Ир те, каç та янăрать
Чăваш наци радиовĕ 5 çул каялла Аслă Патриархăмăр Иван Яковлев çуралнă кун, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, пĕрремĕш хут янăраса кайрĕ. Паян вăл 105 FM тата 72.41 УКВ хумсем çинче, Интернетра ntrk21.ru адреспа талăкĕпех калаçать. Эфирăн пĕр пайне юрă-кĕвĕ, тепĕр пайне информаципе аналитика, обществăпа политика, литературăпа драма, ăслăлăхпа вĕрентÿ, ача-пăча, вăйă-кулă кăларăмĕсем йышăнаççĕ. «Каннă чухне те, ĕçленĕ чухне те - Чăваш наци радиовĕ». Ку эпир шухăшласа кăларнă хитре каларăш мар. Чăннипех çапла. Паян тĕрлĕ сăлтавпа наци радионе итлеймен çемье хăйне чăваш тĕнчинчен уйăрнă пек, тымарне касса янă пек туять.
Малта пулмашкăн тăрăшса ĕçлемелле. Çавăнпа юлашки çулсенче кăларăмсен политикине урăхларах куçпа пăхса хак пама тиврĕ. Эфир тытăмне пач улăштартăмăр. Паллах, халăх хăнăхнă вăхăтра юратса итлекен кăларăмсене тĕкĕнмерĕмĕр. Çĕнĕ хыпарсен вăхăчĕсене куçартăмăр. Халĕ вĕсем сехетсерен эфира тухаççĕ. Çапла майпа хăвăртлăх тата та ÿсрĕ. Эпир паян республикăра, çĕр-шывра, тĕнчере мĕн пулса иртнине çийĕнчех, вăхăта сая ямасăр каласа паратпăр. Вырăнтан тÿрĕ эфира тухма пултаратпăр.
Специалистсене конкурс ирттерсе шырани радиона ĕçчен те пултаруллă, ăслă та пуçаруллă çынсене ĕçе илме май пачĕ. Çавна пулах эфир жанр тĕлĕшĕпе те, стилистикипе те уйрăлса тăракан передачăсемпе пуянланчĕ. Хăйне евĕрлĕ кăларăмсем кун çути курчĕç: «Юрату авăрĕнче», «Пултарулăх çулĕпе», «Ÿнер тÿпинчи вĕçев», «Чĕнтĕрлĕ чаршав», «Шурăмпуç», «Янра юрă», «Присягая Родине», «Ачалăх урхамахĕ», «Уйăхпи юмахĕсем», «Çемье ăшши», «Пĕччен мар».
Пирĕн радио талăкĕпех калаçать. Эфира 24 сехетлĕх хатĕрлесси çăмăл мар. «Наци радиовĕ» тетпĕр пулсан çак чыса тÿрре кăлармаллах. Радиокалавсем, радиоочерксем, радиоспектакльсем хатĕрлетпĕр. Тĕрлĕлĕх эфира илĕртÿллĕрех тăвать. Наци радиовĕ çĕклекен ыйтусем Чăваш Енпе, республикăра пурăнакансемпе тата йăхташăмăрсемпе çыхăннă. Чи пĕлтерĕшли - хамăр çинчен ытларах лайăххине каласа парасси. Пирĕн истори, литература, театр, искусство, йăла-йĕрке пуян, чаплă çын нумай.
Республика пурнăçне пур енлĕ çутатма тăрăшатпăр: экномика, культура, ăслăлăх, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, ял хуçалăх, спорт ыйтăвĕсемпе хатĕрленĕ кăларăмсем кунсерен тухса тăраççĕ. Социаллă ыйтусене çĕклекен передача нумай. Паянхи радио - чи малтанах интерактивлă хутшăну. Передачăсен çуррийĕ тÿрĕ эфирта иртет. Çакă итлекенсемпе çывăх хутшăнма май парать. Вĕсем кăларăмсенче çĕклекен ыйтусене хастар сÿтсе яваççĕ, хăйсен шухăшĕсене калаççĕ, сĕнÿсем параççĕ. Шăнкăравсемпе СМС-хыпарсем «Ирхи кăмăл», «Чĕререн тухакан сăмахсем», «Каçхи микс», «7 юрă», «Пачăшкă сăмахĕ», «Социальный вопрос», «Пĕччен мар», «Тĕплĕ калаçу» кăларăмсене çынсем кăмăлласа итленине çирĕплетеççĕ.
Эфир илемĕ - хитре сасăсем! Юлашки вăхăтра çулталăкăн тĕрлĕ вăхăтне, пурнăç саманчĕсене халалланă хушăмсем тăтăшах янăраççĕ. 10 çеккунта тăсăлакан кĕске хайлавсенче наци радиовĕн чи тутлă сывлăшĕ, ырă шăрши, çутă ĕмĕчĕ, шухăш-тĕллевĕ, ас-хакăлĕ палăрать. Литературăпа кĕвĕ композицийĕсем евĕр йĕркеленĕскерсем кĕске спектакльсем пекех янăраççĕ. Çак илеме хатĕрлеме артистсене те явăçтаратпăр. Светлана Савельевăпа Владимир Григорьев, Алексей Болдыревпа Марина Подъячева, Валерий Карповпа Надежда Зубкова пире пулăшма кăмăл та, вăхăт та тупаççĕ. Халĕ вĕсен сасси яланлăхах наци радиовĕн сасси пулса тăчĕ. Вĕсемпе кун пуçланать, вĕсемпех вĕçленет.
«Радиотеатр», «Çемье ăшши», «Каçхи юмах», «Иксĕлми çăл куçсем», «Рабочая смена», «Столица» - социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсем. Паянхи куна грант укçи-тенкипе тĕрлĕ театрта лартнă 50 яхăн спектакль çырса илтĕмĕр. Çапла вара чăваш сцена искусствин еткерĕ ĕмĕрсем валли Наци радиовĕн фонотекинче упранса юлĕ. Кăçал ЧР Информаци политикин министерстви пулăшнипе театрсен репертуарĕнчи 10 спектакле çырса илесшĕн.
Пысăк тепĕр çитĕнĕве палăртса хăварар. Малтан пире Шупашкарта пăралуклă радиопа тата Интернетпа çеç итлеетчĕç. Мускавра «Тăван радио» валли 100,3 хум çĕнсе илни пысăк шанчăк пачĕ. Халĕ Наци радиовĕн чи лайăх передачисем эфира çак хум çинче тухаççĕ.
Чăвашла калаçакан радио уçни - истори пĕлтерĕшлĕ пулăм. Малтанах тăван чĕлхешĕн тунсăхланă çынсем кашни сăмаха, чăваш юррине каçăхса итленĕ. Кунĕпе чăвашла калаçакан радио пурришĕн питĕ савăннă. Ытларахăшне тăван чĕлхе янăрани те çителĕклĕ пек туйăннă. Передачăсен пахалăхне хакласах кайман. Халĕ итлекене ку кăна çырлахтармасть. Вăл тишкерÿллĕ итлет. Лайăххипе япăххине суйлама вĕренет. Пĕлсе мухтать, вăхăтра канаш парать.
Паянхи радио - талпăну. Пĕр вырăнта чарăнса тăма юрамасть. Хамăр сăн-сăпата, наци хăйне евĕрлĕхне упраса хăварнипе пĕрлех пирĕн хамăрăн та улшăнса пымалла. Çĕнĕ жанрсем алла илмелле, çĕнĕ хурăмсем шутласа тупмалла. Радио итлекенсене мĕн кăсăклантарнине пĕлсе тăмалла, кирлех пулсан ăна хăйне те ырă еннелле улăштарма тăрăшмалла.
Продюсер центрĕн пуçлăхĕ,
Комментировать