет. Çав кунах спортсменсем тĕрлĕ ăмăртура вăй виçĕç, футбол уйĕсенче турнирсем иртĕç. Чылай район-хулара пурăнакансем Чăваш Енри паллă спортсменсемпе пĕрле зарядкăна тăрĕç, вĕсемех ачасене ăсталăх сехечĕсенче çитĕнÿ вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарĕç. Спорт лапамĕсемпе стадионсенче вĕтĕр-шакăрăн хаваслă стартсенче тупăшма май пулĕ.
Акцин тĕп тĕллевĕ - çынсене спортпа туслаштарасси тата сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси. ЧР Физкультурăпа спорт министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх - иртнĕ мероприятие сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан 340 пине яхăн çын хутшăннă, çав кун республикăра спортăн 4500 объекчĕ - спортзалсем, стадионсем, бассейнсем, хоккей лапамĕсем, тренажерпа фитнес залĕсем - ĕçленĕ.
Комментировать