- Чăвашла верси
- Русская версия
Таркăна тупаççĕ
«Кутăн ашака хулă юсать» теççĕ халăхра. Çынна вара мĕн йĕркене кĕртет-ши? Мĕнле майпа ăса вĕрентмелле ăна? Чылай чухне чăннипех пĕлтерĕшлине те — хамăр хăрушсăрлăха пырса тивекеннине — йышăнмастпăр-çке.
Акă каçхине ваттин те, вĕттин те урамра çутатакан япаласăр çÿреме юраманнине пурте пĕлетпĕр пек, анчах ку йĕркене пăхăнмастпăр. Çакна вăйă шайĕнче хаклатпăр курăнать. ЧР ШĔМĕн ÇÇХПИ Управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов та çакнах калать. Ялта пĕр çын çинче те кураймăн ăна.
Халăх явапсăр пулнинче чи малтан хăйсем ĕçлесе çитерейменнине курать республикăри çул çинчи хăрушсăрлăх тĕп инспекторĕ. Профилактикăна тимлĕх ытларах уйăрмаллине палăртать. Ку е вăл ыйтăва мала кăлармалли ĕç кăтартăвĕсене тишкерсен уçăмланнине те калать Владимир Геннадьевич.
Журналистсене те çак эрнере ÇÇХПИ Управленине шăпах çур çулхи кăтартусемпе паллаштарма пухрĕç.
Статистикăна пăхас тăк, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан аварисен шучĕ чакнă. Апла пулин те цифрăсем пысăк-ха. Вăрмар, Çĕрпÿ, Куславкка, Етĕрне районĕсенче тата Канаш хулинче аварисен йышĕ ÿснĕ.
Ÿсĕр водительсене пула сиксе тухнă аварисен шучĕ, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма хирĕçленĕ тĕслĕх сахалланнине /45 процент/ палăртма кăмăллă. Апла пулин те эрех-сăрапа хăналаннă хыççăн тимĕр урхамахне тапратнисемшĕн çул çинче инкек нумай. Вĕсене пулах республикăри çулсем çинче çур çулта 14 çын вилнĕ /пĕлтĕр 28/, 85-шĕ аманнă /пĕлтĕр 121/.
— Ку тĕлĕшпе кăтарту лайăхланнине те пирĕн ĕç витĕм кÿнĕ, те çынсем яваплăха ытларах туйма тытăннă. Çавах асăрханманнисем те пур. «Ÿсĕр водитель» операци иртессе пĕле тăркач руль умне «хăналанса» лараççĕ. Иккĕмĕш хутчен ÿсĕр лекекенсем те пур. Иртнĕ канмалли кунсенче çеç черетлĕ операци ирттернĕ май кунашкал 5 водителе тытнă. Чармасса шанаççĕ-ши? — тĕлĕннине пытармасть Владимир Романов.
Ачасемпе çыхăннă пăтăрмахсен шучĕ те шухăша ярать. Çул урлă ятарлă вырăнта каçакансем çине 17 хутчен кĕрсе кайнă. Тепĕр тесен çул çитменнисем хăйсем те айăплă. Йĕркене пăснăран çул çинчи инкеке 13 хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм çакланнă. Çакна Владимир Геннадьевич ачасем хăйсене хăйсем хуçа пек туйнипе çыхăнтарать.
— Мотоциклпа ларса тухнипе кăна 2 ача вилнĕ. Çамрăксен ярăнас килнĕ. Иккĕшĕ те шлем тăхăнман. Ашшĕ-амăшĕпе те, шкулсемпе те ĕçлесе çитерейместпĕр- тĕр...
Пĕтĕмĕшле вара ултă уйăхра çул çинче 576 инкеке шута илнĕ, вĕсенче 60 çын пурнăçĕ татăлнă, 734-шĕ тĕрлĕ шайра суранланнă.
Малтанхи вăхăтра транспорт тăрăннă тĕслĕх чи нумаййи пулнă тăк — халĕ çуран çÿрекенсене таптани — чи йышли. Вĕсем пĕтĕмĕшле инкексен 35 проценчĕ пулса тăраççĕ. Ун хыççăн тăрăнни, ывăтăнса кайни, чăрмав е транспорт çине кĕрсе кайни. Чылай чухне вара çуран çынсем хăйсем айăплă.
— Мĕн тумалла—ха? Чи малтан профилактика кирлĕ. Çул çинчи хăрушсăрлăха вĕрентмелле. Ахаль те сахал мар мероприяти туса ирттеретпĕр. Эппин, тахăш енче ĕçлесе çитерейместпĕр. Обществăна ытларах явăçтармалла, — палăртать полици полковникĕ. Малалла вулас...
Комментировать