- Чăвашла верси
- Русская версия
Çĕнĕ çурта куçма ĕмĕтленеççĕ
Елчĕк районĕнчи Энтепе ялĕнче тĕпленнĕ Тамарăпа Павел Исаевсем çичĕ ачана ура çине тăратаççĕ. Павел Комсомольски районĕнчи Вăрманхĕрри Чурачăк хĕрне паллашсанах куç хывнă. Тамарăн 2 çулти тĕпренчĕк Ксюша пулни те ăна шиклентермен, арçын ăна тăван ачи пекех йышăннă. Кăçал Исаевсем пĕрлешнĕренпе 11 çул çитнĕ.
Тамарăпа Павелăн умлăн-хыçлăн ача çуралнă: Виталий, Александр, Сергей, Евгений, Ангелина тата Семен. Вĕсене чи асли, 13-ри Ксюша, пăхма пулăшать. Йышлă çемьене тăрантарма çăмăл марри каламасăрах паллă. Çапах Исаевсем малаллах тапаçланаççĕ.
— Амăшĕн капиталĕпе усă курса Энтепере кивĕ çурт туянтăмăр. Ăна май килнĕ таран хăтлăлатрăмăр. Халĕ ав кĕпе-йĕм çумалли машина кредитпа илтĕмĕр. Ачи-пăчи нумай та — кунĕн-çĕрĕн япала çавăрать, — çемье пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ 31 çулти Тамара. Пÿрчĕ чăнах та чаплă мар, çавăнпа çемье патшалăх программипе усă курса пурăнмалли çурт-йĕре тивĕçес тесе 2014 çулта черете тăнă. Эпир пынă чухне Исаевсен ачисем урамра вылятчĕç. Икĕ арçын ача тем пайлайман: пĕр-пĕрне тусан çинче йăвантаратчĕç. Паллă ĕнтĕ: ача-пăча пĕчĕк чухне çи-пуçне улăштарса ĕлкĕрме çук. Кĕпе-йĕм çумалли машина кунĕпе пĕр чарăнмасăр çавăрттаратех пуль çав.
— Вăй çитнĕ таран тăхăнтартатпăр, вăй çитнĕ таран çитеретпĕр, вĕрентетпĕр. Укçа çитсе пымасть. Япала кредитсăр туянаймастпăр. Ĕнене те кивçенле илтĕмĕр. Уншăн 48 пин тенкĕ кăларса хутăмăр, анчах ăнмарĕ: пăруламарĕ. Сутма тиврĕ. Тепĕр ĕне те вилчĕ. Халĕ пĕр ĕнепе качака усратпăр, сĕт пур, пахча çимĕç лартса ÿстеретпĕр. Кунсăр пуçне пăру, хур-кăвакал тытатпăр, — çемьере йывăр-лăхсем пуррине пытармарĕ Тамара.
2016 çулта Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн администрацийĕ Исаевсене шута тăратнă. Çук, Павелпа Тамара эрех ĕçсе çапкаланса çÿремеççĕ, ачисем çине алă сулмаççĕ. Пÿртре тирпейсĕрлĕх хуçаланнăран специалистсем килсе çÿреççĕ. Эпир пынă чухне куç умне хăрушă ÿкерчĕк тухса тăмарĕ: урайĕнче те, сĕтел-диван çинче те япала йăваланмастчĕ. Администраци специалисчĕсем юлашки хутчен кайсан та пÿртре тирпейлĕ пулнине асăрханă. Эппин, Исаевсем асăрхаттарнине шута илеççĕ, çитменлĕхсене пĕтерме тăрăшаççĕ.
— Нумай ачаллă эпир. Тен, хăш-пĕр енĕпе ĕçлесе çитерейместпĕр. Тирпейсĕрлĕх пирки тунмастăп: ачасем тустараççĕ, çĕмĕреççĕ. Хăш чухне чăнах та пуçтарса ĕлкĕрейместĕп. Ачасем ÿссе çитĕнмесĕр çĕнĕ кравать, диван илместпĕр терĕмĕр, пурпĕрех ая ярса вараласа пĕтереççĕ. Условисене хăвăрах куратăр: çак çурта хамăр вăйпа аран-аран юсарăмăр. Çуртне тăвасшăн-ха эпир, анчах васкас мар терĕмĕр. Хамăр пахчана ĕçлеме тухсан ачасем сивĕрех çанталăкра та çарран чупса çÿренине асăрхаса çитерейменни те пулать. Асли пур-ха, анчах вăл хамăрпа пĕрле ĕçлет. Икĕ пахча пирĕн: хуняман тата хамăрăн, — ăнлантарчĕ нумай ачаллă хĕрарăм.
Исаевсен пĕртен-пĕр пысăк йывăрлăх пур: çурт ыйтăвĕ. Пĕчĕк пÿртре пысăк йышпа выртса тăма вырăн çук, çавăнпа икĕ хутлă краватьсем вырнаçтарнă. Анчах ачасем ÿссе пыраççĕ: хĕрачасемпе арçын ачасене уйрăм пÿлĕм кирлĕ. Япала — шифоньер тулли. Ку енĕпе ял çыннисем те пулăшаççĕ: ачисен пĕчĕкленнĕ япалисене килсе параççĕ. Колготка туянмалăх та укçа юлмасан ăçта кайса кĕрĕн? Ачасем шкулта апатланнăшăн уйăхсерен 2 пин тенкĕ кăларса хума тивет.
— Çичĕ ачашăн 13 пин тенкĕ илетĕп. Упăшка шапаша çÿрет, 40-50 пин тенкĕ илсе килни те пулать. Çапах ку пире çитсе пымасть, пĕчĕккĕн пĕтет. Чи малтан электричествăшăн, газшăн тÿлетпĕр, унтан ачасене тумлантаратпăр. Çăнăх, кĕрпе, макарон чылай кирлĕ. Çăкăр килте пĕçеретĕп. Ачасем ÿссе çитиччен пурăнатпăр çапла майĕпен, — ассăн сывласа калаçăвне вĕçлерĕ Тамара Исаева. Малалла вулас...
Комментировать